Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Хӗрӗх кун иртсессӗн, 46. Ҫӳлти Турӑ каларӗ: ху малтан ҫырнӑ ҫирӗм тӑватӑ кӗнекене ан пытар — тивӗҫлисем те, тивӗҫсӗррисем те вулаччӑр, 47. юлашки ҫитмӗлӗшне вара халӑх хушшинчи ӑсчахсене парса хӑварма упра, 48. мӗншӗн тесессӗн ҫав кӗнекесенче — ӑс-хакӑл ҫулӗ, ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ, пӗлӳ юханшывӗ, терӗ Вӑл.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хӗсӗк те кансӗр ҫулпа кайса, вӗсем Евфрат юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, 44. Ҫӳлти Турӑ ун чухне вӗсем валли кӗтретсем пултарнӑ, вӗсем каҫса пынӑ чухне шыв ҫулӗсене чарса лартнӑ, 45. ӗнтӗ ку ҫӗршывпа вӗсем чылайччен, ҫулталӑк ҫурӑ, утнӑ пулнӑ; ҫав ҫӗршыва Арсареф теҫҫӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм, 5. куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Улай юханшывӗ ҫийӗнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ӑна ҫак курӑнӑва ӑнлантарса пар!» тенине илтрӗм.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Сузӑ хулинче, Елам ҫӗрӗн тӗп хулинче пек; эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Улай юханшывӗ хӗрринче пек.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсен пичӗ-куҫӗ те эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ пит-куҫ евӗрлех, вӗсем ҫавӑн пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсем те — ҫавӑн пекех.22. А подобие лиц их то же, какие лица видел я при реке Ховаре, - и вид их, и сами они.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем эпӗ унччен Ховар юханшывӗ хӗрринче, Израиль Туррийӗн ури айӗнче, курнӑ чӗрчунсемех пулчӗҫ.20. Это были те же животные, которых видел я в подножии Бога Израилева при реке Ховаре.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем шӑпах эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ чӗрчунсем пулчӗҫ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ тӑтӑм та хире тухрӑм; акӑ унта Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ евӗрлӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, тӑрать; эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ) 3. Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла пулчӗ: вӑтӑрмӗш ҫулта, тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче тыткӑна илсе килнӗ халӑх хушшинче тӑнӑ чухне, тӳпе уҫӑлса кайрӗ те, эпӗ Турӑ кӑтартнине куртӑм.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗн тӗлӗшрен айӑпланӑ, 6. йывӑрлӑхра вӗсене шӑпах ҫав тӗлӗшрен ырӑлӑх кӳнӗ: 7. тӑшманӗсен шӑршӑллӑ юнпа пӑтраннӑ ялан юхакан юханшывӗ вырӑнне, 8. тӑшманӗсем ҫуралакан ачасене вӗлерме хушнине питлесе, Эсӗ вӗсене кӗтмен ҫӗртен тулӑх шыв панӑ, 9. ҫавӑн чухне хӑйсене те шывсӑр антӑхтарса, Эсӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗнле хаса панине кӑтартнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кайран вӑл Евфрат урлӑ каҫса Месопотами витӗр тухнӑ, Аврон юханшывӗ хӗррипе тинӗсе ҫитиех ларакан пӗтӗм ҫӳллӗ хулана ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла эпир Агава юханшывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче Иерусалима кайма тапранса тухрӑмӑр; Туррӑмӑрӑн аллийӗ пирӗн ҫинче пулчӗ, пире тӑшман аллине, сыхласа тӑракансен аллине лекесрен ҫул ҫинче хӑтарса пычӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм, 22. мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ.29. Во дни его пошел фараон Нехао, царь Египетский, против царя Ассирийского на реку Евфрат.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ, 12. ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.