Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗре (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав калама ҫук ырӑ ҫын умӗнче Рада намӑсне ниҫтан чӑтса тӑрайман пулӗччӗ, — вӑл та тӗрлӗрен элеке нумай илтнӗ-ҫке, тен, халь ӳкӗнет те пуль хӑй патӗнче ҫавӑн пек хӗре усрарӑм тесе.

Она умерла бы от стыда перед этим добрейшим человеком, — ведь он, конечно, слышал гнусную клевету и теперь раскаивается в своей доброте.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бойчо халь уншӑн ӗлӗкхинчен те хаклӑрах, унӑн хастарлӑ сӑнарӗ хӗр умӗнче хӗвел пек ҫуталса тӑчӗ ҫав сӑрт-тусенче Бойчо вилӗме те виртлесе ҫеҫ пӑхнине Рада сиссе тӑчӗ, хӑйсӗр пурӑнма пултарайман хӗре вӑл йӗрӗнсех пӗтерсе лартрӗ те, ак халь ӗнтӗ юлашки сӑмах илтмешкӗн те каялла ҫаврӑнса пӑхмасть.

Бойчо казался ей еще более прекрасным, чем раньше, — его рыцарский образ сиял красотой мужества, окруженный лучезарным ореолом славы, и Рада видела в своем воображении, как там, на этих высотах, он с горькой усмешкой встречает смерть, ни разу не оглянувшись назад, в прошлое, чтобы шепнуть хоть последнее прости той, которая не может жить без него и которую он убил своим презрением…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов сӑмахне чун патне хурса, Муратлийский арӑмӗ ҫак тӑлӑх хӗре хапӑл туса йышӑнчӗ.

С удовольствием выполняя просьбу Огнянова, Муратлийская радушно приняла бесприютную девушку.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аяккалла каякан хӗре куҫӗнчен вӗҫертмесӗр вӑл ҫаплах хытса пӑхса тӑчӗ.

Он стоял как вкопанный, следя глазами за удалявшейся девушкой.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ят янӑ хӗре хӳтӗлеме ан тӑрӑш тесе канаш панӑ пулӑттӑм сана…

Я бы тебе не советовал трудиться защищать опозоренную девушку…

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӳтлеме тытӑнчӗҫ, мӗскӗн хӗре йӗплесси те йӗкӗлтесси хускалчӗ.

Посыпались шутки, колкости, язвительные остроты по адресу бедной девушки.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртсе пыракан хӗре юрӑҫӑ та ҫаврӑнса пӑхрӗ, чеен куҫ хӗссе илчӗ.

Певчий повернулся, проводил взглядом удалявшуюся девушку и лукаво подмигнул.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗре тинех телейлӗ чун кӗчӗ тейӗн, ҫынсем ирӗксӗрех ӑна тинкерчӗҫ; анчах вӗсенчен нумайӑшӗ ӑна ырӑ сунмасть, хӑшӗ-пӗри хурлас кӑмӑл та хывать, мӗншӗн тесен иртнӗ кунсенче Рада пирки тем те пӗр элеклесе сӑмах-юмах юптарчӗҫ.

Девушка расцвела от счастья и притягивала к себе все взгляды; но многие из них были недоброжелательны, иные даже исполнены презрения, потому что в последние дни о Раде стали говорить очень нехорошо.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗре аллинчен тытса Огнянов чӗркуҫленсе ларчӗ.

— И, взяв девушку за руку, Огнянов преклонил колени.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темле вӑрттӑн сисӗм хатӗрлентерме те ӗлкӗрчӗ-и ӗнтӗ ҫак хӗре.

Быть может, тайное предчувствие уже подготовило девушку.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урамра чухне Колчо тепӗр тӗрлӗ шухӑшланӑччӗ те, хӑй шухӑшне тытаймарӗ, — хӗре вӑл хаваслӑ хыпар пӗлтерме хатӗрлентерсе ҫитереймерӗ.

Колчо не выполнил своего решения, принятого на улице, — он не смог постепенно подготовить девушку к радостной вести.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑна хӑйсем патӗнче усракан ырӑ ҫынсем хӗре мӗн каласа мӗнле йӑпатмаллине пӗлеймерӗҫ.

Добрые люди, приютившие ее у себя, не знали, как ее утешить.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан хӑратӑр ман хӗре, господин, — йӑлӑнса ыйтрӗ Цанко.

— Не пугайте мою дочку, господин, — умоляющим голосом просил Цанко.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак хӗрхен ӗнтӗ ҫав качча, вӑл хӗре те хӗрхенсе тӑмасть теҫҫӗ-и-ха.

Вот жалей парня, а он девушку не пожалеет.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йӑлт аптраса ҫитнӗ хӗре пӑрахса хӑваратӑр ав.

Девушку опозорили.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кӳреннӗ хӗре хӗтӗртсе ярасси Стефчов тӑшманӗсемшӗн темех мар.

Его врагам нетрудно было бы натравить на него обиженную девушку.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пайтах ҫын сӑнарӗнче хӗре каҫарас тенӗ кӑмӑла асӑрхама пулатчӗ.

На многих лицах можно было прочесть, что девушку уже простили.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах лешӗн тӑванӗсем ҫав хӗре качча илесрен сивӗтнӗ.

Но его родители не соглашались.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сӑвап кӳтӗрччӗ турӑ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене: Серафима госпожапа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Римсимие; хулӑнламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Парашкева госпожана — ҫилле илмен хӗре, ҫылӑхсӑр майрана — Ровоама хаджие турӑ ҫырлахтӑрах…

— Благослови, господи, праведниц твоих: госпожу Серафиму и кроткую Херувиму; черноокую Софию и белолицую Рипсимию; толстую Магдалину и сухопарую Ирину; госпожу Парашкеву — незлобивую деву и Хаджи Ровоаму — безгрешную мадаму…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл тӗрӗс ӗнтӗ, — шухӑша кайрӗ Огнянов, — ҫавна пулах эпӗ те Радӑна качча илейместӗп-ҫке, мӗскӗн тӑлӑх хӗре пур инкек-синкекрен телей кӑтартнӑ пулӑттӑм та, юрамасть ҫав…

— Что правда, то правда, — задумчиво проговорил Огнянов, — потому то и я не женюсь на Раде, хотя мог бы этим избавить бедную сироту от многих тяжких горестей и дать ей счастье…

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней