Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха

Автор: Хыпар

Источник: «Хыпар», 2017.11.20

Добавлен: 2019.06.14 23:29

Предложений: 119; Слово: 1106

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

Патшалӑх пулӑшать

Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне йӗркелеме пуҫланӑранпа республикӑра ӳкерекен фильмсен пахалӑхӗ лайӑхланнине тӗп хаклавҫӑсем — куракансем — асӑрхарӗҫ. «Чӑвашкино» студийӗ вӑй илсе пыни куҫ кӗрет.

— Кӑҫал ӳкермелли павильон йӗркелемешкӗн республика бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ уйӑрчӗҫ. Ҫитес ҫул та чӑваш фильмӗсем хатӗрлеме, аппаратура туянма укҫа-тенкӗпе пулӑшасса шанатпӑр, — терӗ ЧР кинематографистсен союзӗн ертӳҫи Олег Цыпленков.

ЧР культура министрӗ Константин Яковлев республика Пуҫлӑхӗ кинона халӑха тавӑрса пама хушнине каларӗ. Паллах, чуна витерекен ӗҫпе кӑна кураканӑн кӑмӑлне тупма пулать.

Чи кирли — тӑван халӑхӑн тӗслӗх илмелли ҫынсем пур. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче «Асам» кинофестивале уҫнӑ май шӑпах чӑваш кино ӗҫне пуҫарса яракансен — Иоаким Максимов-Кошкинскипе унӑн мӑшӑрӗн Тани Юнӑн — аса илӗвӗсене тепӗр хут кӑтартни вырӑнлӑ пулчӗ. Унсӑр пуҫне ҫакӑнта йӗркеленӗ ӗлӗкхи фильмсен афишисен куравӗ чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ.

Кӑҫал конкурс программине 18 ӗҫ кӗртнӗ. Вӗсенчен 9-шӗ — документ, 7-шӗ — илемлӗ, 2-шӗ анимаци фильмӗ. Вӗсене «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта, Наци библиотекинче, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче кӑтартрӗҫ.

Марат Никитинӑн «FUGA» фильмне Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте курма тӳр килнӗччӗ. Иртнӗ пурнӑҫне ас туман ҫын пушарта паттӑрлӑх кӑтартать. Ҫакӑн хыҫҫӑн унпа журналистсем кӑсӑкланма пуҫлаҫҫӗ, шоу кӑларӑмӗнче сӑмах параҫҫӗ. Ара, кам вӑл, унӑн тӑванӗсем пур-и? Илемлӗ фильма Етӗрне тӑрӑхӗнче ӳкерни уйрӑмах тыткӑнланӑччӗ мана.

Ҫав авторӑн тепӗр ӗҫӗ — «50 лет — дивный возраст» — документ фильмӗ Оперӑпа балет театрӗн историйӗпе паллаштарать. Пултарулӑх ҫыннисен ӗҫне критиксем пысӑк хак параҫҫӗ. Куҫ умӗнчех искусство ҫуралать.

Чӑваш хӗвел пекех

Сергей Мышев операторпа Марина Карягина журналистӑн «Халӑх хӗрӗ. Валентина Смирнова опера юрӑҫи», «Дамский угодник» ӗҫӗсем куҫҫульлентернине жюри членӗсем те палӑртрӗҫ. Документ фильмӗ вӑхӑтӗнче ҫын хӑйӗн чунне уҫни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Сӑмах май, «Дамский угодник» ӗҫ Ҫурҫӗр Кавказри документ фильмӗсен «Кунаки» уҫӑ фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗччӗ. Унта Владислав Николаев чӑваш художникӗн кун-ҫулӗ урлӑ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне кӑтартнӑ.

Пӗлтӗр жюри членӗсен йышне кӗнӗ Татьяна Ильина кӑҫал хӑй те конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. «Ыр ҫын каять — ыр ят юлать» ӗҫ Аркадий Айдак чапа кӑларнӑ Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑха илсе ҫитерет. Автор ҫак ҫыннӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫнӑ.

«Тӑван Енӗм — Патӑрьел» документ фильмӗ ҫак тӑрӑх ҫыннисен чунӗнче мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑйлатни пӗрре те иккӗлентермест. Историе кӗрсе юлнӑ ҫынсем, пулӑмсем халӑхӑн асӗнчен тухмӗҫ. Тутар ҫынни халӑхра чӑваша хӗвелпе танлаштарни чӗрине кӗрсе вырнаҫни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑнпах Акатуйра, Сабантуйра пӗрле савӑнаҫҫӗ вӗсем. Сӑмахран, тутар каччипе чӑваш хӗрӗ ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.

Оператор ӗҫне пурнӑҫланӑ Олег Цыпленков республикӑри 90 ҫул тултарнӑ ытти район ҫинчен те фильмсем ӳкернине палӑртрӗ. Кӗҫех вӗсене те сенкер экранпа кӑтартӗҫ.

Паттӑрлӑх урокӗ

Кинофестиваль вӑхӑтӗнче Наци библиотекинче Паттӑрлӑх урокӗ йӗркелени ҫинче чарӑнса тӑрас килет. ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев хӑйӗн «Шагнувшие в бессмертие» фильмне курмашкӑн студентсене йыхравланӑ. Экран сӳнсен ҫамрӑксем ура ҫине тӑрса алӑ ҫупрӗҫ.

Ҫакӑнта пирӗн ентешӗн — Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Николай Волковӑн — кӗске пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пуҫланӑ фашистсене Гродно хулинче кӗтсе илнӗ вӑл. Тӑшманпа вирлӗ кӗрешмешкӗн вӑрттӑн ушкӑн йӗркеленӗ. Чи шанчӑклӑ ҫынсене пуҫтарнӑ унта. Ҫапах сутӑнчӑка пула фашистсен аллине лекнӗ ҫав йыш. Николайпа Варвара Волковсене ачисен умӗнчех хӗнесе тискеррӗн вӗлернӗ. Фильм авторӗ ашшӗ- амӑшӗн ӑшшисӗр ҫитӗннӗ Нинӑпа Георгие шыраса тупнӑ. Ҫавӑн чухне чӗрӗ юлнишӗн ҫаплипех тӗлӗнеҫҫӗ вӗсем. Паттӑрсен хӗрӗ Нина, тӗслӗхрен, Етӗрнере тӗпленнӗ. Ҫак хула кадечӗсем Николай Волкова манма памаҫҫӗ.

Студентсемпе пӗрле кино куракан Георгий Фадеевпа Валерий Кошкин подполковниксем ӑна архивра тытмалла марри, вӗренӳ заведенийӗсенче кӑтартмалли ҫинчен каларӗҫ. Вӗсен шухӑшӗпе, ку ӗҫ «Асам» кинофестиваль шайӗ ҫулран ҫул ӳссе пынине ҫирӗплетет.

Тӗттӗм сехӗрлентерет

Хӑратакан фильмсене фестиваль программине иртнӗ ҫул та кӗртнӗччӗ. «Киноальманах «Тьма» ӗҫ, чӑнах, сехӗрлентерет. Унӑн режиссерӗ тата авторӗ Максим Стоялов ӗлӗк-авал пурӑннӑ вампирсене кӑтартма тӗллев тытнӑ. Уйӑх тулсан вӗсем тупӑкран тухса ҫынсене тапӑнаҫҫӗ. Фильмри тӗп сӑнарсен вара вӗсемпе кӗрешмешкӗн хӗҫ- пӑшал пур.

…Стена ҫинчи картинӑри хӑрушӑ хӗрарӑм чӗрӗлсен мӗн тунӑ пулӑттӑр? Вӑл, паллӑ ӗнтӗ, ҫак пӳлӗмре пурӑнакана сӑтӑр тӑвасшӑн.

…Блогерсен Интернет уҫлӑхӗнчисем валли кӑсӑклӑ сюжет хатӗрлемелле. Вӗсем шӑпах тӗттӗмленсен никам пурӑнман ҫурта кӗрсе каяҫҫӗ. Ҫак вырӑн вилӗмпе ҫыхӑнни те хӑратмасть ҫамрӑксене. Пушшех тепӗр май, чун мӗлкипе куҫа-куҫӑн тӗл пулас шухӑшпа ҫула тухнӑ хайхисем. Блогерсене пӗрре пулӑшу ыйтнӑ, тепре макӑрнӑ сасӑ канӑҫсӑрлантарать. Ҫакӑнтан чӗрӗ тухассине ҫамрӑксем хӑйсем те ӗненме пӑрахаҫҫӗ.

…Чӑланта мӗн кӑна упранмасть пулӗ? Пиҫиххипе ҫыхнӑ кӗнекене ачан тытмалла мар-ха та. Ҫук вӗт. Вӑл ыттисенчен интереслӗрех туйӑнать ахӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗпренчӗкӗн чунне усал вӑй кӗрсе вырнаҫать.

Ҫав авторӑн «Зона» фильмӗнче те чун мӗлки куҫа курӑнать. Хӗрлӗ кӗпеллӗ хӗр вилӗм ҫумрах ҫӳренине аса илтерет, анчах саккун урлӑ каҫнисем — хӗҫ-пӑшал сутакансем — ҫакна шута илмеҫҫӗ.

Йӑхран-йӑха

Нина Панина режиссерӑн тата сценари авторӗн «Йӑх йывӑҫӗ» илемлӗ фильмне куҫҫульсӗр пӑхма ҫук. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун, чӑваш ҫемйинче ывӑл ҫуралать. Аслашшӗне хисеплесе ӑна Василий ят параҫҫӗ. Натюш аппан виҫӗ ывӑлӗпе мӑшӑрне ҫапӑҫу хирне илсе каяҫҫӗ. Каярахпа хӗрӗ те тӑшмана тӗп тума хутшӑнать. Пиллӗккӗшӗ те тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хураҫҫӗ. Асламӑшӗ мӑнукӗпе Василипе йӑпанать, анчах ӑна Афганистан вӑрҫинче вӗлереҫҫӗ. Унӑн ачи Костя йӑха тӑснӑшӑн чунран савӑнать Натюш аппа. Чечня вӑрҫи унӑн кун-ҫулне те татать. Фильм вӗҫӗнче тинех вӗсен килӗнче ывӑл мар, хӗр ҫут тӗнчене килет.

Ҫавӑн пысӑкӑш хуйха мӗнле чӑтса ирттермелле хӗрарӑмӑн? Ҫывӑх ҫыннисен чун мӗлкисене картишӗнче курать вӑл. «Амӑшӗсенчен ыйтнӑ пулсан вӑрҫӑ та пуҫланмӗччӗ», — татӑлса йӗрет пепкисене ҫут тӗнче парнеленӗскер.

Ҫак фильмра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — салтака ӑсатнине, ҫын пытарнине — тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартнӑ. Куракансем кадра лекнӗ хальхи йышши хӑш-пӗр япалана асӑрханӑ. Те фильмри сӑнарсен шӑпишӗн куляннӑран ҫав шӑйрӑк манӑн куҫ тӗлне пулмарӗ. Ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленессе кӗтсе 1,5 сехет иртни те сисӗнмерӗ.

Кинематографистсен союзӗ чӑваш мультфильмӗсене аталантармашкӑн, ҫул памашкӑн тӗллев тытнине ырламалла ҫеҫ. Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗн ӗҫӗсене куракансем яланах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи «Как собака друга искала» тата «Пых» анимаци фильмӗсем те, ытти чухнехи пекех, килӗшӳллӗ пулса тухнӑ.

Хальхинче пӗлтӗр тата виҫӗм ҫул «Асам» кинофестивале хутшӑннӑ Владимир Галошевӑн, Владимир Синяевӑн, Алексей Ивановӑн… ӗҫӗсене кӑтартмарӗҫ. Олег Цыпленков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫӗнӗ фильмӗсене хатӗрлесе ҫитереймен. Ҫапах ҫакӑншӑн пӑшӑрханмалла мар — хӑйсен кураканне тупнисен ҫитес ҫулсенче фестивале хутшӑнмашкӑн май пулӗ.

Тӗслӗх илмелли лапам

Олег Цыпленков «Асам ахрӑмӗ» проект тавра сӑмах пуҫарчӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗнче пурнӑҫа кӗртесшӗн ӑна. Ҫавна май кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче тӗрлӗ районти кино залсенче хальхи фестивале хутшӑннӑ фильмсене кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне, пӗлтӗрхи пекех, ҫав ӗҫсемпе Чӑваш наци телекуравӗн программине пуянлатӗҫ.

«Асам» кинофестивале пуҫарман тӑк чӑваш кино ӳкересси йывӑррӑн аталанса пынине пуҫлӑхсем курмӗччӗҫ- асӑрхамӗччӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах прокат ыйтӑвӗ ҫивӗч-ха. Кинематографистшӑн ҫӗнӗ фильм хатӗрлесе ҫитерни — ача ҫуратни пекех. Ӑна халӑха кӑтартас килет унӑн. Ырӑ сӑмах калани, паллах, хавхаланса ӗҫлеме вӑй-хал парать», — пӗтӗмлетет Олег Михайлович.

Жюри членӗ Юрий Сергеев режиссер халӗ ҫӗнӗ жанр — трагикамит — вӑй илсе пынине палӑртать. Максим Ефремов режиссерӑн «Мэтр» ӗҫне шӑпах ҫак ушкӑна кӗртмелле.

Кинофестиваль лапамӗ опытпа пайланмалли вырӑна ҫаврӑнни паллӑ. Ҫакӑ аталанма, малалла ҫирӗппӗн утма пулӑшнине кино ӳкерекенсем хӑйсем те палӑртрӗҫ.

Олег Цыпленков кӑҫал Стамбулта йӗркеленӗ тӗрӗк халӑхӗсен кинофестивалӗнчи фильмӗсемпе чӑваш кураканӗсене те паллаштарчӗ. Турцире Гран-прие тивӗҫнӗ «Siraҫ» ӗҫре — пӗр ҫын пурнӑҫӗ, шӑпи. Фильмри сӑнарсем турккӑла калаҫаҫҫӗ, ҫапах кураканшӑн йӑлтах ӑнланмалла.

Кӑркӑссен «Слово, оставленное предками» документ фильмне те куҫаруҫӑсӑрах ӑша хывма пулать. Эпир, тӗрӗк халӑхӗсем, йӑх тымарӗ ҫирӗппипе вӑйлӑ! Пирӗн хамӑрӑн кун-ҫула, культурӑна, йӑла-йӗркене фильмсем урлӑ кӑтартма май пуррине кинофестиваль ҫирӗплетет.

Кӑҫал Гран-прие Марат Никитинӑн «FUGA» фильмӗ тивӗҫрӗ. «Асам» пӗрремӗш кинофестивальте унӑн «Хорло» ӗҫӗ ҫӗнтернӗччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней