Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухрӑм (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӑр сӑрчӗ ҫийӗпе авкаланакан тӑвӑр сукмака эпӗ, пӗтӗмпе тенӗ пекех, чупса тухрӑм.

Почти бегом пробежал я узкую тропинку, вившуюся по песчаному пригорку.

XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эпӗ сасартӑк, Ярмола лашана, ахӑртнех, тӑварӑнтарма ӗлкерейменнине аса илсе, тӗлӗннӗ кантурҫӑна пӗр самах каламасӑрах, картишне васкаса чупса тухрӑм.

Я вдруг вспомнил, что Ярмола, наверно, не успел еще расседлать лошадь, и, не сказав изумленному конторщику ни слова, поспешно вышел на двор.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эпӗ вара аран-аран кӑна хӑтӑлса тухрӑм

А я насилу-насилу вырвалась…

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫавӑнпа эпӗ ку хулӑн кӗнекене (Надежда Кириллова. Ман поэзи театрӗ — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. Вырӑсла, чӑвашла. — 560 с.) ҫав курӑм витӗрех вуласа тухрӑм.

Поэтому я эту толстую книгу (Надежда Кириллова. Мой театр поэзии — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. По-русски, по-чувашски. — 560 с.) прочитал сквозь это видение.

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

— Ҫук, эпӗ сирӗн пата кӗрсе тухрӑм; унта эсир тухса кайнӑ, тесе пӗлтерчӗҫ.

— Нет, я к вам зашел; там сказали, что вы ушли.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Мухтав турра, паян кӗнекен пӗр листине пӑхкаласа тухрӑм!» — шухӑшларӗ вӑл.

«Слава Богу, что я пробежал сегодня лист книги!» — подумал он.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑвӑннех; сире эпӗ пӗтӗм пурнӑҫӑма халаларӑм, сирӗншӗн отставкӑна тухрӑм, ниҫта тухмасӑр лартӑм…

У себя же; для вас я посвятил всего себя, для вас вышел в отставку, сижу взаперти…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир мана панӑ кӗнекене вуласа тухрӑм, каялла илсе килтӗм, — хуравларӗ Новиков Войничӑн «Овод» кӗнекине тӑсса панӑ май.

— Принес книжку, которую вы мне дали почитать, — ответил Новиков и протянул «Овод» Войнич.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Илтетӗп, эсир сассӑра памастӑр, ну, эпӗ сирӗн йӗрӗр ҫине ҫаврӑнса тухрӑм вара…

Слышу, что вы голоса не подаете, ну я и вернулся на ваш след…

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

«Карап тинӗсре куҫса ҫӳренин математика формулипе эпӗ 30 ҫул интересленетӗп ӗнтӗ. Ҫак ыйтупа пичетленнӗ мӗнпур статьясене вуласа тухрӑм. Ку тарана ҫитиччен ҫак ыйтӑва Крылов статйинчи пек тӗплӗн уҫса панине курманччӗ-ха», — тенӗ обществӑн вице-президенчӗ В.Уайт.

«Я интересуюсь проблемой математического выражения движения корабля в море уже тридцать лет. Я изучал все статьи, посвященные этой проблеме… и я должен признаться, что мне еще не приходилось сталкиваться с такой ясной разработкой этой проблемы, какую мы видим в данной статье», — резюмировал вице-президент Общества В. Уайт.

Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсен шӑрши те ҫӗнӗ, тата кашнин ҫинчех этикетка пур, тӗрӗслесе тухрӑм.

Они даже пахнут, как новые и у всех этикетки. Я уже проверил.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хам та пӗлместӗп: мӗншӗн йӑтса тухрӑм эпӗ ӑна килтен?

Я принесла его с собой, так, сама не знаю, для чего,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ ӑна вуласа тухрӑм та ҫав страница вилӗмсӗрех тӑрса юлчӗ.

Я прочёл её — и она оказалась бессмертной.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ паян хулана тухрӑм та, сире кӗрсе курас терӗм.

А я вышел сегодня в город — и дай, думаю, заскочу до своих родичей.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ урамалла тухрӑм.

Я вернулся на улицу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Университетран тухрӑм та чарӑнӑва утатӑп, мур кушакӗ таҫтан сиксе тухрӗ тата, ман ҫула пӳлсе чупса та каҫрӗ.

Вышла из университета и иду на остановку, вдруг, откуда ни возьмись, выбегает проклятая кошка и перебегает мне дорогу.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп.

Я прочёл заметку тысячу раз, я выучил её наизусть.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катьӑна шыраса тупма ӗмӗтленсе, е ун ҫинчен мӗнле те пулин хыпар пӗлес тесе Ярославле тухса кайнӑ май, сан патна кӗрсе тухрӑм та, эсӗ килте пулманнишӗн питӗ кӳрентӗм.

 по дороге в Ярославль, где надеюсь найти Катю или хоть разузнать о ней, заехал к тебе и, к глубокому сожалению, не нашёл тебя дома.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аэродромран тӳрех Садовой урамне тухрӑм, Воротниковски урамӗпе Кораблев патнелле ҫул тытрӑм, — юрать-ха, пӗтӗм багажӑм та аллӑмри пӗчӗк чемоданӑм кӑна.

Прямо с аэродрома я поехал на Садовую, в Воротниковский переулок, к Кораблёву, — благо весь мой багаж составлял маленький чемоданчик.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нева патне тухрӑм та ирӗксӗрех адмиралтейск шпильне асӑрхарӑм, вӑл авалхи, гравюра ҫинчи пек, йӑлтӑртатмасӑр тӑрать — мӗн калассине те пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫавӑнта эпир Катьӑпа вӑрҫӑ пуҫлансан сывпул тесе каларӑмӑр, анчах мана Испание каяс умӗнхи сывпул тени тӳрех асӑма килчӗ.

Я вышел к Неве, невольно нашёл глазами адмиралтейский шпиль, и не знаю, как передать, но это было Катино — то, что он потускнел, как на старой гравюре. Мы не простились, когда началась война, но другое прощание, перед Испанией, так живо вспомнилось мне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней