Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Катя тунсӑхран ӗҫпе хӑтӑлни ҫинчен калакан сӑвӑри йӗркесем авӑ мӗншӗн ытларах килӗшрӗҫ иккен сана.

— Вот почему тебя так заняли стихи о том, как Катя избавлялась от тоски работою.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вуникӗ сехет ҫитнӗ авӑ, манӑн тата сире ҫак ӗҫ ҫинчен хам мӗн шухӑшланине каласа парас килет-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ун ҫинчен мӗн шухӑшланине пӗлни сирӗншӗн усӑллӑ пулӗ тетӗп.

Уже двенадцать часов, а я еще хочу изложить вам свои мысли об этом деле, потому что считаю полезным для вас узнать мое мнение о нем.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Чунӑмҫӑм, хатӗрленсе ҫитрӗмӗр ӗнтӗ, аван, авӑ хуралҫӑ та килет, халӗ чиркӳре ытлашши намӑс пулмасть ӗнтӗ.

— Миленький, хорошо, что успели приготовиться, вон уж сторож идет, теперь в церкви не так стыдно будет.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗскер эсӗ, Верочка, Невскине каятӑп тетӗн, ху авӑ епле платье тӑхӑннӑ!

Да что это, Верочка, говоришь, идешь на Невский, а такое платье надела!

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Маншӑн питӗ лайӑх, — тепӗр икӗ ҫултан качча те тухаччӗ-ха вӑл мана, те тухмастчӗ — паллӑ мар-ҫке вӑл; халӗ авӑ тухать…»

Я в выигрыше, — еще неизвестно, пошла ли бы она за меня через два года; а теперь идет…»

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ӑ-хӑ, авӑ мӗнле…

— Ага, вот как…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗн патне илсе ҫитерчӗҫ мана вӗсем, ылханлӑ чунсем!..

Вот до чего они, треклятые, меня довели!..

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле те пулсан ҫавнашкал тӗрлӗ япалана вулама пуҫласан, авӑ мӗнле пулса тӑратӑп эпӗ!

Вот я какой бываю, когда разойдусь на разное и тому подобное чтение!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, тусӑм, социализма кайнӑ, авӑ ӑҫта ҫул тытнӑ эсӗ вӗсемпе!

Ты, милок, в социлизм шел, вот куда ты с ними направлялся!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ епле хисеплетчӗ вӑл мана, покойник!

Вот он как высоко меня подымал, покойничек!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӗтел ҫинчи хута вула авӑ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна карчӑкӗ, тӑртанса кайнӑ куҫне хаяррӑн йӑлтӑртаттарса.

Читай вон бумажку на столе! — яростно сверкая опухшими глазами, крикнула старуха.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирлӗ апатсӑр юрату авӑ мӗнле пулса тухать вӑл.

Вот что она означает, любовь без положенного корма.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман пурнӑҫ авӑ мӗнле йывӑр пулчӗ унта.

Вот какая горькая была там моя жизня.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗнле ыйту пачӗ вӑл мана, пачах татса пама май ҫук.

Вот какой вопрос он мне задал, вовсе не разрешимый.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малтан — Лушка Нагульновӑна, унтан Варька Харламовӑна ҫавӑрса илчӗ, халӗ, авӑ, учительница патне сиксе ӳкнӗ.

Спервоначалу — Лушка Нагульнова, потом окрутил Варьку Харламову, а зараз уже переметнулся к учительнице.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑмне каснӑ чухне тӗк тӑтӑр тесе, эпӗ ҫав анчӑка тем пысӑкӑш сумка сухари ҫитерсе ятӑм, ӗҫ авӑ епле пулнӑ унта…

А я на эту сучонку, чтобы она стояла смирно, когда ее стриг, огромадную сумку сухарей стравил, вон оно какое дело…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ мӗнле иккен…

— Вот оно, какое дело…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ каласшӑнччӗ-ҫке, хӑв, авӑ, ҫӑварна шыв сыпнӑ пек тӑратӑн…

Ты же вроде говорить хотел, а сам как воды в рот набрал…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑ, ҫулать вӑл, сӑртран сулахайри иккӗмӗш машина.

— Вон он косит, вторая косилка слева по бугру.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тимофей килчӗ те авӑ, Лушка, ним шутласа тӑмасӑр, ӑна, Давыдова, пӑрахрӗ, юратнӑ ҫынни хыҫҫӑн чупса кайрӗ.

А вот появился Тимофей, и Лушка, не задумываясь, порвала с ним, с Давыдовым, снова прильнула к Тимофею и пошла за любимым человеком очертя голову.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней