Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

евӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
евӗрлӗ (тĕпĕ: евӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа Макаров шӑтнӑ карапсене путасран сыхласа хӑвармалли питӗ хӑйне евӗрлӗ, анчах тӗрӗс сӗнӳ парать.

Так Макаров высказал на первый взгляд очень необычную, но вполне правильную идею спасения корабля от гибели при получении пробоин.

Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ку вӑл карап теорийӗпе туса хатӗрленӗ хӑйне евӗрлӗ тулли курс пулнӑ.

Это был, систематический, оригинальный и полный курс по теории корабля.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Икӗ матрос лаг (вӑрӑм вӗрен ҫинчи путӑш евӗрлӗ япала) йӑтса пычӗ, ӑна тӗвӗсем туса тӗрлӗ вӑрӑмӑшсем ҫине пайласа тухнӑ, вьюшка ҫине чӗркенӗ.

Два матроса принесли лаг — деревянный поправок в виде сектора на длинной веревке — лаглине, разделенном узлами на небольшие равные части и намотанном на вьюшку.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Соборнӑй садри тарӑн шӑтӑка шутламасан Энскра нихҫан та шахтӑ евӗрлӗ шӑтӑксем пулман, садри шӑтӑк пирки Петька калатчӗ вара, унта, ҫырма хӗрринче «кашни утӑмрах шӑмӑ-тавраш» тупӑнать тетчӗ.

Если не считать подкопа в Соборном саду, о котором Петька когда-то говорил, что он идёт под рекой и что в нём «на каждом шагу скелеты», в Энске никогда не было ничего похожего на шахты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ.

Зелёный шёлковый абажур, к которому были приколоты чёртики, искусно вырезанные Иваном Иванычем из плотной бумаги, висел над этим столом. И всё, что радовало нас с Катей в ту памятную зиму, рисуется мне в светлом кругу, очерченном границами зелёного абажура, и всё, что заботило и огорчало, прячется в далёких, тёмных углах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек пӳлӗмсенче вара тӗрлӗрен кирлӗ мар шухӑшсем хӑйсем тӗллӗн тупӑнса пыраҫҫӗ, упӑшки авиацире служить тӑвакан хӗрарӑма та ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсенчен пӑрӑнасси ҫӑмӑл ӗҫ мар.

Разные, совершенно ненужные мысли сами собой рождаются в подобных комнатах, и женщине, у которой муж служит в авиации, не всегда легко прогнать подобные мысли.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тинӗс сарлака, унӑн кӑвак тӗтринче асатте киммин пӗчӗк парусӗ сывлӑш пек, ҫӑмӑл чайка евӗрлӗ: ирӗлсе шупкалса куҫран ҫухалнӑ.

В туманной голубизне широкого моря таял маленький парус дедушкиной шаланды, легкий и воздушный, как чайка.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Типсе кайнӑ пурҫӑн евӗрлӗ хуппи витӗр шупка, анчах тӗреклӗ сухан калчисем шӑтарса тухаҫҫӗ.

Из шелковой истощенной шелухи луковицы прорезывалась бледная, но крепкая стрела.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сарӑ пурҫӑн ҫиппе ёлка ҫине аяла ҫеҫ ҫакса хунӑ ҫӑлтӑр евӗрлӗ, варринче шӑтӑк, тулашӗнчен сахӑрпа сапнӑ премӗк Павлика паҫӑртанпах пӑшӑрхантарать.

Павлика уже давно тревожил один очень большой, облитый розовым сахаром, звездообразный, с дыркой посредине пряник, повешенный совсем невысоко на желтой гарусной нитке.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл, хулари дилижанс евӗрлӗ, питех те ҫӳлӗ, унӑн кайри ураписем питӗ пысӑк, малтисем питӗ пӗчӗккӗ.

Это громоздкое и нелепое сооружение вроде городского дилижанса с громаднейшими задними колесами и крошечными передними.

XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта, застава ҫумӗнче, тӑпӑлтарса кӑларнӑ чугун решеткесем, хӗреслӗ тӑратса лартнӑ винтовкӑсен аяккипе драп пальто тата кукӑль евӗрлӗ каракуль ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ пӗр господин ҫӳрет.

Возле заставы, мимо вывернутых чугунных решеток сквера и винтовок, составленных в козлы, по мостовой прогуливался господин в драповом пальто и каракулевой шляпе пирожком.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку картишӗнчен икӗ ҫӳллӗ стена хушшипе, виҫҫӗмӗш ансӑр, ҫӳллӗ тӗттӗм цистерна евӗрлӗ картишне тухма пулать.

Из этого двора узкой щелью между двумя высокими и мрачными кирпичными стеками можно было пробраться еще в один двор.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах стена ҫинче мӗнпурӗ те пӗр пӑта ҫеҫ курӑннӑ, пӑта ҫинче юрӑхсӑр чӗлпӗр евӗрлӗ подтяжка ҫеҫ ҫакӑнса тӑрать.

Но вместо этого увидел один-единственный гвоздь, на котором висели неслыханно запущенные подтяжки, более, впрочем, похожие на вожжи.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн сӑввисемпе проза хайлавӗсем чӑваш литературине хӑйне евӗрлӗ шухӑшлавӗпе, таса лирикипе нихӑҫан кивелми тупра пулса кӗрсе юлчӗҫ.

Помоги переводом

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Пӗр евӗрлӗ хунарсен икӗ рет ҫутӑ йӗрӗсем Одессӑн тӳрӗ урамӗсен пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне тӑсӑлаҫҫӗ.

Двойные нити однообразных огоньков тянутся в глубину прямых и длинных одесских улиц.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Малти пӳлӗмре хура пальтосем, анлӑ хӗрӗллӗ шӗлепкесем, кукӑль евӗрлӗ каракуль ҫӗлӗксем туллиех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Вешалка в передней покрылась черными пальто, мантильями, широкополыми шляпами, каракулевыми шапочками пирожком.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хӑлха евӗрлӗ те пулман.

Оно даже не было похоже на ухо.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл икӗ йӳплӗ хӗреслӗ турат евӗрлӗ, вӗсем хушшинче «О. 5. Г».

Она состояла из двух скрещенных колючих веточек с «О.5.Г.» между ними.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун хыҫӗнчен тискер, крокодилпа лапсӑркка кӑвакал евӗрлӗ тӗлӗнтермӗш япала тухса, шӑлӗсемпе Ванька-Рутютюна пуҫӗнчен хыпса, ӑна ҫӗр айне илсе каймалла пулнӑ.

Потом должно еще обязательно появиться страшное чудовище — нечто среднее между желтой мохнатой уткой и крокодилом — и, схватив Ваньку-Рутютю зубами за голову, утащить его в преисподнюю.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах, ку та ӗнтӗ хӑйне евӗрлӗ илемлӗ пулнӑ.

Конечно, все это было по-своему тоже очень увлекательно.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней