Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

итлесшӗн (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӑрна пӗр кӗтессе кӗрсе хӗсӗннӗ те лаша каланине итлесшӗн те мар, вӑл ӑслӑ чӗрчунсемпе те курса калаҫма шутламасть, патша патне кайма та килӗшмест.

Но журавль забился в уголок, не захотел встречаться с мудрецами, не послушался коня и не явился к царю.

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ илместӗп, вӑл итлесшӗн те мар.

Я отказываюсь, а он и слушать не хочет.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Купцан ытармалла мар хитре те ҫамрӑк хӗрӗ ҫавнашкал сӑмахсене итлесшӗн те мар, темле тискер пулсан та хӑйӗн ырӑ хуҫине юратма ӗмӗрне те пӑрахас ҫук, тет, тата ҫапла та калать вӑл:

Не слушала таких речей молодая купецкая дочь, красавица писаная, и стала молить пуще прежнего, клясться, что никакого на свете страшилища не испугается и что не разлюбит она своего господина милостивого, и говорит ему таковые слова:

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

— Ӑна ашшӗ итлесшӗн пулман, ҫавӑнпа та шарламан вӑл… — астутарнӑ Тарас.

— Это потому, что отец не хотел его слушать… — напомнил Тарас.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Бригада начальникӗ хресченсене помещика татах та тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пыма сӗнчӗ, анчах ҫынсем нимӗн те итлесшӗн пулмарӗҫ.

Начальник бригады предложил крестьянам продолжать разоблачение помещика, но люди уже не хотели ничего слушать:

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Паллах, эпӗ тӳрре тухма та пултараттӑм, анчах командир мана итлесшӗн те пулмарӗ.

Конечно, я мог бы оправдаться, но командир ничего не хотел слушать.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах вӑл мана итлесшӗн те мар.

Но она и слушать не хотела:

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑш-пӗр чухне ӑна ҫимелле е канмалла тесе астутараттӑм та — ӑҫта унта! — вӑл итлесшӗн те марччӗ.

Бывало, напомню ему о еде, об отдыхе — куда там! — и слушать не хочет:

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ ывӑла, эшелон кӗтсе илсе, пӗрле тухса каясси ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшрӑм, вӑл мана итлесшӗн те пулмарӗ.

Я старалась уверить сына, что нужно подождать эшелон, ехать вместе, но он и слушать не хотел:

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫакӑн пек пӗчӗк ачана ӗҫе илесси ҫинчен мастер итлесшӗн те пулман имӗш.

Мастер и слышать не хотел, чтобы взять на завод такого маленького.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ.

Иван Иванович, что с кривым глазом, натолкнул Ивана Никифоровича, хотя и несколько косо, однако ж довольно еще удачно и в то место, где стоял Иван Иванович; но городничий сделал дирекцию слишком в сторону, потому что он никак не мог управиться с своевольною пехотою, не слушавшею на тот раз никакой команды и, как назло, закидывавшею чрезвычайно далеко и совершенно в противную сторону (что, может, происходило оттого, что за столом было чрезвычайно много разных наливок), так что Иван Иванович упал на даму в красном платье, которая из любопытства просунулась в самую средину, такое предзнаменование не предвещало ничего доброго.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Анчах Цезарь Эпикур мӗн калани ҫинчен итлесшӗн пулмарӗ.

Но Цезарь не хотел слушать, что сказал Эпикур.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Амӑшӗ итлесшӗн те пулмарӗ:

Мама и слушать не захотела:

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑҫан та пулин эсир хӑвӑр ман патӑма пырса: «Киш, эпир санӑн сӑмахна итлесшӗн, пире эсӗ калани кирлӗ, ҫавӑн пек пирӗн ӗмӗт», тесе каличчен эпӗ сӑмах та хушмӑп.

Никогда, пока вы сами не придете ко мне и не будете упрашивать: «Киш, говори! Мы хотим этого!»

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Ара, вӑл мана итлесшӗн те мар вӗт-ха!

— Так он же меня слушать не хочет!

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Павӑл Вука итлесшӗн те мар; ку операцине ирттерме нимӗнле те килӗшесшӗн мар вӑл.

Павле слушал Вука невнимательно; он никак не мог согласиться с ним на проведение операции.

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Лайӑхрах итлесшӗн пулса, хӑшӗсем ҫӑварӗсене кӑшт уҫнӑ.

Чтобы лучше слышать, некоторые приоткрыли рты.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.

Я даже в это лето пробовал несколько раз от скуки сблизиться и беседовать с Любочкой и Катенькой, но всякий раз встречал в них такое отсутствие способности логического мышления и такое незнание самых простых, обыкновенных вещей, как, например, что такое деньги, чему учатся в университете, что такое война и т. п., и такое равнодушие к объяснению всех этих вещей, что эти попытки только больше подтверждали мое о них невыгодное мнение.

XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл мачча ҫине хӑпарса питӗрӗнсе ларать те чарӑна пӗлмесӗр йӗрет, хӑйне хӑй ылханать, ҫӳҫне тӑпӑлтарать, нимӗнле канаша та итлесшӗн мар, юратнӑ госпожана ҫухатнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн вилӗм пӗртен-пӗр йӑпану пулать, тет.

Она уходит на чердак, запирается там, не переставая плачет, проклинает самое себя, рвет на себе волосы, не хочет слышать никаких советов и говорит, что смерть для нее остается единственным утешением после потери любимой госпожи.

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ним тума та ҫук: эпӗ лутӑрканса пӗтнӗ хута чӗтрекен аллӑмпа кукамая тыттартӑм; анчах чӗлхем нимӗн чухлӗ те итлесшӗн пулмарӗ мана, вара пӗр чӗнмесӗр кукамай умне чарӑнса тӑтӑм.

Делать было нечего: дрожащей рукой подал я измятый роковой сверток; но голос совершенно отказался служить мне, и я молча остановился перед бабушкой.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней