Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑрӑх ботинкине хыврӗ те, теприне хывиччен самантлӑха канма шут тытрӗ, анчах салтӑнмасӑрах, хӑрах урине кровать ҫинчен уснипех ҫывӑрса кӑйрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑна хӑрах алӑпа ӗҫлеме кансӗр пулчӗ, мӗншӗн тесен, иккӗмӗшпе пӗр шӑрпӑк хыҫҫӑн тепӗр шӑрпӑк ҫутса, хӑй кӗтессине ҫутатма тиврӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Амӑшӗ те хӑрах аллипе тутине хупласа тепринпе Володя еннелле сулса, кулма пуҫларӗ:Мать тоже засмеялась, прикрывая одной рукой рот, а другой махая на Володю:
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня часах шӑнса кӳтрӗ те, тинӗс хӗррине кӑн-кӑвак пулса; шатраланса сиксе тухрӗ; Володя ҫаплах шывра алхасать-ха, е вӑл пӗр аллипе хӑрах урине ҫӳлелле ҫӗклесе, мачта пек туса «пӑрахут пек» ишет; е пуҫхӗрлӗ чӑмать те, шывран кӑларнӑ икӗ урине чармакласа «хурӑн» тӑвать; е тата, тарӑн ҫӗрте пилӗк таран шывран тухса «свай» туса кӑтартать, ҫавӑнтах; кунта ӑшӑх, эпӗ тинӗс тӗпӗнче тӑратӑп, тесе ӗнентерме тӑрӑшать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Глинкӑри ачасене вӑл, тен, тата мӗн те пулин каланӑ пулӗччӗ, анчах сасартӑк хӑйне ҫупӑрласа тытнине, ҫав вӑхӑтрах хӑрах алӑпа ыратмаллах хӑлхаран туртнине, тепринпе ҫемҫен те паллакан тӑван шӑршӑ кӗрекен кӑкӑрӗ ҫумне пуҫне лӑпчӑнтарсан пичӗ ҫине тинӗс шывӗ пек тӑварлӑ та ӑшӑ тумламсем хӑвӑрт тумланине туйрӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя киле каяс тесе, хӑрах ури ҫинче сике-сике йӗмне тӑхӑннӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк калле хывса, аяккалла ывӑтнӑ та: — Мӗн, кӑтартаймастӑп, тетӗн-и? Ак, халех ҫав вырӑнтан сикетӗп, — тенӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тата Валька витлеме пуҫларӗ: «хӑрах куҫӗпе ҫывӑрать, тепринпе тӗлӗрет», тет.А тут еще Валька стала дразниться, что я одним глазом сплю, а другим дремлю.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗнӗ яла куҫса килекенсем Ӳтеш лаппи йӗри-тавра тӑватӑ хӑрах аяклӑ урам тунӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Петерсон ҫӑварӗн хӑрах кӗтесӗпе кӑна кӑштӑн кулкалать — куллинче мӗскер-тӗр ирсӗрри, киревсӗрри, ҫӗленли.Петерсон чуть-чуть улыбается одним углом рта — что-то скверное, низменное, змеиное в улыбке.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл пынӑ ҫӗртех лаплатса ӳкнӗ, халӗ вара, йӑлт тусанланса пӗтнӗскер, хӑрах аллипе пӑшалне варри тӗлӗнчен тытса та тепринпе сӑмсине халсӑррӑн шӑлкаласа, амуници йывӑрӑшне чӑтаймасӑр аялаллах пӗкӗрӗлсе хутланнӑскер, тӑват уран упаленнӗ пек чупса, хӑйӗн ҫурма ротине хӑваласа ҫитесшӗн хыпаланать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, пружина ҫинче тӑвать тейӗн, хӑрах ура ҫинче кӑна ҫаврӑнса, икӗ тон аяларах илсе, каялла пач пӑхмасӑр хушса хурать вӑл юрланӑн:
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пытармасӑр каласан, — Рафальский хӑрах куҫне хӗсрӗ те питне чеен вылянтарчӗ, — пытармасӑр каласан, хам сыснасем пирки эпӗ пӗчӗк статья ҫыратӑп-ха…
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, икӗ хута тытнӑ та пӗрле ҫыпӑҫтарса хунӑ, ҫапла вара пӗр енче тӗкел те тепӗр енче хӑрах пулса тӑнӑ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хальхинчи анекдочӗ унӑн ҫапларахчӗ: пӗр офицер теприне — ку, паллах, ӗлӗк-авал, никам астуман вӑхӑталлах пулса иртнӗ — америксен дуэльне сӗннӗ, ҫитменнине шӑпа тени вӗсемшӗн тенкӗлӗх хут укҫа ҫинчи тӗкел е хӑрах шутланнӑ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Гето… эс тӑхта… эс ан васка, — пӳлчӗ ӑна ватӑ та ӳсӗр Лех подполковник, хӑрах аллипе черкке тытнӑскер те тепӗр аллин сыппипелен сывлӑшра йӑваш хусканусем тӑваканскер, — мундир чысӗ мӗнне ӑнланатӑн-и эсӗ?..
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Мӗн? — ҫаврӑнчӗ те вӑл, хӑрах аллине кӗсйинчен кӑларса, куҫне ҫав-ҫавах хӗскелеме чарӑнмасӑр, хӗрхӗлтӗмрех мӑйӑхне йӗркелӗхе пит лайӑх пӗлекен хаклӑхпала пӗтӗрттерсе ячӗ, чавсине ҫӳлте тытнипех хӑварса, ун ҫинелле хӑяккӑн тинкерчӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑш чух калушсенчен пӗрне вӑйлӑн ҫыртса лартать те хывсах юлать, кун пек чух вара Ромашовӑн хӑрах ура ҫинче кӑна виҫӗнкелесе тӑрса, тепринпе ҫухалнӑ калуша сӗмлӗхпелен ҫеҫ шыраса тупма лекет.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ хыҫҫӑн манӑн тискер этем (ҫав вӑхӑтранпа эпӗ ӑна манӑн тискер этем теме пуҫларӑм) хӑрах аллипе эпӗ панӑ хӗҫҫе, тепӗр аллипе тӑшман пуҫне ҫӗклесе, савӑнса-кулса ман пата таврӑнчӗ, унтан вара, темиҫе майлӑ тайӑлса, хӗҫҫе тата тӑшман пуҫне ман ума хучӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах ман юлташсенчен, тинӗс хумӗпе ҫырана тухса выртнӑ виҫӗ шлепкепе пӗр калпаксӑр тата икӗ хӑрах пушмаксӑр пуҫне, урӑх нимӗнле йӗр те юлман.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ача шыва сикрӗ те ҫыран еннелле хӑрах аллипе ишсе кайрӗ, тепӗр аллипе пӑшал ҫӗклесе пычӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.