Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн инкек-синкекӗсем ҫакӑнпах пӗтмелле пулман иккен-ха: хальхинче кӗсре ӳкмест, ун вырӑнне вӑл пачах тӗлӗнмелле сиккелеме тытӑнать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗттӗм кипариссем, ҫинҫе тӑррисемпе мӑнаҫлӑн сулкалана-сулкалана, тухса пӗтмелле мар юхтараҫҫӗ те юхтараҫҫӗ хӑйсен сухӑрлӑ сывлӑмӗсене.Темные кипарисы важно раскачивают тонкими верхушками и льют свое смолистое дыхание.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл — ачанни пек уҫӑ куҫлӑ пысӑк ҫын — хӑйне ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫран кӑларса пӑрахать те, салхуллӑн кулкаласа, пурнӑҫа юрӑхсӑр, ҫавӑнпа та пӗтмелле ҫынсем хушшине тӑратать, эпӗ ҫын хӑйне ҫапла пӗтерме пултарнӑран ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм, мӗнпуринчен татӑлнӑ, йӑлтах хирӗҫлекен, кирек мӗн тӗлӗшӗнчен те хӑйсен хаярлӑхне кӑтартма хатӗр нумай босяксем шухӑшланине халиччен курманччӗ эпӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл пӗтмелле мар йышши.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц яланах тӗпченипе, Ольгӑн тимлӗ чӗмсӗрлӗхне пӗтерме тӑрӑшнипех пӗтмелле мар ӗнтӗ.Не может же оно всегда выражаться в этой вечной борьбе пытливости Штольца с ее упорным молчанием.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах мӗнле шухӑшланӑ-ха вӑл: мӗнпе пӗтмелле ҫакнашкал хисеп?Но как же она думала: чем должно разрешиться это поклонение?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, вӑл — хӑрушӑ ҫул, вӑл ҫулпа арҫын хыҫҫӑн кайма — питӗ хытӑ юратас пулать, пӗтмелле — ҫапах юратмалла.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах пурте пӗлеҫҫӗ, ӗҫ кунпа ҫеҫ пӗтмелле пулман.Между тем решительно всем было известно, что дело этим не заканчивалось.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗншӗн тесен апла пӗтме пултараймасть: тӗлӗнмелле пуҫланнӑ япала тӗлӗнмеллех пӗтмелле.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата, лагере яраҫҫӗ-и-ха, тен кунтах пӗтмелле пулать?
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Лашана кура, тӑшман вӗсене хӑйсене палӑртма пултарнӑ, вара разведчиксем пӗр минутрах пӗтмелле пулнӑ.Лошадь могла привлечь к ним внимание и в одну минуту погубить их.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
9-10. Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗр-пӗрне кӑшласа, ҫисе пурӑнатӑр пулсассӑн, сыхланӑр: пӗр-пӗрин урлӑ пӗтмелле ан пулӑр.15. Если же друг друга угрызаете и съедаете, берегитесь, чтобы вы не были истреблены друг другом.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ: 21. мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; 23. Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иудейсен вара пусӑрӑнми хурлӑх пуҫланнӑ, вӗсем хура куҫҫулӗпе йӗнӗ, ӗсӗкленӗ; хӑйсене кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк пӗтмелле тунӑшӑн хурланса ахлата-ахлата йынӑшни пур енчен те чӗрене ҫурасла илтӗнсе тӑнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем пашнесене пытанса питӗрӗнсе ларнӑ пулсассӑн та, Иуда вӗсене хӑватлӑн тапӑннӑ, вӗсене пӗтмелле тупаланӑ, пашнесене вут тивертсе, ҫынни-мӗнӗпех ҫунтарса янӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.