Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35. ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36. улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21. тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22. улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хушӑран, Ольга питӗ ӑслӑ шухӑшлама, ӑнланма пултарнине, вӑл суйманнине, пурне те юрасшӑн тӑрӑшманнине, унӑн туйӑмӗсем мӗнле ҫуралнӑ, ҫавнашкалах ирӗклӗн сӳрӗлнине, вӑл никам евӗрлӗ те мар, хӑй евӗрлӗ, хӑюллӑ, ҫирӗп, таса пулнине курсан — Штольц вӑл ҫапла пулнинчен тӗлӗннӗ кӑна, хӑй вӗрентсе каланисене астуса та илеймен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыранхи кун паянхи евӗрлӗ, тепӗр кунне ыранхи евӗрлӗ пурнӑҫ пулмасан, вӗсене кичемлӗх тертлентерсе ҫитернӗ пулӗччӗ.Их загрызет тоска, если завтра не будет похоже на сегодня, а послезавтра на завтра.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран вара каллех кивви пуҫланать: ача ҫуратасси, ӑна тӗне кӗртесси, ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттересси, ун чухне виле пытарас шухӑш ҫук-ха, анчах ку нумайлӑха мар: пӗрисем теприсене вырӑн параҫҫӗ, ачасем ҫитӗнсе ҫитсе каччӑ пулаҫҫӗ, авланаҫҫӗ, хӑйсене евӗрлӗ чунсем ҫуратаҫҫӗ, — ҫапла вара, пурнӑҫ хай йӗркипе вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗр евӗрлӗ тӑсӑлса пырать те, виле шӑтӑкӗ патне ҫитсен вӗҫленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
2. Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3. ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ; 5. вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав чӗрчунсем шӗл-кӑвар евӗрлӗ, ҫутнӑ лампада евӗрлӗ; чӗрчунсем хушшинче вут-ҫулӑм ҫӳрет, вут-ҫулӑм ялтӑртатать, ҫиҫет, ун ӑшӗнчен ҫиҫӗм тухать.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӗлӗке ӗненекен — мӗлкене ыталакан евӗрлӗ, ҫил хӑвалакан евӗрлӗ.2. Как обнимающий тень или гонящийся за ветром, так верящий сновидениям.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Васка, савнӑ каччӑм, васка; ырӑ шӑршӑ саракан сӑрт ҫинчи ту качаки евӗрлӗ е ҫамрӑк пӑлан евӗрлӗ пул!14. Беги, возлюбленный мой; будь подобен серне или молодому оленю на горах бальзамических!
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана халӗ кашни утӑмра хупӑрлаҫҫӗ; ҫӗре ӳкересшӗн мана куҫран ямаҫҫӗ; 12. вӗсем выҫӑхса ҫитнӗ арӑслан евӗрлӗ, вӑрттӑн ҫӗрте пытанса ларакан ҫамрӑк арӑслан евӗрлӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ: 15. ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 16. юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ; 17. юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пиншак кӗсйинчен кӗске пӑшалӑн сарӑ шӑмӑ сыппи евӗрлӗ тикӗс саваламан аври курӑнса кайрӗ.Из кармана сюртука белым мослом выглянула небрежно оструганная залапанная рукоять обреза.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах кунтеленсенчен пӗри хайӗн тӑмне, хаклӑ чулсенчен ялан тунӑ чухнехи евӗр, лаша пуҫӗ пекле йӑваласа лартнӑ, тепри — сурӑх пуҫӗ пек; иккӗшӗн ҫех — Ахиорпа Захариян — кӗлеткисем пӗрешкел, хӗрарӑм кӑкӑрӗ евӗрлӗ пулса тухнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрӗх колонна, кашни йӗркинчех тӑватшарӑн, тытса тӑнӑ суд залӗн маччине, вӗсене пурне те кедрпа сӑрса тухнӑ, пурте вӗсем лили евӗрлӗ капительсемпе вӗҫленнӗ; урайне кипарисӑн уйрӑм хӑмисенчен сарнӑ, стенасем ҫинче те, кедрпа сарнӑран, ниҫта нимӗнле чул курӑнман, — пальмӑсем, ананассем, херувимсем пек каса-каса кӑларса, пӗтӗмпех ылтӑнпа эрешлесе илемлетнӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк пуҫлӑ тата тырӑ тултарнӑ йывӑр михӗ евӗрлӗ тӑпчамскер, аллисене ҫурӑм хыҫне хунӑ та кӑмака сакки патӗнче тӑрать.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959