Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑмахран, эпӗ сасартӑк генерал тумтирӗпе пырса кӗретӗп: манӑн сылтӑм хулпуҫҫи ҫинче эполет, сулахай хулпуҫҫи ҫинче те эполет, хулпуҫҫи урлӑ кӑвак лента ҫакса янӑ, Ун чух мӗн калаҫӗ вара манӑн илемлӗ хӗр?
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Отрядра юлма шутланӑ салтаксенчен хӑшӗ те пулин ҫак сехетре хӑйпе калаҫӗ тесе шутларӗ Крылатов: вӗсем чылай вӑхӑт хушши пӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн уйрӑлаҫҫӗ-ҫке-ха!
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл унпа кирлӗ пек калаҫӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е — ку ӗнтӗ тата йывӑртарах пулӗччӗ — ӑна тӑрук кӳрентерсе пӑрахас мар, тесе, унпа пӗр-ик сехет калаҫӗ те, кайран сиввӗн мӗн те пулин каласа хурса, сывпуллашса кайӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1. Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ; 3. эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна унта Иудея патши Седекия ҫапла каласа лартнӑ: «эсӗ мӗншӗн ҫапла пророкла калаҫса ҫӳретӗн? Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тетӗн: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патшийӗн аллине парӑп та, вӑл ӑна туртса илӗ; 4. Седекия, Иудея патши, халдейсен аллинчен хӑтӑлаймӗ, ӑна пурпӗрех Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вӑл унпа ҫӑвара-ҫӑварӑн, куҫа-куҫӑн калаҫӗ; 5. Седекияна вӑл Вавилона илсе кайӗ, вӑл Эпӗ ун патне пырса пӑхичченех унта пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа. Эхер те эсир халдейсемпе ҫапӑҫма пуҫласассӑн, сирӗн ӑнӑҫу пулмӗ» тетӗн?
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сана инкек-синкек тӗл пулас пулсассӑн, тӑшману унта санран малтан ҫитсе тӑрӗ, 17. пулӑшанҫи туса, сана ура хурса такӑнтарӗ: 18. пӗҫҫине шарт ҫапса, санпала пуҫне сула-сула калаҫӗ, темтепӗр пӑшӑлтатӗ, ӗнтӗ сӑнран та улӑшӑнӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Суя кӳнтелен тӗп пулать, хӑй пӗлнине калаканӗ вара яланах калаҫӗ.28. Лжесвидетель погибнет; а человек, который говорит, что знает, будет говорить всегда.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗлхе-ҫӑварӑм Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫӗ, пур чун та ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн сӑваплӑ ятне мухтаса тӑтӑр.21. Уста мои изрекут хвалу Господню, и да благословляет всякая плоть святое имя Его во веки и веки.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫа! чӗлхе-ҫӑварӑма уҫсамччӗ, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана мухтаса калаҫӗ: 18. Сана парне кирлӗ мар — эпӗ ӑна парӑттӑм; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те Эсӗ кӑмӑлламастӑн.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2