Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кам сăмах пирĕн базăра пур.
кам (тĕпĕ: кам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам суйласа илнӗ ӑна?

Кто его выбрал?

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Кам юр купаларӗ, тепри шыв сапрӗ.

Кто снег возводил, кто водой поливал.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать.

На мероприятиях любой сможет записать репортаж.

Республика кунӗ умӗн этнокультура комплексне уҫӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11650.html

Эпир Элинӑна сӑнама пуҫларӑмӑр - кам патне ытларах туртӑнать вӑл?

Мы начали присматриваться к Элине - к кому она больше тянется?

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Кам суйланӑ?

Кто выбирал?

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Кам чаваланма пултарнӑ ман сӗтелте?

Кто смеет рыться в моем столе?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам килсе кӗчӗ хӑвӑр патӑра — ҫын-и, ашак-и?..

Кто к вам пришел — человек или осел?..

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ав кам сутнӑ ӑна!

Вот кто предатель!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсир кам тетӗр вара?

— А вы кого имеете в виду?

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянова сутаканӗ Мунчо тесе, кам каларӗ сире?

Кто вам сказал, что предатель — это Мунчо?

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл комитетра кам тӑнине те, ларӑвӗ ӑҫта пуласса та пӗлетӗп…

И кто входит в состав этого комитета, и где он заседает…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пек пулӑшаканни, — кам иккенне пӗлтермешкӗн те вӑхӑт ӗнтӗ, — тухтӑра чи малтанхи хут хупсассӑнах Марко бая вӑрттӑн пулӑшма пултарнӑскер, ватӑ бей арӑмӗ пулчӗ (вӑлах пулма кирлӗ иккенне Ровоама хаджи пӗррехинче каҫхи кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра тӗшмӗртсе илес пек шухӑш тытнӑччӗ).

Этим союзником, — пора уже нам назвать его, — тайно помогавшим Марко освободить доктора и после первого ареста, была (как правильно догадалась однажды Хаджи Ровоама посреди вечерней молитвы) жена старого бея.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бойчо кам пулнине пӗлсен пӗтӗм ватти-вӗтти тӗлӗнсе кайрӗ.

Все от мала до велика были потрясены, узнав, кем оказался Бойчо.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫийӗнчен тата кунта мана унран урӑх никам та пӗлмест, вӑл та хам кам ывӑлӗ иккенне каласа панинчен кӑна пӗлчӗ.

К тому же я был убежден, что меня там никто не знает, кроме него; да и он бы не узнал, не скажи я ему сам, кто я такой.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам вара вӑл?

Помоги переводом

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада тӗлӗнсе пӑхрӗ ҫав ҫырӑва, кам ҫырнине пӗлеймерӗ, унтан ӑна уҫрӗ те вулама тытӑнчӗ.

Рада, увидев на конверте незнакомый почерк, удивилась, но вскрыла письмо и стала читать.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тата кам сӗтӗрӗнсе килет? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ тухтӑр, тул енчен каллех ура сасси илтӗнсен.

— Кого опять черт несет? — заорал в отчаянии Соколов, снова услышав чьи-то шаги.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирек кам та ӑна кӗтнӗ хӑна пек йышӑнать.

Весь городок видел в нем желанного гостя.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла вара кунта ӑна чӑннипе кам иккенне пӗлекен те ҫук, вӑл сакӑр ҫул хушши Азири тӗрмесенче ларнӑ, унта ҫанталӑкӗ те йӑлтах урӑхла, сывлӑха йывӑр кӳрет, пайтах хӗн-хур курнипе те унӑн сӑнарӗ самай улшӑннӑ.

К тому же если б кто и знал его раньше, вряд ли узнает теперь, после того как восьмилетнее заточение в Азии, тамошний климат и перенесенные страдания до неузнаваемости состарили и изменили его.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс, ачам, грексен чуралӑхӗнчен пӑлхарсене кам хӑтарнине кала, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтараканӗ тупӑнать вӑл…

Ты скажи, родная, какой царь освободил болгар от греческого рабства, а от турецкого ига найдется кому их освободить…

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней