Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн палатӑн чӳречисем сад енне тухаҫҫӗ, ҫилпе хумханакан йывӑҫ тӑррисем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Окна нашей палаты выходили в сад, и видны были вершины деревьев, качавшиеся от ветра.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсенчен пӗри ытла та лайӑх ӗнтӗ: садри тӳрем те сарлака ҫул, хӗвелпе ҫуталнӑ хырсем курӑнаҫҫӗ.

Одна — особенно чудная: была нарисована прямая просторная дорога в саду и сосны, освещенные солнцем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн вӑрӑм кӑна форменнӑй тужуркӑна хам тавра тепре ҫавӑрса тӳмелемелле пулать, вӑрӑм шӑлавар ҫапкаланса кӑна пырать, атӑ пуҫӗнчен манӑн ура пӳрнисем курӑнаҫҫӗ.

Длинную форменную тужурку можно было обернуть вокруг меня еще раз, длинные штаны болтались вокруг сапог.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уҫӑ шкапран тумтир ҫакмаллисем, ырханкка та мӑйракаллӑ ҫын пекскерсем, курӑнаҫҫӗ.

Вешалки, похожие на тощих людей с рогами, стояли в открытых шкафах.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр енче виҫ-тӑватӑ утӑ капанӗ, юр айне пулнӑ-скерсем, курӑнаҫҫӗ; тепӗр енче — пӗр чалӑшса кайнӑ ҫил арманӗ ҫуначӗсене ӳркенӗҫлӗн аялалла усса ларать.

С одной стороны стояли три или четыре скирда сена, полузанесенные снегом; с другой — скривившаяся мельница, с лубочными крыльями, лениво опущенными.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫырма шывӗ шӑнсах ларайман-ха, унӑн тӑхлан тӗслӗ хумӗсем пӗр евӗрлӗ выртакан юрпа витӗннӗ ҫыранӗсем хушшинче темле хурлӑхлӑн тӗксӗмленсе курӑнаҫҫӗ.

Река еще не замерзала, и ее свинцовые волны грустно чернели в однообразных берегах, покрытых белым снегом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.

Мы долго молчали; ее большие глаза, исполненные неизъяснимой грусти, казалось, искали в моих что-нибудь похожее на надежду; ее бледные губы напрасно старались улыбнуться; ее нежные руки, сложенные на коленах, были так худы и прозрачны, что мне стало жаль ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫырма леш енче, инҫетре пуҫӗсене шывалла сӗнксе тӑракан йӑвӑ ҫӑка тӑррисем витӗр, крепоҫри тата ялти ҫуртсенчи хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ.

Вдали за рекою, сквозь верхи густых лип, ее осеняющих, мелькали огне в строеньях крепости и слободки.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Машукпа сыпӑннӑ чул тусен тӑррисем виҫӗ енчен курӑнаҫҫӗ.

С трех сторон чернели гребни утесов, отрасли Машука.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Аякра башньӑсем — ҫыранӑн пӗр енче — Покровск башни, тепӗр енче — Спасск башни — курӑнаҫҫӗ.

Вдали видны были башни – на одном берегу Покровская, на другом Спасская,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйӑклӑ витӗнкӗҫ айӗнчен пӗчӗк ача урисем курӑнаҫҫӗ.

Маленькие детские ноги, торчащие из—под лоскутного одеяла, –

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм.

Золотые облака громоздились на горах, как новый ряд воздушных гор; перед воротами расстилалась широкая площадь; за нею базар кипел народом, потому что было воскресенье; босые мальчики-осетины, неся за плечами котомки с сотовым медом, вертелись вокруг меня; я их прогнал: мне было не до них, я начинал разделять беспокойство доброго штабс-капитана.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анлӑн юхакан Терек хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче уняга та кунта сапаланчӑк лутра ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, леререх тата кӑвак тусем, шӑллӑ стена пек, палӑраҫҫӗ.

Множество низеньких домиков, разбросанных по берегу Терека, который разбегается все шире и шире, мелькали из-за дерев, а дальше синелись зубчатою стеной горы.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах вӑрман… акӑ ӗнтӗ вӑл, вӑрман: ҫӳлтен хурӑн тӑррисем курӑнаҫҫӗ, вӗсем хӗвел ҫуттинче хускалса тӑракан симӗс кӑпӑк пек туйӑнаҫҫӗ.

А лес, вот он уже, лес: уже видны сверху вершины берез, зеленая курчавая пена, шевелящаяся под солнцем.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Акӑ ӗнтӗ унӑн пур пайӗсем те — ҫунаттисем, ҫаврӑнакан винтти, тупписен хура пӑнчисем те курӑнаҫҫӗ.

Вот он мелькнул во всех деталях, видны его плоскости, сверкающий круг винта, черные точки пушек.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.

Направо и налево чернели мрачные, таинственные пропасти, и туманы, клубясь и извиваясь, как змеи, сползали туда по морщинам соседних скал, будто чувствуя и пугаясь приближения дня.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ.

Налево чернело глубокое ущелье; за ним и впереди нас темно-синие вершины гор, изрытые морщинами, покрытые слоями снега, рисовались на бледном небосклоне, еще сохранявшем последний отблеск зари.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.

Славное место эта долина! Со всех сторон горы неприступные, красноватые скалы, обвешанные зеленым плющом и увенчанные купами чинар, желтые обрывы, исчерченные промоинами, а там высоко-высоко золотая бахрома снегов, а внизу Арагва, обнявшись с другой безыменной речкой, шумно вырывающейся из черного, полного мглою ущелья, тянется серебряною нитью и сверкает, как змея своею чешуею.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫиелтен пӑхсан, ҫаксем пурте ҫав тери пӗчӗккӗн, вылямалли япаласем пек ҫеҫ курӑнаҫҫӗ!

Каким игрушечным, маленьким и странным кажется все это сверху!

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Утасса сывӑ ҫын пекех утать, куҫӗсем те аван: пысӑк, ялан чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ тата кӑшт кичемрех пек курӑнаҫҫӗ.

Ходит он совсем как здоровый, и глаза у него занятные, какие-то шальные и немножечко, пожалуй, грустные.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней