Поиск
Шырав ĕçĕ:
Повеҫре каярах пулнӑ ӗҫсене ӑнлантарса памашкӑн малтанрах пулса иртни ҫинчен, повеҫе кӗртмесӗр хӑварнине халӗ калас пулать.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пачах урӑхла пулнӑ: вӑл унӑн батарейин лайӑх ӗҫне асӑннӑ тата юлашки ҫапӑҫура уйрӑмах палӑрнӑ пӗр вунӑ артиллериста награда памашкӑн ҫырса пама хушнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кинематографистсен союзӗ чӑваш мультфильмӗсене аталантармашкӑн, ҫул памашкӑн тӗллев тытнине ырламалла ҫеҫ.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Кӗҫӗн ҫултисен ыйтӑвне татса памашкӑн ача садне, шкула ҫитетӗр.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Ачасене ӑс памашкӑн икӗ пин ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.Для обучения детей закуплено две тысячи специальных приспособлений.
Ачасен технопаркӗ уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/14727.html
Унсӑр пуҫне ҫамрӑк ӑрӑва патриот воспитанийӗ памашкӑн хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Хушамат памашкӑн ҫӑмӑл, Ӳркенмерӗн — тыт та пар.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Сасӑ памашкӑн паспорт кирлӗ, сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне 18 ҫула ҫитекенсем те малтанхи суйлава хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Сӑмахран, Красин урамӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах, «чӗрӗ» черет тӑрса санаторипе курорт сиплевӗн справкине тата карттине йӗркелеме, пӗтӗмӗшле клиника тата планпа палӑртнӑ госпитализаци анализӗсене памашкӑн направлени йӗркелеме, сиплевҫе хутшӑнтармасӑр татса памалли ыйтусене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
4. Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр.4. А вы, когда имеете житейские тяжбы, поставляете своими судьями ничего не значащих в церкви.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл пушхирте Синай тӑвӗ ҫинче Ангелпа калаҫнӑ, пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ пире каласа памашкӑн пурӑнӑҫ сӑмахне илнӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ; Ӑна тӳресен аллине, аслӑ пуҫлӑх аллине тытса памашкӑн, Вӑл каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе, Ун патне ырӑ ҫын пек курӑнса ҫӳрекен чее ҫынсене янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе, ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнтах ту ҫинче пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ; усал сывлӑшсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн йӑлӑннӑ.32. Тут же на горе паслось большое стадо свиней; и бесы просили Его, чтобы позволил им войти в них.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ; унтан ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та, вӗсене халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа, вӗренекенӗсене панӑ; лешӗсем халӑха валеҫсе панӑ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн ҫӑкӑрсене вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те Вӑл пурин валли те валеҫнӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иудейсем ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех ҫула тухма васкаман-ха, вӗсем патшаран иудейсен йӑхӗнченех тухнӑ, анчах сӑваплӑ Турра тата Турӑ саккунне пӑрахнӑ ҫынсене хаса памашкӑн хӑйсене ирӗк пама ыйтнӑ, 9. ыйтнӑ майӑн ҫапла хушса каланӑ: Турӑ хунӑ йӗркесенчен хырӑм туттишӗн иртекенсем патша тытса пыракан ӗҫе те нихӑҫан та ырӑпа кӑмӑлламӗҫ, тенӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.