Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем вырӑнне кунта илемсӗр ҫырса хунӑ, вилка ҫине тирнӗ селедка туса хунӑ вывескӑллӑ ҫимӗҫ лавкисем, уҫӑ алӑксенчен ҫӳлӗк ҫинче ҫӑмарта евӗрлӗ, илемсӗр чечеклӗ шурӑ чейниксем курӑнакан трактирсем.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Слюда евӗрлӗ пулӑ хупписем ҫара ура ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсен тирӗ ҫинче ракушка евӗрлӗ шӑмӑ йӗпсем пур.Их кожа усеяна плоскими костяными шипами, похожими на ракушки.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗкленӗ аркӑпа михӗ евӗрлӗ йӗмӗ хушшинче унӑн сарӑхнӑ кӑвапаллӑ имшер хырӑмӗ курӑннӑ.Между задранной рубахой и мешковатыми штанами виднелся худой коричневый живот с черной ямкой пупа.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑяхӑн уҫӑ шӑрши пуҫа ыраттаракан курӑкӑн мӑйӑр шӑрши евӗрлӗ шӑршипе хутӑшнӑ.Особый, очень острый запах осоки смешивался со сладкой, какой-то ореховой вонью болиголова.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лашан резина евӗрлӗ хура тутисенчен курӑк тӗслӗ симӗс кӑпӑк тумлать.Травянисто-зеленая пена капала с черных, как бы резиновых губ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем питлӗх евӗрлӗ, анчах чӑн ячӗ темӗскерле-ха вӗсен.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шыв тӗпӗнчи ӳсентӑрансем, юмахри пек, илемлӗ вӑрман евӗрлӗ хумханса ларнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Медуза витӗр курӑнакан абажур евӗрлӗ ҫакӑнса тӑнӑ, унӑн нумай туратлӑ урисем те ҫавӑн пекех витӗр курӑннӑ.Медуза висела прозрачным абажуром с кистью таких же прозрачных щупалец.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя, шыв тӗпӗнчен ҫавӑн пек пӗр хуран-йӑвана илсе, унӑн рак евӗрлӗ моллюскине кӑларса илчӗ — унӑн клещисем те пур иккен!
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара ача, пусмасем евӗрлӗ ҫыран картлашкисем тӑрӑх сиксе, хӗвел ӑшӑтма ӗлкӗреймен хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррине тухса тӑнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хӑлхана ҫуракан сасӑ, музыка евӗрлӗ илтӗнсе, абрикос пахчи витӗр тӑсӑлса пушӑ ҫеҫенхире, тинӗс патне ҫитрӗ, вара чӑнкӑ ҫырансем хушшинче нумайччен хурлӑхлӑн илтӗнкелесе майпен ҫухалчӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аслӑ врач ҫук, вӑл ӑна кӗтсе тӑрать пулӗ, чӳрече умӗнче, кӑштах пӗшкӗнерех тӑрса пӳрнисемпе пӗр евӗрлӗ саслӑн чӳрече кӗленчине тӑнкӑртаттарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасси унӑн яланхи пекех уҫӑ, ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех ҫӳрет вӑл, палатӑран арҫын евӗрлӗ утса тухать те мӗн тумаллисене утса пынӑ маях каласа хӑварать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах та ку Катя-ха, темшӗн эпӗ вӑл Марья Васильевна пек пуласран хӑраттӑм та, Катя ун евӗрлӗ мар.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Витре пирӗн конус евӗрлӗ те пысӑкскер.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та акӑ инҫетре шурӑмпуҫ курӑнса каять, — тата темиҫе самант иртет, вӑл шурӑмпуҫ мар иккен, пин-пин ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан хула ҫуттисем, вӗсем ҫӗр те пӗр тӗслӗ, ҫӗр те пӗр евӗрлӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тепӗр читлӗхре эсир этем евӗрлӗ Гиббон-упӑтене курӑр, вӑл хӑй этем евӗрлех пулнипе пурне те тӗлӗнтерет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫ кӳлӗм крематори умӗ пӗчӗкрех вокзал евӗрлӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Расщепей, калаҫнӑ май, ман ҫине темӗнле казакин евӗрлӗ тумтир тӑхӑнтартрӗ, пуҫа тутӑр ҫыхрӗ, каялла чака-чака, куҫне хӗсе-хӗсе мана тирпейлерӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950