Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юханшывӗ (тĕпĕ: юханшыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петлюровецсем Тетерев юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере сирпӗтме хӑтланса пӑхнӑ.

Петлюровцы пытались взорвать мост через реку Тетерев.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Вӗсем погром тӑваканнисене йӗрлесе, Буг юханшывӗ урлӑ кӗперпе каҫнӑ та хӑранипе ҫул ҫинчех кӑвак жупанӗсене хыва-хыва ывӑтакан петлюровецсене каса-каса пӑрахса, кӑнтӑрлапа хулана пырса кӗнӗ.

Преследуя погромщиков, они перешли мост через реку Буг и днем ворвались в город, вырубая по дороге бегущих в панике, скидывающих на ходу синие жупаны петлюровцев.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Щорс иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш батальонсене Чернигова тӳрех наступлени тума, пӗрремӗш батальонне — сылтӑм флангран тавралла кайса Десна юханшывӗ урлӑ каҫмалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ.

Второму и третьему батальонам Щорс приказал наступать на Чернигов в лоб, а первому — идти в обход правым флангом и занять переправы на Десне.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Щорс юлташсене пуринчен ытларах Припять юханшывӗ патне, Чернобыльпе Пинск хушшине ӑсатнӑ.

Щорс отправлял товарищей главным образом на реку Припять, от Чернобыля до Пинска.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫак вӑхӑтра эп старике вӑл мана Уркан юханшывӗ ҫинче пулса иртнӗ истори ҫинчен каласа пама пулни ҫинчен аса илтертӗм.

Теперь я напомнил ему, что он обещал мне рассказать о трагедии, разыгравшейся на реке Уркане.

Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.

Пин те тӑхӑрҫӗр ҫиччӗмӗш ҫулта мана Кусун юханшывӗ хӗрринче пурӑнакан Люрл ятлӑ пӗр вата удэхеец хӑй ҫамрӑк чухне мӗнле мыскара курни ҫинчен каласа пачӗ.

Старый удэхеец Люрл, с реки Кусуна, в 1907 году рассказал мне случай, который произошел с ним, когда волосы его не были так белы и глаза так плохи, как теперь.

Сунарҫӑ калавӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 65–67 с.

Ҫӳлтен мана Буту юханшывӗ тӑрӑх тӑсӑлса выртакан айлӑм питӗ аван курӑнса кайрӗ Сулахай енчи чул хысаклӑ ҫыран ҫумӗнче шыв кӑпӑкланса тӑрать.

Сверху мне хорошо была видна долина реки Буту; около левого скалистого берега на камнях пенилась вода.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Ун умне ҫапӑҫусенче ирттернӗ икӗ ҫул — Кавказра, Белая юханшывӗ хӗрринчи вӑрмансенче, Майкоп леш енче, Новороссийск патӗнче, Тамань ишӗлчӗкӗсем хушшинче ирттернӗ икӗ ҫул тухса тӑчӗҫ.

И вся жизнь двух боевых лет на Кавказе, в лесах на реке Белой, и за Майкопом, и под Новороссийском, и на развалинах Тамани — все это сразу, одной картиной, встало в его памяти.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑраххӑн юхакан ҫурҫӗр юханшывӗ пӗр вӑхӑтлӑха пӑртан тасалать.

Медленная северная река частью освобождалась ото льда.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юханшывӗ юнашарах пулнӑ.

Река была рядом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Мая юханшывӗ ҫинче партизан отрячӗ Хӗрлӗ Ҫарӑн малти чаҫӗсемпе пӗрлешет те вӗсемпе пӗрле Якутска каять.

На реке Мая партизанский отряд присоединяется к передовыми частями Красной Армии и вместе с ними отправляется в Якутск.

Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.

Е, тен, унӑн хӑйӗн юханшывӗ хӗрринче халӗ ҫӗнӗ хунав мӗнлерех кашласа ӳснине курас килнӗ.

Или, может, захотелось ему посмотреть, как новая поросль шумит теперь на берегу его реки.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Аван ун чухне ҫӑлтӑрсен айӗпе, хула витӗр юханшыв патнелле утса тухма, юханшывӗ те ҫав ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ пек, хура лӑпкӑ шыва вӗсем витӗрех шӑтарнӑ пек туйӑнать.

Хорошо идти тогда под звездами через тихий город к реке и увидеть, что и река полна этих самых звезд, как будто насквозь просверлена ими темная и тихая вода.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Лӑсӑллӑ хура вӑрман сӑрчӗсем ҫыранпа юнашарах пулин те, юханшывӗ мӗн тери ҫутӑ!

О, какая светлая она, хотя темные от хвои горы рядом стоят, на берегу!

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Юханшывӗ кунта питӗ сарлака, икӗ енӗпе ӳсекен вӑрманӗ те ҫав тери ҫӑра, ҫав тери ҫӳллӗ, ҫӑлтӑрсен ҫутинче вӑл стена пек курӑнать.

Река тут была страшно широкая, и лес по обоим берегам рос густой-прегустой и высокий-превысокий, стена стеной, насколько я мог рассмотреть при звездах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Шӑпах ҫак курайманлӑх хӑватне ҫирӗплетет те Элнет юханшывӗ ҫинчи чӑвашсемпе мари бурлакӗсен 1905 ҫулхи революциллӗ пӑлхавӗ.

Именно эту силу ненависти подтверждает и революционное восстание 1905 года чувашских и марийских бурлаков на реке Илеть.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суранӗ сиплене пуҫласанах Элнет юханшывӗ ҫинче сулӑ юхтарнӑ.

Как только рана начала залечиваться, стал сплавлять плоты на реке Илеть.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем виҫҫӗшӗ те Мускав юханшывӗ хӗррипе утрӗҫ.

Полчаса спустя они все трое шли по берегу Москвы-реки.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Иккӗшӗ те вӗсем Вайкато юханшывӗ таврашӗнчи шултӑра йӑхсен ҫулпуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсен иккӗшин те прависем пӗр пекех.

Оба они были вождями крупных племён на Вайкато и обладали равными правами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен хушшинче Похайвен юханшывӗ Вайкатона кӗнӗ вырӑнта Каи-Куму кимми ҫине ларнӑ маориец та пур.

В том числе тот маориец, пирога которого присоединилась к пироге Каи-Куму у притока Вайкато — Похайвена.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней