Поиск
Шырав ĕçĕ:
Исаково (Кӗҫӗн Шетмӗ) вулӑсӗнчи чӑвашсем халӑх вӑйӗпе суха тума килӗшме мар, Гарткевич калаҫнине те итлесшӗн пулман.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Левентей хӑйне тултарса панӑ симпыла тепӗр сыпкӑм ӗҫет те, Ятман сӑмахне итлесшӗн пулса, ун енне ҫаврӑнать.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Назиб ашшӗпе амӑшне куҫҫульпе тархасланӑ, лешсем ӑна итлесшӗн те пулман: юрамасть тутара чӑваш хӗрне качча илме — йӑла хушмасть, тӗн хушмасть.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫулла кун пирки Михалапа та сӑмах-юмах хускатнӑччӗ, анчах Михала ун ҫинчен итлесшӗн те пулмарӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Итлесшӗн мар апла эсир мана? — терӗ мӑрса куҫне-пуҫне хӑрушшӑн вылятса.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрсасен инкекӗ Шигалее сахал пӑшӑрхантарчӗ, вӑл ун пирки питех итлесшӗн те пулмарӗ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ачӑрсем халӗ сире итлесшӗн, ӑнланасшӑн мар.Дети сейчас категорически откажутся вас слушаться и понимать.
2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Анчах Хӗрсем ҫӑлтӑрсене итлесшӗн мар – вӗсемшӗн мӗн чухлӗ ӗҫ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ укҫа чылайрах.Девы вряд ли прислушаются к звездным советам – чем больше работы, тем лучше для вас.
20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эльгеев итлесшӗн те пулмарӗ, палатӑна каялла таврӑнчӗ те: — Эп сиплени килӗшмест пулсан, тытса тӑмастӑп сире, мадам… Кирек кам патне кайӑр больницӑран тухсан, — терӗ ҫилӗллӗн мӑнтӑркка майрана.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Зина итлесшӗн те пулмарӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Анчах калас килмерӗ, пӳрнисем итлесшӗн пулмарӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вырӑсла ыйтрӑм — итлесшӗн те пулмарӗ, тутарла ыйтрӑм — кӑшт ҫемҫелчӗ, пӗр ывӑҫ сухари тыттарсан, «якши!» терӗ кӑна.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тумтир те хӑнана ҫӳремелли мар манӑн — гимнастерка кӑна, — текелерӗ Эльгеев, анчах Аля ӑна итлесшӗн пулмарӗ…
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Мана сирӗн театр интереслентермест, — итлесшӗн пулмарӗ Соня.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах хула Совечӗ ӑна итлесшӗн пулман: чӑвашсем валли уйрӑм шкул тытса усрани — вӗсене Яковлев вырӑссенчен уйӑрма тӑрӑшнине пӗлтерет, тенӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хусанта халӗ хӗрлӗ армеецсем нумай, вӗсем спектакльсем курасшӑн, концертсем итлесшӗн.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Лӑплан, Сонечка, хӑвна ху алла ил, — урӑх сӑмах тупаймарӗ Эльгеев, анчах Соня никама та итлесшӗн пулмарӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ун чухне, калӑпӑр, хресченсем пире, рабочисене, итлесшӗн пулмарӗҫ, тейӗпӗр.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл мана итлесшӗн пулмарӗ, хӑйӗн адъютанчӗ хыҫҫӑн кайрӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Салтаксем хушшинче фронтра ҫеҫ мар, пирӗн полкра та дисциплина ӳксе пырать: офицерсем хушнине итлесшӗн мар, хирӗҫ чӗнеҫҫӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.