Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен?

Автор: Шӑмӑршӑ хыпарҫи

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Добавлен: 2017.12.02 18:54

Предложений: 286; Слово: 1510

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

СУРӐХ. Сирӗн «Ӗҫ ҫынна мухтава кӑларать» каларӑша тӗпе хума тивӗ. 2013 ҫул кӑсӑклӑ иртӗ. Чӑрмавсен умӗнче пуҫ усмасан ҫитӗнӳ пулатех. Кӗркунне тӗлне нухрат пухатӑр. Ҫапах Ҫӗлен ҫулӗнче кредит илме, кивҫен пама ан васкӑр.

Ҫемьере йывӑрлӑхсем тупӑнӗҫ. Ҫил-тӑвӑла чӑтса ирттерме вӑй тупакансен юратӑвӗ ҫирӗпленӗ. Савни тупайманнисен кӑшт тимлӗрех пулмалла – вӑл юнашарах ҫӳрет. Имшерленес текенсемшӗн диетӑна пӑхӑнни, спортпа туслашни вырӑнлӑ пулӗ.

«Ҫӑмӑл укҫана» кӑмӑллакансене йывӑр килӗ. Харкашӑва пула ӗҫрен тухса кайнисене те ӑнмӗ. Ҫӗлен ҫулӗнче ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме пултаратӑр. Сирӗн ӗҫе тиркеҫҫӗ-и? Ӑнланмаҫҫӗ-и? Вӗсем тӗллеве пурнӑҫлама чӑрмантарӗҫ ҫеҫ. Ҫывӑх тӑвансемпе хирӗҫес хӑрушлӑх пур. Чӗлхене ҫыртӑр. Кӳреннӗрен ытлашши сӑмах персе яратӑр та ӳкӗнетӗр. Вӑхӑт иртсен тӑванӑрсем йӑнӑшнине ӑнланӗҫ. Ҫӗлен – ӑслӑ чӗр чун. Ҫавӑнпа вӑл ӑслӑлӑх тытӑмӗнче тимлекенсене пулӑшӗ. Вӗренӳре тӑрӑшакансем те ҫитӗнӳ тӑвӗҫ.

ВӐКӐР. Сире ҫӗнӗ паллашусем кӗтеҫҫӗ. Вӑхӑта усӑллӑ ирттеретӗр, киленӗҫ шыратӑр. Вӑкӑрӑн аталанмалла, пӗлӗве тарӑнлатмалла. Мӗн пур пуҫарура ӑнӑҫу пулать. Бизнесра тӑрмашакансем сӗнӳсемпе усӑ курӗҫ те ҫитӗнӳ тӑвӗҫ. Партнерсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну ҫирӗпленӗ, малтанхи пӗлӗшӗрсем те сирӗнпе пӗрле тар тӑкӗҫ. Ҫӗлен пултарулӑх анинче тӑрӑшакансене пулӑшать. Юрӑҫ, ӳнерҫӗ, мусӑкҫӑ, артист… мухтава тивӗҫӗҫ. Чапа пула пысӑк укҫа ӗҫлесе илӗҫ, ят-сума ҫӗклӗҫ.

Финанс тӗлӗшӗнчен ӑнланманлӑхсем сиксе тухӗҫ. Февраль, июль, сентябрь уйӑхӗсенче укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑр лару-тӑру пулӗ. Ҫапах ҫак ыйту иккӗмӗш плана куҫӗ. Ҫемьеллӗ Вӑкӑрсем ачасемшӗн тӑкакланӗҫ.

Мӑшӑр шыракансем тинех юрату тыткӑнне ҫакланӗҫ. Вӑкӑрӑн кӑмӑла ҫемҫетмеллех, унсӑрӑн савнийӗр кӳренӗ те ҫаврӑнса утӗ. Пӗрремӗш утӑм тума ан вӑтанӑр. Май уйӑхӗнче кӑткӑс тапхӑр пуҫланӗ. Ҫак вӑхӑтра юнашар утакана чунран юратнине ӑнланатӑр. Иккӗленетӗр тӗк савнийӗре тӗрӗслеме пултаратӑр. Пӗтӗмлетӳ савӑнтарсан Ҫӗлен ҫулӗнче туй кӗрлеттерӗр. Ҫывӑх ҫыннӑрсемпе хутшӑннӑ чухне лӑпкӑлӑха ан ҫухатӑр. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче хирӗҫӳллӗ самантсем сиксе тухӗҫ.

ЙӖКӖРЕШ. Йӑлтах пурлӑх тавра ҫаврӑнӗ. Ӗҫре юсав ирттерӗҫ. Мӑшӑрӑрпа ҫӗнӗ хваттер е ҫурт илме тӗв тӑватӑр. Предпринимательсем ӗҫ-хӗле аталантарӗҫ, тупӑш тӑвӗҫ. Анчах пушӑ вӑхӑта тӑвансемпе мар, ӗҫре ирттермелле пулӗ. Кӗркунне усламҫӑсен чӑрмавсене парӑнтарма тивӗ. Партнерсем ҫурӑмпа ҫаврӑнӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫне лару-тӑру лайӑх енне улшӑнӗ. Ытти тытӑмра тар тӑкакансем хӑйсен ӗҫне пуҫарма ӗмӗтленеҫҫӗ, анчах… Майне пӗлсен килте ларса та нухрат пухаятӑр. Ҫӗнӗ должноҫа куҫнӑ Йӗкӗреше ӑмсанӗҫ. Элекҫӗсем унӑн кашни утӑмне сыхлӗҫ. Асӑрханӑр: вӑрттӑнлӑхсене ҫывӑх юлташӑрсене те ан пӗлтерӗр.

Ертӳҫӗ умӗнче йӑпӑлтатни пулӑшмӗ. Унчченхи пекех ӗҫлӗр. Ҫӗнӗ должноҫа йышӑнсан пӗлӗве тарӑнлатма, квалификацие ӳстерме тивӗ. Мӑшӑрӑр ҫакна ӑнланмӗ. Ҫемьере хирӗҫӳ сиксе тухӗ. Мӑшӑрӑра тӗрӗслес тетӗр тӗк командировкӑна пуҫтарӑнӑр. Ҫӗнӗ професси пирки шухӑшлакансен вӗренмеллех. Ертӳҫӗ ҫакна пысӑк хак парӗ. Ӑмсанакан йышланӗ. Тарӑхатӑр пулин те чӗлхене ҫыртӑр.

Мӑшӑрӑр кӑмӑлсӑрланать-и? Ҫулла вӑл чӑтӑмлӑх пӗтнине пӗлтерӗ… Савни шыракансен вара пуҫ усмалла мар. Тӑванӑр е тусӑр ҫуралнӑ куна чӗнет-и? Уява ҫитӗр. Унта пулас мӑшӑра тӗл пулаятӑр. Ҫӗлен ҫулӗнче чӑмӑртаннӑ ҫемье ҫирӗплӗхпе палӑрӗ.

РАК. Карьера картлашкипе хӑпарас текенсен кӗтме тивӗ. Ҫӑлтӑрсем ӗҫ тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫсӑр ҫулталӑк пулассине систереҫҫӗ. Ертӳҫӗре тӑрӑшакансен те хыпаланма кирлӗ мар. Малалла утатӑр пулсан та пысӑк ҫитӗнӳ тӑваймастӑр.

Йывӑрлӑхсем укҫа-тенке витӗм кӳмӗҫ. Финанс ыйтӑвне Ҫӗнӗ ҫулччен татса пани ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Пысӑк шалу кӗтместӗр, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланмастӑр. Ҫапах кивҫен ыйтакансене пулӑшма ан васкӑр. Укҫана тавӑрса памӗҫ. Тарпа ӗҫлесе илнӗ кӗмӗлшӗн харкашма тивӗ. Пысӑк, хаклӑ япала туяниччен тӗплӗн шухӑшлӑр. Вӑхӑт иртсен укҫана ахалех тӑкакланине туятӑр. Кивҫене чупма ан васкӑр. Ас тӑвӑр: юттине илетӗр те хӑвӑрӑнне тавӑратӑр.

Ҫуркуннепе ҫулла мӑшӑрсӑр Раксен пурнӑҫӗ кӑсӑкланӗ. Ҫак тапхӑрта, тен, вӑрттӑнлӑх ҫиеле тухӗ? Унсӑр пуҫне тахҫанхи савнийӗр шӑнкӑравлӗ, тӗл пулӑва чӗнӗ. Сӳннӗ туйӑма чӗртмеллех-ши? Ҫемье телейӗ пирки ӗмӗтленекен Раксем ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашӗҫ, тӗл пулусене ҫитӗҫ. Хӗрсем каччӑсене суйлӗҫ, хӑшне-пӗрне кӳрентерӗҫ. Анчах пикесен асӑрхануллӑ пулмалла. Ултавҫӑ е пикапер капкӑнне ҫакланас хӑрушлӑх пур. Яшсем те юратупа ҫунатланӗҫ. Ҫемьеллисене вара лӑпкӑ ҫул кӗтет. Ҫӗлен ҫулӗн вӗҫӗнче хӑш-пӗр Рак пурӑнмалли вырӑна улӑштарӗ.

АРӐСЛАН. 2013 ҫула ӗҫпе пиҫӗхсе ирттеретӗр. Пуҫарулӑхпа хастарлӑх ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртме май парӗҫ. Ӗҫтешӗрсем сирӗн ӑнтӑлӑва ӑнланмӗҫ. Хӑшӗ-пӗри шантарӗ те улталӗ, теприсем алӑ сулӗҫ. Ҫапах пӑшӑрханмастӑр, малалла тинкеретӗр. Паллах, Арӑслана пулӑшакан та тупӑнӗ. Вӗсен шанчӑкне тӳрре кӑларма тӑрӑшӑр. Тупӑш ӳснипе танах чылай тӑкакланма тивӗ.

Ҫемье ҫавӑрма шухӑш тытнисен кулянмалла мар. Савнийӗр (Сурӑх, Хӗр, Шыв тӑкан) мӑртӑхӗ, тӗл пулусене васкамӗ, сӑлтавне пӗлтермӗ. Паллах, сире ҫакӑ килӗшмӗ. Ӑна тавӑрас тӗллевпе ҫулла паллашнӑ пикене кӗркунне качча тухма ыйтатӑр. Юрату ҫулран-ҫул вӑйланӗ. Ҫемьеллисем тавлашусенчен хӑтӑлаймӗҫ. Сире йӑлт тарӑхтарать. Чӑтӑмлӑрах пулӑр, йывӑр тапхӑр вӗҫленетех.

Сиенлӗ йӑласемпе туслӑ Арӑсланӑн сывлӑхӗ хавшама пултарать. Кӗркуннепе хӗлле чир шала каяс хӑрушлӑх пур. Арҫынсен пирус туртма, эрех ӗҫме чарӑнмалла.

ХӖР. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пуҫлӑх чӗнсе илӗ те пысӑк ӗҫ хушӗ. Январь, июль, декабрь уйӑхӗсем тупӑшсӑр пулӗҫ. Май, июнь, сентябрь уйӑхӗсенче савӑнмалли сӑлтавсем тупӑнсах тӑрӗҫ. Патшалӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакан Хӗрсем ертӳҫӗрен ырӑ сӑмах илтӗҫ. Хӑпартланатӑр, анчах ӳкӗнмелли самантсем те тупӑнӗҫ. Килте ӗҫ пирки ҫеҫ сӑмах ваклатӑр. Мӑшӑрӑр кӳренӗ. Ҫӗлен суя ҫулпа утакансене кӑмӑлламасть. Ултав ҫиеле тухатех. Ҫылӑха каҫарттарма тивӗ, унсӑрӑн мӑшӑрӑр урӑххине тупӗ.

Сӑпайлӑ Хӗрсене юратура ӑнать. Вӗсем ҫирӗп кӑмӑллисене савӗҫ. Пӗр-пӗрне икӗ ҫул ытла савакансем те ЗАГС уйрӑмне ҫитӗҫ. Ӗҫтеше куҫ хывнисене ертӳҫӗ намӑслантарӗ. Ҫавӑнпа асӑрханулӑх пирки ан манӑр.

Сывлӑхӑр ҫирӗп. Анчах ӗҫри пӑлхану, килти тавлашусем иммунитета хавшатӗҫ. Хӗлле ӳксе суранланас хӑрушлӑх пысӑк.

ТАРАСА. 2013 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче канма вӑхӑт тупӑнмӗ. Ҫакӑ вӑйсӑрлатӗ, хавшатӗ. Июль уйӑхӗнчен пуҫласа лару-тӑру улшӑнӗ. Тинех ҫӑмӑллӑн сывласа яратӑр. Бизнесра тӑрмашакансем – йывӑр тапхӑрта. Тӗрлӗ органран тӗрӗслевпе ҫитӗҫ, ҫитменлӗхсене тупса палӑртӗҫ. Вӗсене ӑмсанакансем тӗллесе яраҫҫӗ. Саккуна ҫирӗп пӑхӑнӑр, ҫакӑ ытлашши тӑкакланасран хӑтарӗ.

Ӗҫлеме, вӗренме чӑрмантаракан ҫынсенчен айккинче тӑрӑр. Ҫулла Тарасана яваплӑ ӗҫ шанӗҫ. Тупӑшшӑн тӑрӑшса пуҫа ҫухатма кирлӗ мар. Эсир тупнинчен ытларах ҫухататӑр. Укҫа-тенкӗпе асӑрхануллӑ пулӑр. Нухрат ҫитменрен йывӑрлӑхсем тупӑнӗҫ. Кредит, кивҫен сӗнекенсем пулӗҫ. Ан илӗр.

Ҫемьеллӗ Тарасасем пурлӑха пысӑклатма май тупаҫҫӗ. Хула ҫывӑхӗнче ҫурт е дача туянмашкӑн май тупӑнӗ.

СКОРПИОН. Никама та шанмастӑр, йӑлтах хӑвӑр тӑватӑр. Шухӑшӑрсене пурнӑҫа кӗртме май тупатӑр. Анчах ҫакӑншӑн ураран ура иртми пуличчен ӗҫлеме тивӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнченех вӑхӑта сая ямасӑр каҫчен тӑрӑшӑр. Ертӳҫӗ ытлашши нумай ӗҫ хушнӑн туйӑнӗ. Ӗҫтешӗрсем каннӑ чухне пилӗк авма тивӗ. Сире шанаҫҫӗ, ҫавӑнпа йывӑр ӗҫ хушаҫҫӗ. Шалу виҫи часах ӳсӗ. Скорпионшӑн Ҫӗлен ҫулӗ ҫӑмӑл пулмӗ. Вӗсем канлӗ ҫывӑраймӗҫ, апатланаймӗҫ. Йӗри-тавра пурте тавлашаҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ. Эсир вӗсене чараймастӑр.

Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче савни шыракансем хаш! сывлӗҫ. Тинех шанчӑклӑ ҫынна тӗл пулнӑн туйӑнӗ. Анчах савнийӗр сире улталӗ. Ӑна пулах кӑмӑллӑ мар лару-тӑрӑва лекетӗр. Эсир пӗр утӑм та каялла чакмастӑр. Ҫулла ҫеҫ унран уйрӑлатӑр. Иртнине аса илсе кулянма кирлӗ мар. Умра – ҫутӑ пуласлӑх. Ҫамрӑк Скорпиона юратура ӑнать. Тен, чун савнийӗр эсир ҫӳрекен клуба кӑмӑллать? Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантармӗ.

УХӐҪӐ. Нумаях пулмасть ҫемье ҫавӑрнӑ Ухӑҫӑ Ҫӗлен ҫулӗнче юратупа киленӗ. Туйӑмсем ҫӗнӗрен вӑй илӗҫ. Ӗҫлекенсем профессире ҫитӗнӳ тӑвӗҫ. Пуҫлӑх ҫӗнӗ ӗҫ шаннӑшӑн савӑнмалла ҫеҫ. Эсир ӑсталӑх тата пӗлӳ пухатӑр. Килӗшмесен ҫуркунне шалусӑр тӑрса юлатӑр. Январь уйӑхӗнче преми парӗҫ. Ӑмсанакансем ҫакӑншӑн тулхӑрӗҫ. Лӑпкӑлӑха ан ҫухатӑр. Кӑмӑла пӑсакан сӑмахсене хӑлхана ан чикӗр. Малтанхи пекех ӗҫлӗр.

Лоторея вӑййинче вара ӑнать. Пысӑк укҫа выляса илме пултаратӑр. Чи пӗлтерӗшли – кӗтмен тупӑшлӑ вырӑнлӑ усӑ курасси. Ҫӗлен ҫулӗнче Ухӑҫӑ ҫӗнӗ туссем тупӗ. Нумаях пулмасть паллашнӑскерсем йывӑр лару-тӑрура пулӑшӗҫ.

Ҫӗлен телей шыракансене пулӑшать. Пӗччен Ухӑҫӑн юрату тупас шанчӑк пысӑк. Тӑвансемпе тимлӗрех пулмалла. Аслаҫӑр е кукаҫӑр чирлӗ те унпа ларма тивӗ. Ватӑ ҫыннӑн ыйтӑвне пурнӑҫлама тӑрӑшӑр. Ҫӑлтӑрсем пархатарлӑха асӑрхаҫҫех. Тӑванӑрсем кивҫен ыйтӗҫ, эсир хирӗҫлеместӗр. Ҫӗлен ҫулӗ Ухӑҫӑшӑн усӑллӑ пулӗ.

ТУ КАЧАКИ. Шел, талӑкра 24 сехет ҫеҫ. Эсир кунӗпе, ҫӗрӗпе ӗҫлемме хатӗр. Март уйӑхӗ ҫеҫ «йӳҫек» тутӑллӑ. Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗнче отпуск илӗр.

Тӑрӑшулӑх ҫӗре ӳкмӗ. Февраль уйӑхӗнче Ту качакине саламлӗҫ. Тинех унӑн ӗҫченлӗхне асӑрхӗҫ. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑх пулмӗ. Ҫуркунне ҫеҫ чӑрмавсем сиксе тухӗҫ. Тӑванӑрсем хӑйсем пирки аса илтерӗҫ.

Ҫемьеллисем тӗпренчӗкӗсем валли ҫурт туянӗҫ. Хальлӗхе унта хӑвӑр хуҫаланатӑр. Сӗтел-пукан, савӑт-сапа туянса, юсав ӗҫӗ ирттерсе тӑкакланатӑр. Унта мӑшӑрӑрпа канатӑр. Тӗпренчӗкӗрсем савӑнтарӗҫ те, кулянтарӗҫ те. Вӗсемшӗнех расхутланатӑр. Ачасемпе ытларах вӑхӑт ирттерӗр. Вӗсен кӑсӑкланӑвне пӗлни пӑсмасть. Кӗҫӗн ҫултисен ыйтӑвне татса памашкӑн ача садне, шкула ҫитетӗр. Ҫакӑншӑн вӗсем ту качакине хисеплӗҫ, шанӗҫ. Сирӗн пурнӑҫӑр ӑнать. Ҫавӑнпах ӑмсанакансем тупӑнаҫҫех. Куршанак пек сырӑнакансем тарӑхтарӗҫ. Вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ, канаш ыйтӗҫ, Унашкаллисене вырӑна лартӑр.

ШЫВ ТӐКАН. Сире пӑлхануллӑ ҫулталӑк кӗтет. Ӗҫлекен Шыв тӑкан ертӳҫӗ сӑмахӗнчен иртеймест. Ҫӗнӗ проектсене хӑвӑрт пурнӑҫлатӑр. Ҫакӑншӑн пуҫлӑхӑр мухтать. Ӗҫ вырӑнне улӑштарасси пирки шухӑшлатӑр, анчах ҫӑлтӑрсем тӑхтама сӗнеҫҫӗ. Шалу кӑшт пысӑкланӗ, премисем илетӗр. Май, сентябрь, ноябрь уйӑхӗсенче укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫыннӑрсенчен кивҫен ыйтма ан васкӑр. Хушма тупӑш шыраса тупӑр. Тӗслӗхрен, эсир ҫыхатӑр, тӗрлетӗр. Ӗҫӗрсене сутӑр, туянакан тупӑнатех.

Шел те, пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрӗ. Акӑ ҫемье ҫавӑрма ӗмӗтленекенсем улталанӗҫ. Куҫҫуль юхтарас мар тесен савнийӗре тимлӗ сӑнӑр. Вӑл сире парнесемпе савӑнтарать-и? Шӑнкӑравлать-и? Унӑн ырӑ тата сивлек енӗсене палӑртӑр. Пикесем юратӑва пула пуҫа ҫухатӗҫ, савнипе ҫывӑх юлташ ултавне каҫармӗҫ. Ан кулянӑр: каччӑсемпе паллашатӑр, вӗсем валли хӑйне евӗрлӗ кастинг йӗркелетӗр. Чӑн-чӑн юлташ инкекре пӗччен хӑвармӗ.

Тинех киленӗҫ тупатӑр. Вӑл пысӑк тупӑш кӳмӗ пулин те кӑмӑла ҫӗклӗ. Анчах ӑна пула туссемпе, тӑванӑрсемпе хутшӑнма пӑрахатӑр. Ҫулталӑк ӑнӑҫлӑ пулӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗшӗрсемпе ҫыхӑнӑва ан татӑр. Ҫемьери кӑткӑс ыйтусене ҫӑмӑллӑнах уҫӑмлататӑр. Ҫул ҫӳреве тухма май тупӑнӗ, ҫавӑнпах ҫулталӑк хуҫине ятлама ан васкӑр.

ПУЛӐСЕМ. «Ҫӗр пус пуличчен ҫӗр тус пултӑр», – тенӗ ваттисем. Пӗлӗшӗрсен пурнӑҫне сӳтсе яватӑр-и? Вӗсене ӑмсанма кирлӗ мар. Сире ҫӗнӗ ӗҫ сӗнӗҫ, вӗренекен Пулӑсене пысӑк предприятирен шӑнкӑравлӗҫ, практикӑна чӗнӗҫ. Килӗшӗр. Ҫӗнӗ вырӑна куҫмашкӑн пӗлӗве тарӑнлатма тивӗ. Ҫӗлен ӑс пухакансене пулӑшать. Квалификацие ӳстерекенсене ӗҫре хисеплӗҫ.

Пурлӑхӑрпа асӑрхануллӑ пулӑр. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче пӗлӗшӗр ҫӑкҫӑ (кредит поручителӗ) пулма ӳкӗтлет тӗк ан килӗшӗр. Тахҫантанпах перекетлекенсем хваттер е кил-ҫурт туянӗҫ. Ялта ҫурт илме ӗмӗтленетӗр тӗк тӑхтаса ан тӑрӑр. Ҫулла пахчара ӗҫлесе канатӑр, кӗркунне ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗпе киленетӗр. Пурнӑҫӑр ӑннӑ вӑхӑтра ҫеҫ юнашар ҫӳрекен туссенчен уйрӑлма вӑхӑт ҫитӗ.

Пӗччен Пулӑ авланма, качча тухма ӗмӗтленет, анчах тивӗҫлӗ ҫын тупайманшӑн ӳкӗнет. Турӑ ҫырни юнашарах ҫӳремест-и? Тен, вӑл аслӑрах курсра вӗренет е кӳршӗ ялта пурӑнать?

Ҫӗнӗ ҫулта хӗрарӑм Пулӑ ҫӗлеме е ҫыхма вӗренӗ. Хӑшӗ-пӗри спортпа туслашӗ. Ҫӗнӗ киленӗҫпе аппаланнӑ вӑхӑтра пулас мӑшӑрӑрпа паллашас шанчӑк пысӑк. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче, кӗркунне сире кӗтмен парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӗсем чылай вӑхӑт савӑнтарӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней