Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара эпир ун кабинетне кӗретпӗр те, вӑл мана астуса илнипе хам тата ытларах вӑтанса, ӑна калама пуҫларӑм…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир хӑвалӑха чӑмса кӗретпӗр, ҫыранран ыткӑнса анатпӑр та пӑр тӑрӑх вӗҫтеретпӗр.Мы врезались в кустарники, скатились с берега и помчались по льду.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир заводран тӳрех лекцие кӗретпӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Машина, кӗмсӗртетсе, Петчек дворецӗн хапхинчен кӗрет, юлташсем мана йӑтса кӑлараҫҫӗ, эпир ултӑ рет тенкел лартнӑ аслӑ пӳлӗме кӗретпӗр.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑпартнӑ курупка ҫине пырса кӗретпӗр те «под ключ» туса пӗтермесӗр те тухмастпӑр.Заезжаем на стадии коробки, и пока под ключ не сдадим – не выходим оттуда.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑрмана пӗчӗк ӗҫпе ҫеҫ кӗретпӗр, пӗр карҫинкка кӑмпа татса тухатпӑр…
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Э-э, тата, мӗн туса тӑратпӑр-ха эпир урамра, атя-ха пӳрте кӗретпӗр.– Ой, что это я разболталась, что на улице-то стоим, давайте зайдём в дом, там и поговорим.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
4. Кайран MENU кнопкӑна пусатпӑр та приемникӑн тӗп менюне кӗретпӗр, «Инструменты» меню ҫине куҫатпӑр та ОК пусатпӑр;
20 канал – тӳлевсӗр // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/6533-2 ... l-t-levs-r
Эпир физкультурӑпа спорт сферине инвестицисем чи нумай хывакан Раҫҫей Федерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗретпӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
3. Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2. эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫылӑха кӗретпӗр пулсассӑн та, эпир — Санӑн, эпир Санӑн ирӗкне йышӑнатпӑр; Эсӗ пире Хӑвӑн тесе йышӑннӑ, ҫакна пӗлнипе эпир ҫылӑха кӗмӗпӗр.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.