Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл бюст ҫумӗнче, пьедестал ҫине таяннӑ та Обломова сӑнаса тӑрать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл хӑйӗн дачин чӳречи умӗнче ларать (вӑл дачӑра, хуларан темиҫе ҫухрӑмра пурнать), ун ҫумӗнче чечек ҫыххи выртать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн кӑна тӗл пулман вӑл, ҫав ӗҫ валли ҫийӗнчех мӗнле меслет кирлӗ — ключница пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан ҫыхӑран шӑпах юрӑхлӑ уҫӑ суйласа илнӗ пек, ҫав меслете тупса, унпа усӑ курнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗнеке вулани кирлӗ ӗҫ вырӑнӗнче пулма пултарни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, ӑна ытлашши капӑрланни вырӑнне хунӑ; унсӑр та ҫӑмӑллӑнах ҫырлахма пулать, тенӗ; акӑ, калӑпӑр, стена ҫумӗнче картина пулсан та, пулмасан та юрать, уҫӑлса ҫӳреме кайсан та, каймасан та юрать; ҫавӑн пекех, уншӑн та пурпӗрех, кирек мӗнле кӗнеке пултӑр; вӑл ӑна кичемлӗхрен тата ӗҫ ҫукран йӑпанмалли япала вырӑнне шутлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ан тив ыттисем ҫав япаласемпе тертленччӗр, вӗсене, Обломовка ҫыннисене, ыттисен ҫумӗнче ӗҫ ҫук.Пусть же другие и расхлебывают эту чашу, а им, обломовцам, ни до чего и дела нет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Обломовкӑра пурӑнакансен урӑхла чӑрмавсем те сиксе тухкаланӑ, анчах вӗсем ҫав чӑрмавсене ытлашши пӑшӑрханмасӑрах кӗтсе илнӗ, чӑрмавсем вара, чул хӳме ҫумӗнче хӳтлӗх тупайман кайӑксем аяккалла вӗҫнӗ евӗр, Обломовка ҫыннисенчен аяккалла пӑрӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нянька упа сӑмахӗсене салхуллӑ сассипе: «Чӗриклет, чӗриклет, йывӑҫ ура; эпӗ саласем тӑрӑх ҫӳрерӗм, эпӗ ялсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, хӗрарӑмсем пурте ҫывӑраҫҫӗ, пӗр карчӑк ҫывӑрмасть, ман тирӗм ҫинче ларать, ман ашӑма пӗҫерет, ман ҫӑма арлать», теме пуҫласан, унтан, упа пӳрте кӗрсе хӑй урине вӑрлакана ярса илме хатӗрленнӗ тӗле ҫитсен, ача чӑтса тӑраймасть: вӑл, ҫӳҫенсе тата йынӑшса, няни аллисем ҫине ӳкет, хӑранипе унӑн куҫҫуль шӑпӑртатса тухать, ҫав хушӑрах ача хӑй тискер кайӑкӑн чӗрнисем хушшинче мар, кутник ҫинче, няни ҫумӗнче пулнипе хавасланса ахӑлтатса кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Канавра, пуҫне тӗме хӗрринелле таянтарса, пӗр мужик выртнӑ; ун ҫумӗнче михӗ тата икӗ мӑшӑр ҫӑпата ҫакнӑ алтуйи пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗнӗ хваттерте, — терӗ Илья Ильич, куҫасси ҫинчен шухӑшласа: — виҫӗ кунта вырнаҫтарса пӗтереймеҫҫӗ, нихӑш япали те вырӑнӗнче мар: картинӑсем стена ҫумӗнче ҫӗрте выртаҫҫӗ, калушсем вырӑн ҫинче, атӑсем чейпе, помадӑпа пӗр ҫыхӑра.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле те пулин лайӑх произведени ҫинчен илтсен — унӑн унпа паллашасси килнӗ: вӑл ҫав кӗнекене шыранӑ, ҫынсенчен ыйтнӑ, ӑна часах пырса парсан, вулама тытӑннӑ, унта ҫырнӑ япаласем ҫинчен унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тӗвӗленме тытӑннӑ; тепӗр утӑм тусанах — вӑл ӑна ӑнланса та илнӗ пулӗччӗ, пӑхӑсан та — вӑл мачча ҫине сӳрӗккӗн тинкерсе выртнӑ, унӑн ӑнланса иленмен кӗнеки те вуласа пӗтереймесӗрех хӑй ҫумӗнче выртнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ман ҫумма хытӑран хытӑ ҫыпӑҫрӗ, хам алӑсем айӗнче унӑн вӑйлӑ, ҫирӗп, вӗри ӳт-пӗвӗ мӗнлерех чӗтренине, кӑкӑр ҫумӗнче ун чӗри мӗнлерех васкаса тапнине питӗ лайӑх туйрӑм эпӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑй ҫумӗнче Новиков матрос тӑнине курчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Рулевой ҫумӗнче пурне те тимлӗ сӑнаса тӑчӗ Вӑл.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кронштадтри ҫар гаванӗн стенки ҫумӗнче Тинӗс училищин карапӗсен отрядӗнчи илемлӗ ккорвет тӑрать, вӑл халь тесен халь парӑсӗсене ҫӗклеме хатӗр.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алеша каллех чи хыҫалта, стена ҫумӗнче.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Михаил Васильевич малтан Хусан университечӗ ҫумӗнче ӗҫленӗ, кайран Ярославле куҫса кайнӑ, Демидов лицейӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Стена ҫумӗнче ларкӑчсем пур, анчах вӗсем питӗ хытӑ тата сивӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пур ҫӗрте те пуканесем, ӳкерчӗксем, тӗрӗсем, чӳлмекре ӳсекен чечексем, стена ҫумӗнче пианино ларать, сӗтел ҫинче — компьютер.куклы, картинки, горшочки с цветами, вышивка в рамках, пианино у стены, компьютер в углу.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Алла-аллӑн тытӑнса темле стена ҫумӗнче тӑраттӑмӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951