Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан авланнӑ та вӑл арӑмне ҫӗре чикнӗ.

Он был женат и свел жену в могилу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, пӗлетӗн те пуль-ха эсӗ, тахҫан ман тӑван пурччӗ.

Может быть, тебе известно, что у меня был некогда брат.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ карчӑкӗ кинона ҫӳреме юрататчӗ, вӑл пӗр картинӑна та курмасӑр сиктермен, Николай Антоныч унпа ҫӳретчӗ, тахҫан малтан билет та илсе хуратчӗ.

Старушка любила кино, не пропускала ни одной картины, и Николай Антоныч ходил с нею, даже заранее брал билеты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ҫине пӑхнӑ май, тахҫан ӗлӗк-авал ӑс-тӑнлӑ шутланнӑ ҫынсен шухӑшӗ аса килсе кайрӗ мана.

Глядя на них, я вспомнил, что были некогда люди премудрые.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ӑҫта пирӗн пек ухмахсен чей ларса ӗҫме, — терӗм ӑна эпӗ, Пушкин ҫырнӑ юрӑри тахҫан иртнӗ вӑхӑтри чи пултаруллӑ тӑсланкӑсенчен пӗрин мухтаннӑ сӑмахне аса илсе.

— Где нам, дуракам, чай пить! — отвечал я ему, повторяя любимую поговорку одного из самых ловких повес прошлого времени, воспетого некогда Пушкиным.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тахҫан эпӗ йӑвашчӗ — мана юла юпать тесе айӑпларӗҫ: эпӗ вара шухӑшӑма пытарса тӑракан пултӑм.

Я был скромен — меня обвиняли в лукавстве: я стал скрытен.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунти ученӑйсен шухӑшӗпе ку провал тахҫан сӳннӗ кратер пулнӑ имӗш, урӑх ним те мар; вӑл Машук сӗвекӗнче, хуларан пӗр ҫухрӑмра тӑрать.

По мнению здешних ученых, этот провал не что иное, как угасший кратер; он находится на отлогости Машука, в версте от города.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ хам та тахҫан юнкер пулнӑ-ҫке.

Я был сам некогда юнкером.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн кӑмӑллӑ сассине илтсенех, ман чӗрере тахҫан манса кайнӑ хускану хыпса илчӗ; вӑл хӑйӗн тарӑн та тӳлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ: темӗн ятланӑ пек те ӗненмен пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине.

Давно забытый трепет пробежал по моим жилам при звуке этого милого голоса; она посмотрела мне в глаза своими глубокими и спокойными глазами; в них выражалась недоверчивость и что-то похожее на упрек.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тахҫан пулса иртни тӗнчере урӑх никама та мана пӑхӑнтарнӑ пек пӑхӑнтармасть пулӗ.

Нет в мире человека, над которым прошедшее приобретало бы такую власть, как надо мною.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипе калас-ха тата, ҫав самантра ман чӗрене хам тахҫан пӗлнӗ кӑмӑлсӑр туйӑм ҫӳҫентерсе иртрӗ, вӑл туйӑм — хапсӑнассиччӗ ӗнтӗ; «хапсӑнасси» тесе хӑйсах каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хамран нимӗн те пытармастӑп.

Признаюсь еще, чувство неприятное, но знакомое пробежало слегка в это мгновение по моему сердцу; это чувство — было зависть; я говорю смело «зависть», потому что привык себе во всем признаваться.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хам та пӗлместӗп вара, темшӗн вӑл ман ҫине тӗлӗнмелле ачашшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл ҫапла пӑхса тӑни мана тахҫан ӗлӗк ҫавӑн пекех пӗр ачашшӑн пӑхаканскер ман пурнӑҫпа вылянине аса илтерчӗ.

И не знаю почему, но этот взор показался мне чудно-нежен; он мне напомнил один из тех взглядов, которые в старые годы так самовластно играли моею жизнью.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана.

разумеется, это им плохое утешение — только дело в том, что это так. В первой моей молодости, с той минуты, когда я вышел из опеки родных, я стал наслаждаться бешено всеми удовольствиями, которые можно достать за деньги, и разумеется, удовольствия эти мне опротивели.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир ҫав Чертовой улӑх тенипех ҫын пырса кӗмелле мар чӑнкӑ чул тусем хушшинче усал сывлӑшӑн йӑви пур-тӑр тесе шутлатӑр пуль ӗнтӗ, — ун пек мар вара: Чертовой Улӑх ячӗ чорт сӑмахран мар, «черта» сӑмахран тухса кайнӑ, тахҫан авал (кунта Грузи чикки пулнӑ.

Вы уже видите гнездо злого духа между неприступными утесами, — не тут-то было: название Чертовой долины происходит от слова «черта», а не «черт», ибо здесь когда-то была граница Грузии.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫул тахҫан ыраш уйӗ пулнӑ вырӑнпа пынӑ.

Дорога вела через бывшее ржаное поле.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл ыранхи кун ҫинчен мар, пулас ҫапӑҫу ҫинчен мар, вилмелле пуласси ҫинчен те мар, тахҫан Камышин хули хӗрринче вӗсем валли юрланӑ шӑпчӑк ҫинчен, «хӑйсен шӑпчӑкӗ» ҫинчен, Оля ҫинчен, тӑван хули ҫинчен шухӑшларӗ.

И думал он не о завтрашнем дне, не о грядущем бое, не о возможной смерти, а о далеком соловье, певшем для них когда-то на камышинской окраине, об «их» соловье, об Оле, о родном городке.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ольӑпа иккӗшӗ вӗсем ӑна тахҫан «хамӑрӑн шӑпчӑк», тенӗччӗ.

Вдвоем с Олей они его когда-то наывали «наш соловей».

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Апат ҫисе пӗтернӗ тӗле туссем ку ял мӗнле майпа упранса юлни ҫинчен пӗлчӗҫ: кунта тахҫан нимӗҫсен штабӗ тӑнӑ иккен.

К концу ужина друзья узнали: деревня сохранилась потому, что тут стоял когда-то немецкий штаб.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«Чӗре мӗн пулассине сисет», — тетчӗ амӑшӗ тахҫан.

«Сердце — вещун», — говорила когда-то мать.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Мересьева, кунта нихҫан та пулман пулин те, ку вырӑнсене тахҫан курнӑ пек, хӑй палланӑ вырӑнсемпе пынӑ пек туйӑнчӗ.

Поэтому-то Мересьеву, хотя и не был здесь ни разу, здешние места казались ем у знакомым, когда-то увиденными.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней