Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшламасӑрах ҫӑварне Егорушка кӗпҫе витӗр юхакан шыв пайӑрки тӗлне тытрӗ; унӑн ҫӑварне сивӗ пулса кайрӗ, тата вӑл ҫавӑнтах варӑш кӗпҫи тутине сиссе илчӗ; малтан вӑл ӗҫес килнипех ӗҫрӗ, унтан — ирӗксӗртереххӗн, юлашкинчен — ҫӑварти сивӗ пӗтӗм ӳте куҫса сарӑличчен, шыв кӗпе тӑрӑх юхма тытӑниччен.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
«Сивӗ кунта, эпӗ сивве юратмастӑп, — терӗ Жюли, — ӑҫта та пулин каяс пулать…— Здесь морозно, я не люблю холода, — сказала Жюли, — надобно куда-нибудь отправиться.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳмелемен жилетка витӗр пер чарусӑрах сивӗ нӳрлӗх ҫапать, анчах пысӑк кӗлетки, мозоль пек хытса ларнӑскер, сивӗ мӗн иккенне туймасть пулмалла.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Халӗ вӑл, пӗркун паркра ӑнсӑртран хурланса, вӗри куҫҫулӗпе макӑрнӑ пек мар, пӗр хавассӑр, сивӗ куҫҫульне юхтарса йӗчӗ; кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫапла хире ним шеллемесӗр ислентерет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сулхӑн ҫил ун питне касать, сивӗ хӑлхине чӗпӗтет, ҫӑварӗпе карланкине сивӗ сывлӑш питӗрет, чӗри вара савӑнӑҫпа хыпса илет — вӑл ыткӑнса чупать, ӑҫтан кӑна урисем ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй вара ҫухӑрать те, ахӑлтатать те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗл, пырса перӗнме ҫук сивӗ кӑмӑллӑ пике пек, вӑхӑтлӑ килекен ӑшӑччен хӑй кӑмӑлне чарса тӑрать; ӑнсӑртран ӑшӑткаласа виртлемест, халиччен илтмен сивӗсемпе ҫынна авса пӑрахмасть; пурте кулленхи ҫутҫанталӑкӑн палӑртса хунӑ тивӗҫлӗ йӗркипе пулса пырать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача хӑранипе тата сивӗрен чӗтресе, пӑр пек сивӗ чӳрече янаххи ҫинче ларнӑ, питне вӑл ҫумӑрпа йӗпеннӗ кантӑк ҫумнех хурса, тӗттӗм урамалла куҫне илмесӗр пӑхнӑ, ӑна халӗ те унта вилӗм ҫӳренӗ пек туйӑннӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Епле халь пӗрле пулас килет манӑн», — вуланӑҫемӗн вулатӑп та эпӗ ҫак сӑмахсене, вӗсем мана сивӗ те пушӑ пек туйӑнаҫҫӗ, пушӑ та сивӗ пӳлӗмре хамӑн шыв ҫине ӳкнӗ сӑнӑмпа калаҫнӑ пек.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупать, малтан мана вӗри, унтан сивӗ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сывлӑш нӳрӗ пулнӑ, вӑл кӗрхи шӑршӑсемпе тулнӑ, хӑш ҫӗрте сулхӑн та сивӗ, тепӗр ҫӗрте ӑшӑ та пӑчӑ пулнӑ, ҫак тӗтре кӳллинче хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пулнӑ пек, хӑйӗн ӑшӑ та сивӗ юхӑмӗсем пулнӑ пек туйӑннӑ…
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Таҫта хыҫалта анса ларакан хӗвелӗн сивӗ пайӑркисем хыр тӑррисем ҫине ӳксен, вӑрманта кун ҫути тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра, ӑна, ҫул хӗрринчи уртӑш йывӑҫҫи пусса ларнӑ лупашкара хӑрушӑ картина курӑнса кайрӗ те, — унан ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ, ҫӳҫӗсем шлем айӗнчех вирелле тӑрса кайрӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Сивӗ карчӑк», «сивӗ ҫын» тесе шутлаҫҫӗ ҫак хӗрарама.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫук, пурпӗрех сивӗ, сивӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«1941 ҫулта хӗл ҫав тери сивӗ килчӗ. Хушӑран сывлӑш температури 45 градус таран сивӗччӗ», — ҫапла каласа паратчӗ Мария Игнатьевна Кутаркина, шкулта вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ педагог.
Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
14. Лаодики Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Аминь ятлӑскерӗ, шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен, Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ ҫапла калать: 15. сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ!
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑрпа витӗннӗ сивӗ камера ӗҫленӗ чухне холодильникӑн энерги илесси 20 процента яхӑн пысӑкланать.
Эпир усӑ куракансем // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... kurakansem
Сивӗ сӑмах каласа хӑртма юрамасть.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
Ҫак кун тӗнчипех сивӗ тутлӑ апата тутанас тӗлӗшпе фестивальсем, дегустацисем тата ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери пылак пӑр кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Анчах часах ҫуррине ытла хӑварчӗҫ, мӗншӗн тесен пурте ҫӳлте тытӑнса тӑраймарӗҫ: тусем ҫинче сивӗ те вӑйлӑ авӑрланӑ сывлӑш.
Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856