Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫине паян шӑп та шай хӑй хӑш чухне ҫак чӗмсӗр кунтеленсем ҫине кӑвакарнӑ пекех кӑшкӑрчӗ, ҫакӑ вара пуринчен ытла мӑшкӑллӑ, чуна каскалантарса ыраттарать, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫри вырӑнсен уйрӑмлӑхне пӗтерсе хурать, унӑн офицер чыс-хисеплӗхне хӑй шутланӑ пек каласан, этем тивӗҫлӗхне чакарать.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку сӑмахсем ман чуна тата та ытларах хурлантарчӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пур ҫӗрте те сип-симӗс курӑк ешерет, тӗлӗнмелле хитре чечексемпе ҫиҫсе тӑракан ӗшнесем, илемлӗ вӑрмансем чуна савӑнтараҫҫӗ, кайӑк юрри вӗҫӗмсӗр илтӗнет.Всюду здесь зеленые поляны, разукрашенные дивными цветами, прелестные рощи, звонко поющие птицы.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Паян чуна хурлантаракан кун: эпӗ утрав ҫине лекнӗренпе пӗр ҫулталӑк ҫитрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мӗн ҫӗрлечченех чуна сӳлетекен шухӑшсем пуҫран тухмарӗҫ: эпӗ апат-ҫимӗҫсӗр, выртса-тӑмалли хӳтлӗхсӗр тӑрса юлтӑм-ҫке; манӑн тумтир тавраш те, хӗҫ-пӑшал та ҫук; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсан, ниҫта та тарса пытанаймӑп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав чуна ыраттаракан шухӑш-кӑмӑла путарас тесе, эпӗ алла перо тытрӑм та хама хам: манӑн мӗскӗн пурнӑҫра ҫапах та лайӑх япаласем те сахал мар, тесе ҫырса ӗнентерме тытӑнтӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Лайӑх-ши ҫав чуна ҫеҫенхирте?
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пирӗн чуна тарӑн кӗрсе ларнӑ катӑклӑх комплексӗнче.
Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html
— Чӑнлӑхах ҫав ӗнтӗ: матери ӳте тӑрантарать, чун апачӗ — чуна!
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чапӗ — турра, чуна кантарни — атте-аннене, усси — чиркӳпе тӑван ҫӗршыва…Создателю во славу, родителям же нашим на утешение, церкви и отечеству на пользу…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл саламланӑ пек, туслӑх суннӑ пек, чуна савӑк кӳрес пек те курӑнать.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ҫӑваран темле сивӗ вӗрнӗ пек туйӑнать, шӑплӑхпа тӗттӗм каҫ чуна сӳлетет.Каким-то холодом веяли от жуткого безмолвия и мрака этого кладбища.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗллехи вӑхӑтра Клисурӑ, хай, пур енчен те хупӑрланса тӑнӑ май, кичем те салху кӗтес, анчах ҫуркунне ӑна ытарма ҫук — сулхӑнӗ те чуна канӑҫ кӳрет, уҫлӑхӗ те, ырӑ шӑрши те чӗрене ҫемҫетет.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Виле курни кирек мӗнле пулсан та хускалнӑ чуна пусарать ҫав; ҫын виллине курни пире хамӑр ҫӗрпе ҫыхӑннӑ туйӑма мӑкатать темелле.
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тупӑкне ҫӗре лартсанах амӑшӗ, чуна ҫавӑрса кӑларас пек йӗрсе, вилӗ патне пычӗ, ӑна ик аллипе ыталаса, ӑсран кайнӑ пек кӑшкӑрса чечек ӑшне путрӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ах тупата, Иисус Христос турӑ, каҫар ман ҫылӑхлӑ чуна!
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юрпа витӗнмен чуллӑ сӑрчӗ ҫеҫ — ҫӳлтен кӗрлесе анакан шывӑн сакки — чуна ҫӳҫентерекен сӑнар кӗртет.Только не прикрытые снегом темные утесы — ложе низвергавшихся водопадов — придавали ей суровый вид.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лӑпкӑ ял урамӗнче вӑл пӗр чӗрӗ чуна та курмарӗ, мечӗте хирӗҫ пӗртен пӗр трактир патне ҫитсен лаши ҫинчен анчӗ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫыннисем эпир ахаллисем кӑна та, хамӑр йышши ҫынна нихҫан та сутмастпӑр, сан пеккишӗн тесен вара — чуна памашкӑн та хатӗр!Мы простые люди, по христиан не выдаем, а за таких, как ты, душу отдадим!
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кулӑшла спектакле комеди теҫҫӗ, трагедире вара хурлӑхли те, чуна ярса илекен сценӑсем те пулаҫҫӗ.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.