Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III. Ҫеҫенхирте

Раздел: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Источник: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Добавлен: 2019.09.24 16:13

Предложений: 142; Слово: 1248

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Дилижанс хапха патӗнче ҫул ҫине кайма хатӗр тӑрать. Кучер, урапа кустӑрми ҫине тӑрса, дилижанс тӑррине дачӑран каякансен пир карнӑ кровачӗсене тата баклажан тултарнӑ ҫаврака корзинкисене ҫыхса вырнаҫтарса тӑрать. Баклажансене ҫул майӗн экономирен Аккермана леҫмелле пулнӑ.

Ҫула кайма хатӗрленнӗ пӗчӗк Павлик, лашасем патне ҫывӑха пымасӑр, тинкерсе, сӑнаса пӑхса тӑрать. Вӑл лаша кӳлмелли хатӗрсене сӑнать. Хӑй вӑл кӑвак саппун тата хытӑ крахмалланӑ шурӑ шӗлепке тӑхӑннӑ. Унӑн шӗлепки желе юхтарса шӑнтмалли форма пекех туйӑнать.

Ҫав чӗрӗ лашасене кӳлмелли чӑн-чӑн хатӗрсем ӑна питех те тӗлӗнтернӗ. Вӗсем пӗртте унӑн картонран тунӑ тӗлӗнмелле лайӑх лашин, Кудлаткӑн, хатӗрӗсем пек мар. (Кудлаткӑна дачӑна илсе килмен, вӑл халӗ хуҫине Одессӑра кӗтнӗ.)

Кудлаткӑна сутакан приказчик мӗн те пулин йӑнӑш парса янӑ пулас! Хуть мӗн пулсан та, киле ҫитсенех аттене ҫак лашасен куҫӗсене хуплакан хура илемлӗ япаласене Кудлатка йӗвенӗсем ҫумне те ҫыпӑҫтарса пама ыйтасах пулать. Вӗсем питлӗх евӗрлӗ, анчах чӑн ячӗ темӗскерле-ха вӗсен.

Кудлаткӑна аса илсенех, Павлик пӑшӑрханма пуҫланӑ: пӗччен мӗнле пурӑнать-ши вӑл халӗ чӑланта? Аппа сӗлӗпе утӑ парать-ши ӑна? Унӑн хӳрине шӑшисем ҫисе яман-ши? Тӗрӗссипе каласан, унӑн хӳри пачах сахал юлнӑ: ик-виҫ хӗлӗх тата пӗр пӗчӗк пӑта, анчах ҫапах та…

Лашине аса илнипе питӗ пӑшӑрханса, Павлик чӗлхине урлӑ ҫыртрӗ те, ашшӗпе Петяна васкатма хӑвӑртрах пӳрт патнелле чупрӗ.

Кудлатка аса килни питӗ пӑшӑрхантарать пулсан та, Павлик хӑйӗн хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ ҫӗнӗ сумки ҫинчен пӗр минута та манмасть. Вӑл ӑна икӗ аллипе хытӑ тытса пырать.

Сумкӑра шоколад плиткипе «Капитэн» ятлӑ тӑварлӑ темиҫе пӗчӗк пашалуран пуҫне, унӑн чи паха пурлӑхӗ «Какао Эйнем» банки выртнӑ. Ҫав банкӑра Павликӑн велосипед илме пухнӑ укҫи пур. Укҫи унта ӗнтӗ сахалах мар, вӑтӑр сакӑр е вӑтӑр тӑхӑр пус.

Ашшӗпе Петя, тин ҫеҫ сунӑ сӗте тулӑ кулачӗпе ҫисе тӑранса, дилижанс еннелле пычӗҫ.

Петя, хул хушшине хӗстерсе, хӑйӗн чи паха япалисене йӑтса пынӑ, унта: спиртланӑ тинӗс йӗпписен тата лӗпӗшсен, кӑпшанкӑсен, ракушкӑсен, крабсен коллекцийӗ пулнӑ.

Виҫҫӗшӗ те хӑйсене ӑсатма хапха умне тухнӑ хуҫисемпе чӗререн ырӑ сунса уйӑрӑлчӗҫ те, дилижанс ҫине ларса, тапранса кайрӗҫ.

Ҫул ферма тавра пынӑ.

Айне ҫакса янӑ витрепе кӗмсӗртетсе, дилижанс панулми пахчи аяккинчен, беседка ҫумӗнчен, выльӑх тата чӑх-чӗп витисем патӗнчен иртсе кайрӗ. Юлашкинчен вӑл гарман тӗлне ҫитрӗ. Вӑл тикӗслесе якатнӑ тӳрем вырӑн, унта тырӑсене ҫапса сӑвӑраҫҫӗ. Вӑтам Российӑра ун пек вырӑна йӗтем теҫҫӗ, Бессарабире — гарман теҫҫӗ.

Тусанпа витӗннӗ, нумай сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ тӑрӑхла ҫырлаллӑ дереза йывӑҫҫисен тӗмӗсем ӳсекен ҫулӑн леш енче гарман пуҫланать.

Ҫуртсем пек ҫӳллӗ, ҫӗнӗ тата кивӗ улӑм урисем хула пек курӑнса лараҫҫӗ. Кунта чӑн-чӑн урамсем, кукӑрсем пур. Хӑш вырӑнта кивӗ, хуралса кайнӑ улӑм урисем тӗпӗнчен йӑлтӑркка симӗс таса тулӑ калчисем шӑтаҫҫӗ, вӗсем, пусӑрӑннӑ тӑпрана шӑтарса тӳхса, хӗлхем пек ҫунаҫҫӗ.

Пӑспа ӗҫлекен двигатель хура тӗтӗм кӑларса тӑрать. Курӑнман молотилка сасси илтӗнет. Пӗчӗк хӗрарӑмсем ҫӗнӗ капансем тӑрринче чӗркуҫҫи таран тулӑ ӑшне путса сенӗксемпе ӗҫлеҫҫӗ.

Сенӗксемпе ывӑтакан кӗлтесем чалӑшшӑн ҫутатакан хӗвел урисем ӑшӗнче, пӗлӗт пек вӗҫекен вӗтӗ арпа витӗр ирте-ирте каяҫҫӗ.

Акӑ куҫ умӗнчен михӗсем, виҫесем иртсе юлчӗҫ. Унтан брезентпа витнӗ, тин тасатса купаланӑ тыррин ҫӳлӗ кӑшӑлӗ тӑрса юлчӗ.

Дилижанс уҫӑ ҫеҫенхире тухрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, малтан пурте ӗлӗкхи ҫулсенче пулнӑ пекехчӗ. Темиҫе вуншар ҫухрӑм уҫҫӑн сарӑлса выртакан тыра хӑмӑлӗсем. Пӗччен выртакан улӑп тӑпри сӑрчӗ. Чечексен йӑлтӑртатакан ҫутти. Хӑйӗн йӑви умӗнче ларакан тыркас. Ҫул ҫинче таптаса вӗлернӗ хура ҫӗлен пек, пӑяв татки выртать…

Анчах, сасартӑк, малта тусан курӑнчӗ те, дилижанс аяккинчен утлӑ стражниксен пысӑках мар отрячӗ иртсе кайрӗ.

— Стой!

Дилижанс чарӑнчӗ.

Стражниксенчен пӗри дилижанс патне пычӗ. Ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ кӗске карабин кӗпҫи цифрӑсем ҫырнӑ симӗс погон тӗлӗнче сиккелет. Чалӑш лартнӑ тусанлӑ картузӗ те сиккелет. Йӗнерӗ шатӑртатать, йӗри-тавра сӑран шӑрши кӗрет. Хартлатса сывлакан лаша сӑмси дилижанс чӳречипе шаях чарӑнчӗ. Унӑн шултӑра курӑнакан шӑлӗсем шурӑ тимӗр ҫӑварлӑха кышлаҫҫӗ. Лашан резина евӗрлӗ хура тутисенчен курӑк тӗслӗ симӗс кӑпӑк тумлать. Ачаш ӳтлӗ сӑмси шӑтӑкӗсенчен вӗри сывлӑш сирпӗнсе, дилижанс ӑшӗнчи ҫынсене пырса перӗнет.

Лашан хура тутисем Петян улӑм шӗлепки патнелле тӑсӑлчӗҫ.

— Кама илсе каятӑн? — илтӗнчӗ таҫтан ҫӳлтен салтак сасси.

— Дачӑра пурӑннӑ ҫынсене пароход ҫине, — терӗ хирӗҫ кучер, салтака юрасшӑн пулнӑ пек ҫинҫе те ҫемҫе сасӑпа. — Вӗсем Аккермана каяҫҫӗ, унтан тӳрех пароход ҫине — Одессӑна. Вӗсем экономинче пурӑнчӗҫ. Июнӗн пуҫламӑшӗнчех. Халӗ каялла киле каяҫҫӗ…

— Кӑтарт-ха эппин!

Ҫав сӑмахсемпе пӗрле дилижанс чӳречинчен хӗрлӗ питлӗ, хура мӑйӑхлӑ, шурӑ куҫхаршиллӗ, яка хырнӑ янахлӑ салтак пӑхрӗ. Картузӗн симӗс кӑшӑлӗ ҫинче тӑрӑхла кокарда курӑнчӗ.

— Камсем?

— Дачӑрисем, — терӗ атте кулкаласа.

Атте кулкалани тата хӑюллӑн «дачӑрисем» тенӗ сӑмах салтакӑн кӑмӑлне каймарӗ, хайӗнчен тӑрӑхланӑ пек туйӑнчӗ пулмалла.

— Эпӗ хам тӑ куратӑп дачӑрисем иккенне, — терӗ хыттӑн, ҫиленнӗ пек, салтак. — Дачӑрисем сахал-и, камсем эсир хӑвӑр?

Аттен аялти янаххи тапранчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ. Ҫиленнипе хӗрелсе кайса, чӗтрекен пӳрнисемпе ҫуллахи пальтон пур тӳмисене те вӗҫертсе, куҫлӑхне тӳрлетсе, вӑл ҫинҫе те хытӑ саспа кӑшкӑрса ячӗ:

— Мӗнле эсир манпа ҫавӑн пек сӑмахлама пултаратӑр? Эпӗ вӑтам шкул учителӗ, коллежски советник Бачей, ку манӑн ачасем — Петрпа Павел. Эпир Одессӑна каятпӑр.

Аттен ҫамки ҫине ҫутӑ кӗрен пӑнчӑсем сиксе тухрӗҫ.

— Каҫарӑр, ваше высокоблагородие, — хӑюллӑ каларӗ салтак хӑйӗн куҫӗсене чарса, саламат тытнӑ аллине картуз сӑмси патне тытса. — Паллаймарӑм!

Халиччен хӑй илтмен, анчах хӑрушӑ «коллежски советник» текенни ҫинчен илтсен, салтак вилес пек хӑраса ӳкрӗ пулас.

Ну, ӑна ҫӑва патне! Тем инкекӗ те тӗл пулӑн, тепри тата янахран пама та пултарӗ.

Вӑл, лашине туртса, пирӗн патӑртан сиккипе вӗҫтерчӗ.

— Ухмах, — терӗ Петя, салтаксем аяккалла кайсан. Ашшӗ каллех вӗриленсе кайрӗ.

— Чӑрӑн! Миҫе хут каланӑ эпӗ сана ку сӑмаха ан кала тесе! Час-часах ҫынна «ухмах» текен ҫын хӑй… питех ӑслӑ ҫын мар. Эсӗ ӑна сӑмсу ҫинех картса хур!

Тепӗр чухне пулсан, Петя тавлашма та пултарӗччӗ, анчах халӗ вӑл нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл ашшӗ чӗринче халӗ мӗн пулнине лайӑх ӑнланчӗ.

Чинсемпе орденсем ҫинчен яланах йӗрӗнсе калаҫакан, нихӑҫан та формӑллӑ мундир тӑхӑнма юратман, хӑйӗн «Виҫҫӗмӗш степеньлӗ Аннӑ» орденне нихӑҫан та ҫакман, дворянсене, улпутсене хисеплемен, Россия ҫыннисем пурте пӗртан «граждансем» тесе калаҫакан ашшӗ, халӗ ҫиленнипе темӗн те пӗр каласа пӗтерчӗ. Кам умӗнче-ха тата? Тин тӗл пулнӑ салтак умӗнче…

«Вӑтам шкулсенче вӗрентекен учитель»… «Коллежски советник», «мӗнле эсир ҫавӑн пек сасӑпа калама хӑятӑр»… «Фу, мӗнле айван япала! — тесе каланӑ пек туйӑннӑ вӑл. — Фу, мӗнле намӑс!»

Кучер ҫав тӗркӗшӳ вӑхӑтӗнче хӑйӗн пушшине ҫухатнӑ. Ӑна шыраса, вӑл пушӑ аврипе ҫул хӗрринчи тусанлӑ тӗмескесене хускатса ҫӳрет. Юлашкинчен, вӑл ӑна тупрӗ те, аври ҫумне йӑлмакласа ҫыхса, шӑлпа ҫыртса хытарса хучӗ.

— Ах, пӗтесшӗсем! — терӗ вӑл дилижанс патне пырса. — Ҫӳреҫҫӗ ку стражниксем ҫулсем тӑрӑх, ҫынсене ҫеҫ хӑратаҫҫӗ.

— Мӗншӗн ҫӳреҫҫӗ? — ыйтрӗ ашшӗ.

— Кам пӗлет вӗсене, мӗншӗнне. Такама тытас теҫҫӗ пулас. Виҫӗмкун кунтан пӗр вӑтӑр ҫухрӑмра пурӑнакан Балабанов помещикӗн ҫуртне ҫунтарса янӑ. «Потёмкин» ҫинчен тарса ҫӳрекен матрос ҫунтарнӑ, теҫҫӗ. Халӗ стражниксем пур ҫӗрте те ҫав таркӑн матроса шыраҫҫӗ. Вӑл кунта ҫеҫенхирте пытанса ҫӳрет, теҫҫӗ. Ҫапла ҫав ӗҫсем. Мӗнле, каятпӑр-и?

Ҫав сӑмахсемпе кучер, хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнне хӑпарса ларса, тилхепесене пуҫтарса тытрӗ те, дилижанс малалла тапранса кайрӗ.

Анчах паян ирхи ҫанталӑк тем пек лайӑх пулсан та, кӑмӑл пурин те пӑсӑлнӑ.

Ҫак илемлӗ кӑн-кӑвак тӳпере ҫӳрекен шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсен тӗнчинче, унта та кунта лаша пуҫӗ шӑммисем, вӑкӑр мӑйракисем курӑнакан, курӑкпа витӗннӗ тӗмескесем урлӑ хумханса куҫса ҫӳрекен кӗрен мӗлкесем хушшинче, ку тӗнчене пӗтӗмпех этем телейӗшӗн, унӑн хавасӗшӗн тунӑ пулнӑ пулсан та, — ҫав тӗнчере ӗҫсем пур енчен те лайӑх пымаҫҫӗ иккен.

Дилижанс ӑшӗнче ларса пыракансем — ашшӗ те, кучер та, Петя та ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ.

Павликӑн ҫеҫ пуҫӗнче урӑх шухӑшсем пӑтраннӑ.

Хӑйӗн хура кӗрен ҫамкине хыттӑн хӗссе, ача хура куҫӗсемпе тинкерсе чӳречерен пӑхса ларнӑ. Шӗлепки айӗнчен ҫамки ҫине илемлӗ каснӑ ҫӳҫ пайӑрки ӳсӑнса тӑнӑ.

— Атте, — терӗ вӑл куҫӗсене чӳречерен хускатмасӑр, — атте, кам вӑл патша?

— Мӗнле апла тата — кам патша?

— Ну, кам вӑл?

— Гм… ҫын.

— Ҫук. Ҫын иккенне эпӗ хам та пӗлетӗп. Мӗнле эсӗ! Ҫын мар, кам вӑл? Пӗлетӗн-и, кам?

— Ӑнланаймастӑп, мӗн ыйтасшӑн эсӗ.

— Эпӗ санран ыйтатӑп: кам вӑл?

— Акӑ… тупата туршӑн… Кам та кам!.. Ну, кирлӗ пулсан, ҫамкине сӗрнӗ ҫын.

— Мӗнпе сӗрнӗ ӑна?

— Мӗ-ӗн?

Ашшӗ ывӑлӗ ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ.

— Ну, мӗнле: ҫамкине ҫӗрнӗ пулсан, мӗнпе сӗрнӗ? Пӗлетӗн-и — мӗнпе?

— Ан лӑпӑртат!

Ашшӗ, ҫилленсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней