Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хул сăмах пирĕн базăра пур.
хул (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, Лягаев пур, линейкине хул хушшине хӗстерет те икӗ кӗпине сӑмса тутрипе чӗркет, вара каять…

Вон, Лягаев, возьмет линейку под мышку да две рубашки в носовой платок и идет…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…

Случается и то, что он исполнится презрения к людскому пороку, ко лжи, к клевете, к разлитому в мире злу и разгорится желанием указать человеку на его язвы, и вдруг загораются в нем мысли, ходят и гуляют в голове, как волны в море, потом вырастают в намерения, зажгут всю кровь в нем, задвигаются мускулы его, напрягутся жилы, намерения преображаются в стремления: он, движимый нравственною силою, в одну минуту быстро изменит две-три позы, с блистающими глазами привстанет до половины на постели, протянет руку и вдохновенно озирается кругом…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри тельняшкӑпа, бушлатпа, тепри пиншак тӑхӑннӑ, хӑш-пӗрисен хул пуҫҫийӗсем урлӑ пулемет ленти ҫакӑнса тӑнӑ.

Кто в тельняшке и бушлате, кто в пиджаке, у иных грудь крест-накрест перепоясана пулеметными лентами.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Верховский хул пуҫҫийӗсене сиктеркелесе илнӗ: орудисене правилӑсене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтармалла мар-ҫке, гардемарин хӑй пурне те ӑнланса ҫитеймен пулас.

Верховский пожал плечами: какая самоуверенность — вряд ли здесь выполнено не по правилам; верно, сам гардемарин не разобрался, напутал.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Алексей ашшӗ пек: ҫӳллӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, ҫавӑнпа вӗсем хушшинчи уйрӑмлӑх питех сисӗнсех каймасть.

Но Алексей похож на отца — высокий, плечистый, и потому мало заметна разница в годах между юношами.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл ачасен пуҫӗсене хул айне хӗстерсе тытрӗ те ҫывӑхри тӗмсем еннелле ҫул тытрӗ.

Он сунул головы подростков себе под мышки, и пошел к ближайшим кустам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хул айӗне хӗстернӗ папкине Ли хӑй умне кӑларса хучӗ.

Ли положил перед собой папку, которую до этого держал подмышкой,

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Юлашкинчен, вӑл аллине сулчӗ те: «Аптрамасть! Мӗнле те пулин ҫитӗпӗр…», тесе хӑйӗн илемлетсе тунӑ авӑрлӑ туйине хул хушшине хӗстерчӗ те кимӗ ҫинчен сиксе тухрӗ.

Наконец он махнул рукой: «Ничего. Авось-небось, как-нибудь…», подхватил под мышку свою щегольскую тросточку с мельхиоровой ручкой в виде лошадиной головы и выпрыгнул из шаланды.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ халех асатте мачтӑна хулпуҫҫи ҫине хурать те, сурикпа сӑрланӑ йывӑр кӗсменсене хул хушшине хӗстерсе, ҫыран хӗррине кимме майлаштарма тухса каять пек.

Вот сейчас дедушка взвалит мачту на плечо, захватит под мышку весла, деревянный руль, зашпаклеванный суриком, и пойдет на бережок снаряжать шаланду.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хул хушшине хӗрлӗ ялавлӑ патак хӗстернӗ.

Он держал под мышкой палку с красным флагом.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл яланах ҫӳлелле, хул хушшинелле хӑпарнӑ, пиҫиххи тӑхи темле аяккинелле пӑрӑнса кайнӑ, вӗҫӗ чӗлхе пек усӑнса тӑнӑ.

Он все время лез под мышки, бляха съезжала набок, языком висел свободный конец ремня.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Городовой вара хӗҫне хул хушшине хӗстерсе, нимӗн те пулман пек, каллех хапха патне таврӑнать.

И городовой с шашкой под мышкой неторопливо возвращался к воротам, делая вид, что ничего особенного не произошло.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ҫав вӑхӑтра мӑйӑхлӑ ҫын Гаврик патне чупса пычӗ те, ӑна хул хушшине хӗстерсе, кӗпине ҫуркаласа, каялла сӗтӗрсе кайрӗ.

Но в это время усатый налетел на Гаврика, схватил его под мышку и, разрывая на нем рубаху, поволок его обратно.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пуканесене пуҫтарса чикнӗ кушилке ҫине ытараймасӑр пӑхса, ачасем, тӗлӗкри пек, шарманка йӑтнӑ чӑпар тумтирлӗ арӑмпа хул хушшине ширма хӗстернӗ ҫара пуҫлӑ арҫын хыҫҫӑн пӗр картишӗнчен тепӗр картишне куҫса ҫӳреҫҫӗ.

Жадно поглядывая на плетеную кошелку с таинственно спрятанными там куклами, дети как очарованные переходили таким образом из одного двора в другой вслед за пестрой женщиной, тащившей на спине шарманку, и мужчиной без шапки, с ширмой под мышкой.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсемпе юнашар винтовка тытнӑ, шинельне чӗркесе хул урлӑ ҫакнӑ салтак тӑрать.

Рядом с ними стоял солдат в скатке через плечо, с винтовкой.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хул хушшине пӑшалсен, пистолетсен ещӗкӗсене хӗстерет те, выляса ярасран хӑраса, ирччен сыхласа усрама Кӗҫӗн Арнаутски урамра пурӑнакан пӗр дворник патне кайса хурать.

Держал под мышкой ящик с ружьями и пистолетами, которые — из страха проиграть их — сдавал до утра на хранение одному знакомому дворнику с Малой Арнаутской улицы.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унсӑр пуҫне вӑл тата хул айне шыв тултарнӑ пӗчӗк лаптак пичке илчӗ те, пӳртрен тухса, алӑк ҫине ҫӑра ҫакрӗ.

Кроме того, он взял под мышку плоский бочоночек с водой, вышел из хибарки и навесил на дверь замок.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя, хул хушшине хӗстерсе, хӑйӗн чи паха япалисене йӑтса пынӑ, унта: спиртланӑ тинӗс йӗпписен тата лӗпӗшсен, кӑпшанкӑсен, ракушкӑсен, крабсен коллекцийӗ пулнӑ.

Петя бережно нес под мышкой свои драгоценности: банку с заспиртованными морскими иглами и коллекции бабочек, жуков, ракушек и крабов.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Доктор ҫакна тен куҫӑмран пӑхсах уйӑрса илчӗ пуль, мӗншӗн тесен, вӑл аллине перо тытсан та хӑй шухӑшне татса пама хӑяймасӑр мана комисси председательне, шӑмӑ авӑрлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑскере, лутра та хуланламас врача пӑхтарасшӑн пулчӗ; лешӗ вара пикенсех, ман аяк пӗрчисене, хул лапаткине пӳрнепе ҫеҫ те мар, пӗчӗк мӑлатукпа шаккаса тухма пуҫларӗ.

Должно быть, докторша прочитала её в моих глазах, потому что, уже взяв в руки перо, не решилась, однако, написать заключение, а передала меня председателю комиссии, низенькому толстому врачу в роговых очках, и тот тотчас же принялся энергично выстукивать меня по рёбрам, по лопаткам, но не пальцами, а маленьким молотком.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн халӗ пӗр кӑмӑлпа, ҫав хул айне хӑпартса кӑларнӑ костыльсене ывӑтса ярса, хама канӑҫ та телей кӳрекен ҫӗр ҫине выртас килнипе кӗрешмеллеччӗ.

потому что бороться нужно было только с одним непреодолимым желанием — отшвырнуть костыли, натёршие мне под мышками водяные мозоли, и опуститься на землю, которая была покоем и счастьем.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней