Поиск
Шырав ĕçĕ:
Штольцӑн сӑнӗ мӗнле улшӑнӗ, вӑл Ольга ҫине мӗнлерех пӑхӗ, мӗн калӗ, мӗн шухӑшлӗ кайран? — ҫакӑн ҫинчен Ольга хӑраса шухӑшлать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак йывӑрлӑхран мӗнле хӑтӑласси ҫинчен асапланса шухӑшлать вӑл, анчах ӗҫ мӗнле пӗтессе, ун тӗллевне чухлаймасть.Она мучилась и задумывалась, как она выйдет из этого положения, и не видала никакой цели, конца.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ача вӑл, Ольга! — шухӑшлать Штольц тӗлӗнсе; — вӑл манран та иртсе каять!»«Это дитя, Ольга! — думал он в изумлении. — Она перерастает меня!»
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӗлкӗрейместӗр, вӑл, курӑр ак, халех килсе кӗрет; эсир чирлӗ пуль, тесе шухӑшлать вӑл.— Не успеете: они, того и гляди, войдут; они думают, что вы нездоровы.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӗрре йӑлкӑшса кулать, тепре макӑрса яма та хатӗр е тата куҫхаршисене пӗрсе тем шухӑшлать.То улыбка блеснет у ней, то слезы явятся, то складка над бровью заиграет какой-то мыслью.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Обломов ҫине хӑвӑрттӑн пӑхкаласа илет те, унӑн пичӗ ҫинче палӑракан кӑткӑсах мар шухӑша вулать, унтан ҫапла шухӑшлать:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Мӗн пулчӗ ӑна? Мӗн шухӑшлать, мӗн тӑвать вӑл халь? — асапланчӗ Обломов шухӑшласа. — Туршӑн та, нимӗн те ӑнланаймастӑп!»
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ман ҫинчен шухӑшлать; вӑл маншӑн ҫав тери хӗрӳленсе юрларӗ, музыка пире пӗр-пӗрине килӗштерчӗ.Она обо мне мечтает; для меня пела она так страстно, и музыка заразила нас обоих симпатией.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Мӗн калаҫаҫҫӗ-ха вӗсем ман ҫинчен?» — шухӑшлать Обломов, шикленнипе вӗсем ҫине хӑяккӑн пӑхса, Вӑл тухса та каясшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах Ольга инкӗшӗ ӑна хӑй ҫумне чӗнсе илчӗ те, калаҫакансем пурте курмалла ҫӗре лартрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл йӗри-таврана хурлӑхлӑн пӑхать, пурнӑҫри яланхи сиене, инкеке кӑна курать, пӗрмаях леш асамлӑ тӗнче ҫинчен шухӑшлать, — унта усал та, хуйхӑ та ҫук, тӑрӑшса ӗҫлени те кирлӗ мар, унта Милитриса Кирбитьевна пурӑнать, унта ҫав тери лайӑх тӑрантараҫҫӗ, ахалех тумлантараҫҫӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ах, хӑпарса каятех, пӑхса ҫеҫ тӑр, ҫак кӑлтӑрмач галерея ҫине хӑпарса каятех, — ыйхӑ витӗр тенӗ пекех шухӑшлать вӑл, — е тата… типӗ ҫырмана…»
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирхине вырӑн ҫинчен тӑрать те чей ӗҫсенех диван ҫине выртать, пуҫне аллисемпе тӗревлесе, вӑйне хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫпе пуҫӗ ыратакан пуличченех тата кӑмӑлӗ лӑпланичченех шухӑшлать: халӑх ырлӑхӗшӗн паян ҫителӗклӗ таранах ӗҫлерӗм, тет вара.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл темиҫе ҫул хушши, ывӑна пӗлмесӗр план тӑвать, шухӑшлать, утса ҫӳренӗ чухне те, выртнӑ чухне те, ҫынсен хушшинче те уйлать; е хушса хурать, е тӗрлӗ статьясене улӑштарать, е ӗнер шухӑшласа тупса ҫӗрле манса кайнине астуса илет; тепӗр чухне тата сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ шухӑш килсе тухать те, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗреме тытӑнаҫҫӗ, вара — ӗҫ каять!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Обломов шарламарӗ; вӑл ӑна паҫӑртанпах итлемест, куҫне хупса, тем шухӑшлать.Но Обломов молчал; он давно уж не слушал его и, закрыв глаза, думал о чем-то другом.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ҫыннӑн сӑн-сӑпатӗнче, йӑлинче е кӑмӑлӗнче мӗнле те пулин паллӑ тупасшӑн чылайччен шухӑшлать вӑл, юлашкинчен вара аллине сулать те: — Ни тӑпӑрчӑ, ни турӑх, ни качака, ни сурӑх! — тесе хурать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсенче Алексей Николаевич тӗрлӗ аварисем ҫинчен каласа кӑтартать, карапсем мӗншӗн путнин сӑлтавӗсене ӑнлантарать, аварисем малашне ан пулччӑр тесе мӗн тумалли пирки шухӑшлать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тем шухӑшлать, шутлать, хут ҫине тем ҫырать.Что-то обдумывает, прикидывает, пишет на клочке бумаги названия кораблей.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл хӑй те ун пекрех шухӑшлать.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Чӑн-чӑн Илья Муромец вӗт ку. Акӑ кама сӑнламалла Васнецов художникӑн», — шухӑшлать Крылов ӑна хӑйӗн хучӗсене тӑсса панӑ май.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.