Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алӑк патне ҫитсен вӑл, каялла ҫаврӑнса, мана хӑй хыҫҫӑн пыма кӑчӑк туртрӗ.У дверей он оглянулся и сделал мне знак рукой, чтобы я шла за ним.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ май, Мускав шывӗ енне е Воробьев тӑвӗ патнелле тарас мар-и тесе эпӗ актовӑй зал тӑрӑх сулланса ҫӳреттӗм, акӑ учительсен пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ те Николай Антоныч мана кӑчӑк туртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирпе вӑрансанах чӳрече умне ларатӑп та лорнет витӗр унӑн балконӗ ҫинелле пӑхатӑп, вӑл тахҫанах тумланса тӑма ӗлкӗрнӗ; кӑчӑк туртассине ҫеҫ кӗтет; вара пӳрт умӗнчен пусӑ патнелле анакан садра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пек тӑватпӑр эпир.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл Мересьева куҫ хӗсрӗ те, кӑчӑк туртса хӑй патнелле чӗнсе илсе, шеф кабинечӗ ҫине пӑха-пӑха, ӑна хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ:Он подмигнул Мересьеву, поманил его пальцем и зашептал, оглядываясь на кабинет шефа.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оля, пӗр аллипе хӗвел ҫуттинчен картланса, кулса, тепӗр аллипе кӑчӑк туртса Алексее хӑй патнелле чӗннӗ, Алексей ун патнелле ишсе пынӑ, анчах вӑйлӑ шыв юххи ӑна ҫырантан, хӗртен аяккалла туртса кайнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн техникӗ, хӑй чӗннӗ пек каласан, «технар», тӑсланкӑ Юра, яланах хура питлӗ те хырӑнманскер, шӑлӗсемпе те куҫ шуррисемпе йӑлкӑшса, кабинӑна ларма кӑчӑк туртать: хатӗр, атя, вӗҫмешкӗн…
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лешӗ ресторан енне пӑхса шик! шӑхӑрчӗ те аллипе кӑчӑк туртрӗ.Тот, посмотрев в сторону ресторана, свистнул и поманил рукой.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Унӑн варринче уҫӑ тӳпе айӗнчи бассейн шӑрӑх кун такама та хӑйӗн патне кӑчӑк туртать.В центре бассейн под открытым небом в жаркий день привлекает к себе любого.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче, ҫанталӑк урамалла кӑчӑк туртнӑ вӑхӑтра кӗнеке-тетрадь тытса пуҫ ҫӗклемесӗр ларма тивет-ҫке.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
3. Кӑчӑк туртсамччӗ мана, эпир сан хыҫҫӑн чупса кайӑпӑр; патша мана хӑйӗн керменне илсе кӗчӗ — сана мухтавлӑпӑр, саншӑн савӑнӑпӑр, санӑн евӗкне эрехрен мала хурӑпӑр; юратӑва тивӗҫлипе юратаҫҫӗ сана!
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Капӑр тумлӑ артистсен юрри-ташши килен-каяна хӑйсем патне кӑчӑк туртсах тӑчӗ – ватти-вӗтти сцена йӗркеленӗ вырӑнта кӗпӗрленчӗ.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24