Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир ахаль ҫеҫ пӑлханнӑ пек тума килӗшес ҫукчӗ вӗт.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та эсир халӗ пӑлханнӑ пек пӑлхансан, асра хӑварассин законӗсем пӑсӑлаҫҫӗ, эсир манса кайма пултаратӑр.Но в таком волнении, как вы теперь, законы запоминания нарушаются, и память может изменить вам.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кайса пӑхар, Давыдов хӑвах курӑн — Вӑл Давыдова йӗп-йӗпе пальто ҫаннинчен ярса тытрӗ те суха касси тӑрӑх ҫавӑтса кайрӗ; пӑлханнӑ пирки сӑмахӗсене каласа пӗтереймесӗр, ҫаплах мӑкӑртатса пычӗ: — Тарӑнӑшне виҫӗ вершук ҫурӑран кая мар сухалама йышӑнтӑмӑр, ку мӗн чухлӗ пулать?
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑлханнӑ хыҫҫӑн вӑл, яланхи пекех, лӑпланма, сӳрӗкленме пуҫларӗ.Он переходил от волнения к нормальному своему состоянию, спокойствию и апатии.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем вара иккӗшӗ те пӑлханнӑ, макӑрнӑ, ҫутӑ ӑс-тӑн ҫулӗпе малалла кайма пӗр-пӗрине тупа тунӑ.Оба волновались, плакали, давали друг другу торжественные обещания идти разумною и светлою дорогою.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мускавпа Питӗрти, Харьковри, Донбасри, Польшӑри, Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчи рабочисем пӑлханнӑ.Бастовали рабочие Москвы и Питера, Харькова, Донбасса, Польши, прибалтийских стран.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Общество пӑлханнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫапла вӗсем, суккӑр ҫынна ертсе пынӑ пек, пӑлханнӑ хула урлӑ тинӗс патнелле утрӗҫ — ачи малта, аслашшӗ ун хыҫӗнчен пырать.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чугун ҫул ҫинче, пӗрмай тенӗ пекех, пӑлханнӑ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӑнӳкерчӗк ҫинчен ыйтсан, Саня кӑштах пӑлханнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.Мне показалось, что Саня немного смутилась, когда я спросил о карточке.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, тем тери пӑлханнӑ пулин те, ҫак самантра вӑл чӑн-чӑн тӑмана евӗрлех пулнине туйса илтӗм: сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле шуралса кайнӑ, пысӑк хӑлхисем хӗрелсе тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ кӑштах пӑлханнӑ пек пултӑм, ара эпӗ ӑна ҫилентерес тесе ларман-ҫке-ха.Я немного смутился — именно потому, что сделал это, вовсе не думая его обидеть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн сӑнӗ, сивӗ пирки тата пӑлханнӑ пирки хӗрелсе кайнӑскер, хаваслӑ та телейлӗ пулчӗ, вӑл чӑнах та ӳсӗрӗлнӗ пек курӑнчӗ.Со счастливым, действительно пьяным каким-то лицом, пылавшим румянцем от мороза и возбуждения.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче хуллен калаҫнӑ, хӑш-пӗрисем палӑрмаллах пӑлханнӑ, чӗлӗм нумай туртнӑ, пӗр старший лейтенант кӑна ковёрсем тӑрӑх хӑйӗн тӗлӗнмеллерех, кӑштах сиккелекен уттипе калле-малле утса ҫӳрерӗ, Начальник патне пынисем пурте унта кӗрсе тухсан, — хӑй черечӗ ҫитсен, Мересьев тӳрех ҫаврака питлӗ майор ларакан сӗтел умне хыттӑн утса пырса тӑчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Силвио Александр Ипсиланти пӑлханнӑ вӑхӑтра етерис отрядне ертсе пынӑ пулать те, ӑна Скулоан патӗнчи ҫапӑҫура вӗлернӗ пулать.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах Дубровскийӗ илтеймерӗ те ку сӑмахсене, суранӗ ыратнипе тата хытӑ пӑлханнӑ пирки чунӗ тӑвӑрланса килнипе вӑл вӑйсӑрланса ҫитрӗ.Но Дубровский уже ее не слышал, боль раны и сильные волнения души лишили его силы.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӑлханнӑ чух е шыв лечебницинчен ӑшӑнса хӗрелсе таврӑнсан, ҫав ҫӗвӗксем ӑна пачах та илемсӗрлетсе янӑ, вара ҫавӑн пек минутсенче хӑйне тӗкӗр ҫинче курсан, Гвоздев макӑрса яма та хатӗрех пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑшри ҫапӑҫӑва ыткӑннӑ чух вӑл нихҫан та вилӗм ҫинчен шутламан, чӗри кӑна темӗнле хаваслӑн пӑлханнӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950