Поиск
Шырав ĕçĕ:
Михаил Иваныч Верочкӑна парнесем пачӗ; вӗсене вӑл Марья Алексевна урлӑ пачӗ, вӗсем ӗнтӗ, Анна Петровна сехечӗ пекех, Марья Алексевна аллинче юлчӗҫ, анчах та пур парне те мар; хӑшпӗр йӳнӗрех парнесене Марья Алексевна Верочкӑна салукран илмен япаласем тесе пачӗ: Михаил Иванычӑн хӑйӗн япалисенчен хӑшне те пулин ҫураҫнӑ хӗр ҫинче курмалла пулнӑ-ҫке-ха.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ленька манӑн парнесене курсан, тӗлӗннипе, куҫне-пуҫне чарса пӑрахрӗ, — кӑнтӑр ҫутинче унӑн куҫӗсем питех те илемлӗ пек туйӑнчӗҫ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Парнесене чунтан тав туса йышӑннӑ май Крылов куҫӗ умӗнчен Тинӗс ҫар флочӗн пӗтӗм историйӗ, чапа тухнӑ карапсем, хӑюллӑ та паттӑр командирсемпе салтаксен сӑнӗсем шуса иртнӗ: хӑюллӑ брик «Меркурий», мӑнаҫлӑ «Варяг», тӑшмана парӑнман «Стерегущий», вилӗмсӗр «Потемкин», «Очаков», ҫапӑҫура хӑватлӑ броненосецсене ҫӗнтерме пултарнӑ пысӑках та мар «Константин».
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Манӑн тарҫӑ — эпӗ Емелька Пугачев патӗнче пулнине те, тӑшман мана хӑшпӗр парнесене панине те пытарман, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл эпӗ сутӑнса патшалӑха хирӗҫ кайни тӗлӗшпе нимӗн те илтменнине тупа тусах каласа панӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Григорий Александрович Бэлӑна кашни кунах епле те пулин парнесем илсе панӑ: малтанхи кунсенче Бэла ҫав парнесене йышӑнман, сӑмах хушмасӑр, мӑнаҫлӑн тӗртсе янӑ, вӗсем вара чӗлхи япшарланнӑ духанщицӑна юлнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лайӑх ӗҫленӗшӗн парнесене тивӗҫнӗ.
Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№
Апла пулин те, чи маттуррисем те хӑюллисем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекрӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.
Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/
Чи асамлӑ самант — ҫӗнтерӳҫӗ Дипломне тата Чӑваш кӗнеке издательствипе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ хатӗрленӗ парнесене илни.
«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17
Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
Ял ветеранӗсем те унта хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ, каллех чаплӑ парнесене тивӗҫнӗ.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Эпир тӗрлӗ юрӑ-ташӑ конкурсӗсене хутшӑнса тивӗҫлӗ вырӑнсемпе парнесене тивӗҫ пулнӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Малти вырӑнсене тухнӑ, дипломсемпе парнесене тивӗҫнӗ.
«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Кашни ҫулах парнесене, Хисеп хучӗсене тивӗҫетпӗр.
«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Кипеккасси ялӗнче пурӑнакан, блокнотпа авторучка выляса илнӗ Алексей Попов килӗнче пулмарӗ, вӑл Пӑва хулинче таксист пулса ӗҫлет, парнесене ҫамрӑк мӑшӑрне парса хӑвартӑмӑр.
Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
«Кӗтме пӗлекене – парне» тенӗ пекех эпир те каярах юлса пулин те «Сувар» хаҫат ҫырӑнакансен хушшинче ирттернӗ лотерейӑра выляса илнӗ парнесене валеҫме тухрӑмӑр.
Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Тӗрлӗ ырӑсемпе хаярсене тата вӗсене паракан парнесене черетлӗ асӑнни, паллах, психологи параллельлӗхне нумайлатнӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Призсемпе парнесене лауреатсене ТР Премьер-министрӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Римма Ратникова, конкурсӑн жюри председателӗ – «Новый век» ТРК УАО генеральнӑй директорӗ Ильшат Аминов тата ытти пуҫлӑхсем пачӗҫ.
Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
2008 ҫулта ҫуралнӑ Артемпа Антон Рябченкосем, 2010 ҫулта ҫуралнӑ Даниилпа Арсений Павловсем, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ Эмилия тата Анелия Эзенкинсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хӑйсене тивӗҫекен салам сӑмахӗсене итлерӗҫ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнчӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.
Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
18. Ӳтпе Израильрен ҫуралнисем ҫине пӑхӑр-ха: парнесене ҫиекенсем парне вырӑнӗ ҫинче тӑвакан ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и?18. Посмотрите на Израиля по плоти: те, которые едят жертвы, не участники ли жертвенника?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.