Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тимлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тимлӗн (тĕпĕ: тимлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнчери революци пирки мӗнле сас-хура пур? — Лушка чавсаланса ларчӗ, питне-куҫне ҫак калаҫӑва тивӗҫлӗ пек улӑштарса, тимлӗн итленҫи турӗ.

Что слышно про мировую революцию? — Лушка облокотилась, придала лицу серьезное, соответствующее разговору выражение.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.

Все чаще по ночам он беспричинно просыпался, курил, страдальчески морщился, вслушиваясь в певучие высвисты и захлебывающееся прищелкивание соловьев, потом яростно захлопывал окошко, с головой укутывался байковым одеялишком и до белой зорьки пролеживал, не смежив глаз, прижавшись к подушке широкой татуированной грудью.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Казак картузӗн сӗвенкелесе пӗтнӗ кусурукӗ айӗнчен Макар хӑйӗн лутра лаши ҫине епле ларма хӑтланнине тимлӗн сӑнаса пӑхса ларчӗ, унтан ӑна хавхалантармалла кулса ячӗ.

Из-под облупленного козырька казачьей фуражки он внимательно наблюдал, как Макар пытался сесть на маштака, потом поощрительно улыбнулся.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тути хӗррисене майӗпен хускаткаласа, тар юхтарса, тимлӗн вуланине пула саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе, вӑл ҫурҫӗр иртсе икӗ сехет ҫурӑ ҫитичченех ларчӗ.

Медленно шевеля губами, потея и хмуря от напряжения разлатые брови, просидел до половины третьего.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макарӑн ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑракан пуҫӗ сӗтел умне тимлӗн пӗшкӗннӗ, сылтӑм аллипе питҫӑмартине тӗревленӗ, сулахай аллипе, тарӑхнӑн, ҫӳҫне ҫатӑртаттарса тытнӑ.

Вихрастая голова Макара была сосредоточенно угнута над столом, правая рука подпирала щеку, пальцы левой ожесточенно вцепились в чуб.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тархасшӑн, ыйтусем парса ан тӑр! — мӑкӑртатрӗ Макар, хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисем ҫинчи чӗрнисене ҫав тери тимлӗн тишкерсе пӑхса.

— Пожалуйста, без вопросов! — бормотнул Макар, с чрезмерным вниманием рассматривая на своих длинных пальцах ногти.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ.

Затем он внимательно обошел всех оставшихся, всматриваясь им в лица и опрашивая их таинственными словами, составлявшими пропуск нынешней ночи.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗҫӗн Аким пирус ҫавӑрчӗ те, итлеме хатӗрленсе, тенкел ҫине пырса ларчӗ, Аким мучи те какӑра-какӑра сӑхсӑхса, Найденов сӑмаххисене тимлӗн итлеме хатӗрленчӗ.

Аким Младший свернул курить, присел на лавку, собираясь слушать, и даже дед Аким, отрыгивая и крестясь, вслушивался в слова Найденова.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов хӑрах енчен ҫак комсомолецӑн, Давыдов ӗнер хӑйне кура мар ачашшӑн Ванюшка тесе чӗннӗ йӗкӗтӗн, нимӗнпе те палӑрман, темле, хуратутлӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тимлӗн тинкерсе пӑхса пырать.

Нагульнов сбоку пытливо всматривался в неприметное, засеянное какими-то ребячьими веснушками лицо комсомольца, которого Давыдов вчера с несвойственной ему ласковостью назвал Ванюшкой.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил кашланине, улӑм чӑштӑртатнине, шӑшисем ҫинҫен ҫухӑрашкаланисене тата пусӑ тараси чӗриклетнине тимлӗн итлесе ларнӑ хушӑра, Яков Лукич тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ: ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсем ӑна таҫтан инҫетрен илтӗнекен тӗлӗнмелле салхуллӑ музыка евӗр туйӑнма пуҫларӗҫ.

Вслушиваясь в ветер, в шорох соломы, в мышиный писк и скрип колодезного журавля, Яков Лукич словно бы придремал: все ночные звуки стали казаться ему похожими на отдаленную диковинную и грустную музыку.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем иккӗшӗ икӗ еннелле уйрӑлса тӑраҫҫӗ, темскере сӑха-сӑха иленҫи тӑваҫҫӗ, сыхӑ куҫӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса, кӑштах ирӗлсе йӑшнӑ юра урисемпе чавкалаҫҫӗ.

Они расходятся, делают вид, будто что-то клюют, гребут ногами подтаявший снег, следя друг за другом настороженными глазами.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, хӑй ҫине тарӑхса, ҫакӑн ҫинчен Давыдова каласа пачӗ, лешӗ вара Титок ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, ун патне пырса тӑчӗ:

Нагульнов, злобясь на себя, рассказал об этом Давыдову, и тот, все время с любопытством присматривавшийся к Титку, подошел к нему:

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк ҫамкаллӑ, вӑтам пӳллӗ Алексей Новиков матрос йӗри-тавра тимлӗн пӑхкаласа илет те офицерсен каюти еннелле утать.

Окончив обед, матрос Алексей Новиков — невысокого роста, широкоплечий, большелобый — оглянувшись кругом, направился к офицерским каютам.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑй алӑк патӗнче тӑракан икӗ мӗлкене тимлӗн сӑнарӗ.

Она внимательно смотрела на тех двоих, что стояли в проходе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ромка малтан тимлӗн итлерӗ, унтан сасартӑк: — Кам вӑл сан, ашуг-и, халапҫӑ-и? — терӗ.

— Он у тебя что — ашуг, народный сказитель? — спросил, выслушав, Ромка.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем ана тимлӗн итлеҫҫӗ, ӑнланнӑ пек пулса, пуҫӗсене пӗшкӗрте-пӗшкӗрте илеҫҫӗ.

Они внимательно слушали его и с понимающим видом кивали головами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана тимлӗн итлесе тӑчӗ те, хӗрсе кайса: — Итле-ха, тен, чӑнах та тупӑн! — тесе хучӗ.

Он выслушал меня и сказал с вдохновением: — Послушай, а вдруг найдешь!

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та пурте ман ҫине тимлӗн пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн.

Но мне казалось, что все смотрят на меня с каким-то таинственным, значительным видом.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней