Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран тин Володя партизансем сӑмахланинчен ҫакна пӗлчӗ: фашистсен командованийӗ хӑйсен салтакӗсене, ҫӗр айӗнчи тӗттӗме анма хӑрушӑ ан пултӑр тесе, ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ иккен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗттӗме пӗр самантлӑха ялтӑртаттарса, ҫав вырӑнтах Макаров ывӑтнӑ граната ҫурӑлчӗ.Мгновенным ослепительным швырком распарывая тьму, там взорвалась граната, пущенная Макаровым.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗр минутран виҫҫӗшӗ те, ҫурри ишӗлнӗ тарӑн пусӑ тӗпӗнчи тӗттӗме ҫитсе, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса тӑчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурин те сасартӑк кантӑк витӗр пӑхас килчӗ, хӗвел, тинӗс курас килчӗ, ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пек пурӑнас килчӗ, каҫ тата ҫӗрлехи тӗттӗме ҫеҫ мар, кашни кун ир пуласса кӗтеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑн куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнипе тата ҫӳлтен ӳкекен ҫутӑ ку тӗлте чылаях ҫутатнипе, кӑшт курма май пулнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав тери вӑтаннипе вӑл, тӗттӗме пӑхмасӑр, хӗрелсе кайрӗ; пӗтӗм ӳт-тирӗ унӑн ҫийӗнчех йӑспа витӗнсе ларчӗ, урисемпе ҫурӑмне пин-пин йӗп харӑссӑн чиккелерӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Подпоручик ҫатан ҫумӗпе хыпалашса, аллипе унран тыта-тыта пычӗ, куҫӗ тӗттӗме хӑнӑхасса кӗтрӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн йӑваш ҫути урайне ӳкнӗ те ҫурта лартнӑ вырӑна ҫавӑрса тӗттӗме ҫутатать.Тусклый свет ее падал на пол, выделяя из тьмы небольшое округлое пространство.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна сасартӑк пӗр ҫутӑ курӑнса кайрӗ, ҫути ытла ҫутах та мар, йӑлтӑртатса ҫунмасть.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вил тӑпри ҫинчи мӗлкесем пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑна-курӑна каяҫҫӗ, тӗттӗме пула вӗсем е хытса тӑран чӗрӗ ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ, е тупӑксенчен пилӗк таран туха-туха тӑнӑ вилесем пек курӑнаҫҫӗ.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Манах пӳлӗмӗсен чӳречисем каҫхи тӗттӗме тинкерсе пӑхакан куҫсем пек туйӑнаҫҫӗ.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫӗрлехи тӗттӗме куратӑн пуль эс? — ыйтрӗ тухтӑр.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун хыҫҫӑн пӑшалпа ҫине-ҫине кӗрӗслеттерчӗҫ, тӗттӗме пула ӑна пульӑ тивмерӗ.Сзади раздалось несколько выстрелов, но в спасительной темноте пули не задели его.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кайран вара вӑл — те тӗттӗме хӑнӑхса ҫитрӗ, те курнӑ пек кӑна туйӑнчӗ-ши — чӳрече патӗнчи кӗтесре пӗр ҫын ниҫталла хускалмасӑр тӑнине курах кайрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шиклӗх мӗлке пек тарать Килекен ҫап-ҫут кунран; Ҫута, ӑшӑ, аромат Тӗттӗме, сивве тартать; Ҫӗрӗк шӑршӑ тамалать, Ырӑ шӑршӑ сарӑлать…
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтан, куҫ тӗттӗме хӑнӑхиччен, Давыдов лупас тӑрринчи шӑтӑкран сарай варрине тирпейсӗр купаласа хунӑ утӑ купи ҫине ӳкнӗ хӗвел урисӗр пуҫне урӑх ним те курмарӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Утӑ сарайӗнче хӑрушла тӗттӗм, кирек епле усал-тӗсел те тӗттӗме юратать-ҫке.На сеновале — страшенная темень, а всякая нечисть темноту уважает.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл тӳрленсе тӑнӑ, кӗтнӗ, анчах патруль, ун ҫине алӑ ҫӗклеме шутламасӑр е йӗрӗнсе, иртсе кайнӑ; хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем унран, вилӳтрен пӑрӑннӑ пекех, аякранах пӑрӑнса иртнӗ, вӑл пур — тӗттӗме тӑрса юлнӑ та, унтан каллех, хула инкекӗ пек пулса, тӗм-хура курӑнса, чӗнмесӗр, урамран урама пырса кӗрсе, пӗччен, шӑппӑн таҫталла утнӑ; ун хыҫӗнчен, ӑна хӑваланӑ пек, кичем сасӑсем хурлӑхлӑн илтӗнсе пынӑ: вӗсем йынӑшнӑ, йӗнӗ, кӗлтунӑ тата ҫӗнтерӳ шанӑҫне ҫухатнӑ салтаксем салхуллӑн калаҫнӑ сасӑсем пулнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Йӗри-тавралӑх шӑпланчӗ: пурнӑҫ пиртен таҫта шӑвӑнса кайнӑн, ун сасси тӗттӗме путса ҫухалса пынӑнах туйӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тӗттӗме касса, тинӗсе кӗмӗл ҫутӑпа ҫутатакан сивӗ те сенкер йӑлтӑркка темле ӑнланмалла мар япала пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.