Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таса сивӗ сывлӑшра, пӑр пек сивӗ каҫхине кашни сас хыттӑн, уҫҫӑн янранӑ.В чистом морозном воздухе, в полной тишине ледяной ночи малейший звук раздавался громко и явственно.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шатӑр сивӗ — ҫӗре те, пӗлӗте те хыпкӑчпа хӗстернӗ пекех ҫавӑрса тытнӑ, икӗ ҫул хӗресленнӗ вырӑнта йӑпшӑнса ларнӑ яла та сивӗ хаяррӑн пӑчӑртаса лартнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫавӑнтан вара вӑл пӗр уйӑх хушши, кулленех ҫав вырӑна кайса, ывӑлӗ ҫине пӑхнӑ, вӑл епле шӑнса хытнине, сивӗре унӑн сӑнӗ тимӗр пек хуралса пынине, сивӗ унӑн ҫара урин тупанне ҫурса сӗвеленине курнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫапӑҫу пулса иртнӗ кун, вӑл вилнӗ кун та ҫав тери сивӗччӗ, — вилнисене вӑл сивӗ, ҫав самантрах хӑйӗн хыпкӑчисемпе тытса, вӗсен кӗлеткисенчен чул туса хунӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑйпе юнашар палуба ҫине вӑл карҫинкипе ҫыххине хучӗ те, — сивӗ те йӗпе карлӑксене ҫатӑрласа тытса, пӑрахут хӳринче тӑрать, сивве те, витӗрех касакан кӗрхи ҫиле те сисмест.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анчах унӑн уҫӑлтарса яракан сивӗ аллисем, сивӗ сывлӑш, унӑн аллине сӗртӗнекен юрпа йӗпеннӗ пальтовӗн мамӑк пек ҫӑмӗ — ҫаксем пурте пӗтӗм кӑмӑла ҫавӑрса илмелле телейлӗхӗн туйӑмне ҫӗклентерсе янӑ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Каҫӗ сивӗ, шартлама сивӗ пите чӗпӗтет, уссипе куҫ тӗкӗсем утса пынӑ ҫӗртех пӑрланаҫҫӗ.Вечер был морозный, стужа обжигала лицо, на ходу леденели усы и ресницы.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халӗ сивӗ мар, кӗтсе тӑр, ҫитет акӑ сивӗ!
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр ывӑҫ пӑр пек сивӗ вӑрлӑха ывӑҫласа илчӗ, вара, пирвайхи хут пулас, сивӗ унӑн хулӗ тӑрӑх хӑпарса, чӗре патнех ҫитрӗ.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Халӗ ҫуркунне мар пулин те, сивӗ ҫумӑрсем ҫунӑран крыльца ҫинче сивӗ пулин те, ҫӳхе тумпа ӳт-тир ҫӳҫенет пулин те, ҫак хура кӗр кунӗнче Таньӑна ӑшӑ.
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тӳпе, уйӑх, сивӗ ҫутӑра йӑлтӑртатакан сивӗ юр, кӑшт ҫеҫ палӑракан уй-хир — ҫаксем пурте чуна темле ӗнтӗркеттереҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ, канлӗх кӳреҫҫӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сивви те сивӗ, выҫлӑхӗ те хӑй ӗҫнех тӑвать.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах тепӗр эрнерен, шыв хӗрринчи пристаньсенче вутӑ шаршанӗсем тусем пек ӳссе ларсан, сивӗ шыв тата кӗрхи витӗр шӑнтакан сивӗсем юнра пытанса тӑракан тӑшмана вӑратрӗҫ те, Корчагин вӗриленсе кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Шартлама сивӗ хӗл килсе колоние йӑлтах пушатса хӑварнӑ, ҫитменнине тырӑ пулманнипе пулнӑ выҫлӑх хӗл сиввинчен хӑтӑлса юлнисене вӗлерсе пӗтернӗ.Жестокая зима опустошила колонию, а неурожай и голод добили тех, кого пощадил холод.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шӑмма ҫити шӑнтакан кӗрхи пӗр сивӗ каҫ ӗҫхалӑхӗн темиҫе теҫетке пин ывӑлӗсем, ҫӗр каҫа Сиваш урлӑ каҫса тӑшмана хыҫалтан пырса ҫапас шутпа, тинӗс пырӗн сивӗ шывне кӗрсе кайнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫурхи март уйӑхӗ тӑрать, анчах каҫсенче йывӑҫсем сивӗпе декабрь уйӑхӗнчи пек шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ, чӗлхене кӑларнӑ-кӑларман сивӗ чӗпӗтсе илет.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Чартков хӑй хваттерӗн малти чӑтма ҫук сивӗ пӳлӗмне кӗчӗ; анчах художниксем хӑйсен малти пӳлӗмӗ сивӗ пулнине асӑрхамаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Анчах нумайлӑха мар: унӑн кӑкӑрӗ тепӗр хут сивӗпе ҫӳҫенчӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗ тӑрӑх сивӗ сӑрлатса анчӗ…Но ненадолго: в грудь опять проник неприятный холодок и пополз по всему телу…
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ пӑра ҫӗмӗрсе шыв сиввипе сивӗ маррине ӗҫ пӗлесшӗнччӗ.Я хотел только сломать лед, чтобы потом попробовать воду рукой.
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
Витӗр касакан сивӗ сӑмса шӑтӑкӗсенчен чӗпӗтет, сывлӑша пӳлӗнтерет, анчах ҫак сивӗ ҫанталӑка Иннокентий чунтан кӑмӑллать.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.