Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӳтлесе (тĕпĕ: шӳтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Барон, эс шӳтлесе кулатӑн. Итлес килмест ку сӑмаха».

Помоги переводом

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Марине, хӗпӗртенипе, хӗрарӑмсемпе шӳтлесе те илет.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аван-и, савнӑ туссем? — яланхи пекех шӳтлесе сӑмах хушрӗ Михала хӗрсене.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫмалли нумай, — унӑн шӳтлесе каланӑ сӑмахне йышӑнмарӗ Михала.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремль хапхинчен тухсан ҫынсем хӑйсене ирӗклӗн туйрӗҫ, хыттӑн калаҫма, шӳтлесе кулма, парнисене ҫавӑра-ҫавӑра пӑхма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра Нухай мӑрсисенчен пӗри шӳтлесе илесшӗн пулчӗ: — Ҫакӑн пек чечек хан пахчинче ытлашши пулас ҫук, вӑл ӑна илем кӳрсе ҫеҫ тӑмалла, — терӗ.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем аслӑ Атӑл ҫинчен, киле юлнӑ савнисемпе арӑмсем ҫинчен, Хусан хули ҫинчен пӗрре шӳтлесе, тепре чунтан хурланса юрӑсем тӑсрӗҫ.

Помоги переводом

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пыр та калаҫ санпа — эпир сана режиссер тесе шутлаттӑмӑр, эс тухтӑр иккен, — шӳтлесе алӑ пачӗ Илларионов.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку вырӑна пирӗн «Капранов бухти» темелле мар-ши? — терӗ Эльгеев шӳтлесе.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ырӑ кун, Тарзан! — каччӑна шӳтлесе саламларӗ Зина.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тайма пуҫӑм чӑвашсен Пирвайхи сывлӑх туррисене, — шӳтлесе пуҫ тайрӗ пирӗн умра Иван Мучи.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Прошу любить и жаловать, — терӗ шӳтлесе, унтан вӗр-ҫӗнӗ халат шкапран илсе пачӗ:

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ну, ну, эп кӗвӗҫме пултарӑп, — шӳтлесе илчӗ Тал-Мӑрса.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ни пуха ни пера, Павлик! — терӗ шӳтлесе Аля, Вьетанӑн «Балладӑпа полонезне» чарӑнса тӑмасӑр выляса тухнӑ хыҫҫӑн.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ан ҫилленер, тархасшӑн, эп шӳтлесе ҫеҫ сире ятран чӗнтӗм.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тупата турӑ, вӑт! — шӳтлесе хӗрес хывса ӗнентерчӗ Паша.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗншӗн унран шӳтлесе кулнине те тавҫӑрса илеймесӗрех юлчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Максимов халиччен чылай ҫӗрте вырӑс артисчӗсемпе курнӑҫнӑ, вӗсемпе пӗрле Чистайра, Елабугара ҫӳренӗ, сцена ӑстисем пӗр-пӗринпе шӳтлесе, французла калаҫнине илткеленӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев мӗншӗн Ломов мар? — шӳтлесе те илчӗ Саша.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Каҫару ыйт пирӗнтен халех!.. — хушрӗ Соня шӳтлесе.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней