Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлес (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйтса, тӗпчесе пӗлес тесен те вӑхӑт та ҫук, никамран ыйтма та ҫук.

«Заказывать» её было и некогда и некому.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темле пӗтӗмпех ҫӳҫентерсе яракан кӑмӑл тата вӑл мӗн иккенне пӗлес килни ҫавӑрса илчӗ мана.

Болезненное любопытство овладело мною.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑй уҫнӑ ҫӗре тӗпчесе пӗлес тесе, карапне пӑрахса хӑварнӑ-ши вӑл е хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле выҫӑ вилнӗ-ши?

Оставил ли он корабль, чтобы изучить открытую им землю, или погиб от голода вместе со своими людьми?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫын кам иккенне манӑн ҫав тери пӗлес килет.

Мне очень важно знать, кто этот человек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн вӑл мана юратнипе юратманнине ҫав тери пӗлес килет.

Но мне очень хотелось узнать, любит ли она меня, или больше не любит.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлес пулать ӑна.

Нужно узнать.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан пӗлес?

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та йӗркене пӗлес пулать.

Но с условием…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Ромашкӑна янахланине пӗлес килет-и сирӗн?

 — Вы хотите знать, за что я дал в морду Ромашке?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Гаера мӗншӗн ҫав тери курайманни ҫинчен Катьӑн манран ыйтса пӗлес кӑмӑлӗ пурччӗ.

Я видел, что Кате хочется спросить меня, почему я его так ненавижу,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӳсрӗ-и вара? — пӗлес тесех ыйтрӗ Катя.

— И вырос? — серьезно спросила Катя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каҫару ыйтатпӑр, тархасшӑн, пӗлес килет.

— Извиняюсь, пожалуйста, хотел спросить.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗлетӗп эп, эсир ялан сикчӗллӗн тытма пӑхатӑр, мотор йӑлине пӗлес пулать, кун пек ӑна хавшатма та часах.

— Я знаю, вы это норовите всегда рывком, а к мотору подход знать нужно, этак его и запороть недолго.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн пуррине парас текенӗн мӗн те пулсан пӗлес пулать, малтан вӗренес пулать.

— Чтобы отдавать все, надо уже иметь что-то, надо созреть сперва…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ман нумай пӗлес, нумай ӗҫлес киле пуҫларӗ.

Мне захотелось много знать, много сделать.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре, ҫавӑн пек, ҫав паха эпизодсенче эпӗ хам выляманшӑн сӑмах тусан, Расщепей ман ҫине пӑхса: — Фильм, пӗлес тетӗн пулсан, «Хаяр мужик» ятлӑ, «Устя Бирюкова» мар. Ӑнлантӑр-и? — терӗ.

Когда я робко заикнулась как-то, почему же я не участвую в этих эпизодах, Расщепей, строго посмотрев на меня, сказал: — Фильм, между прочим, называется «Мужик сердитый», а не «Устя Бирюкова». Понятно?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Йӗрлесе пӗлес пулать, ӑҫта каять ҫав обоз, ӑҫта ҫӗр выртать, ӑна мӗнле хурал тӑраҫҫӗ…

— Надобно разведать, куда пойдет сей обоз, где он заночует, какую охрану выставит.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах, тем пек хӑрушӑ пулсан та, ҫав тери пӗлес килни аптӑратать.

Но, как бы ни было страшно, любопытство одолевает меня.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ — хӑраса ӳкнипе тата ытла та пӗлес килнипе — ни вилӗ, ни чӗрӗ.

Я была ни жива ни мертва от страха и любопытства.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир этем обществинче пурӑнатпӑр, обществӑна тытакан вӑйран пӗри вӑл — тав тума пӗлес туйам.

Мы живем в человеческом обществе, и одной из движущих сил этого общества является чувство благодарности.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней