Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарчӗ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов хӑй лашисене тӑп чарчӗ те пысӑк урапа ҫинчен анса ҫӑмӑл урапа патне пычӗ.

Давыдов решительно остановил своих лошадей, слез с арбы и подошел к дрожкам.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Чим-ха, — чарчӗ ӑна Давыдов.

— Постой, — прервал его Давыдов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хут пек шуралса кайрӗ, лашисене чарчӗ.

Он побелел, как стенка, и остановил лошадей.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ — ун патне, косилка айккипе пыратӑп, хам ҫинчен пӗлтеретӗп, унпа паллашма райкома кайма тухни ҫинчен каласа паратӑп, вӑл кулса ячӗ, лашисене чарчӗ та калать: «Лар, лашасене тытса пыр, ҫулӑпӑр тата санпа та паллашӑпӑр, Нагульнов юлташ», тет.

Я — к нему, иду сбоку косилки, представляюсь, говорю, что ехал в райком с ним знакомиться, а он засмеялся, остановил лошадей, говорит: «Садись, правь лошадьми, будем косить и тем временем познакомимся с тобой, товарищ Нагульнов».

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ӑна сиввӗн чарчӗ:

Давыдов холодно прервал ее:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫитӗ! — чарчӗ ӑна Яков Лукич.

— Хватит! — прервал ее Яков Лукич.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Темиҫе хут та пӳлӗмрен тухса кайма тӑчӗ вӑл, анчах Половцев, аллине сулса, чарчӗ ӑна.

Несколько раз он порывался выйти из горенки, но Половцев удерживал его движением руки.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

… Станицӑран тухсан, пӗр ҫирӗм ҫухрӑма яхӑн, Нагульнов сиккипех чуптарса пычӗ, Виле тӗмески тӗлне ҫитсен тин вара хӑйӗн лутра хӑла лашине чарчӗ.

…Верст двадцать от станицы Нагульнов проскакал наметом и остановил своего буланого маштака лишь около Смертного кургана.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пичче лашасене аран-аран чарчӗ, пӗрне тӑварса, мана ун ҫине урлӑ хучӗ те юланутпа хуторалла юрттарчӗ, эпӗ ӑнран кайнӑ, пӗтӗмпех хам дудак чӗкрипе тата тӑпрапа вараланса пӗтнӗ, дудакӗ путсӗрскер, чип-чиперех вӗҫсе кайнӑ.

Брат кое-как остановил коней, отпрег одного, меня поперек положил и — верхи в хутор, а я без памяти, весь дудачиным пометом и землей обмазанный, а дудак, подлюка, натурально, улетел.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫул тӑршшипех Половцев нимӗн чӗнмесӗр ларса пычӗ, чӗлӗм туртма чарчӗ, пырасса тата ҫул тӑрӑх мар, ҫул хӗррипе, пӗр аллӑ чалӑш аяккарах пыма хушрӗ.

Всю дорогу Половцев молчал, курить воспретил и ехать велел не по дороге, а сбочь, саженях в пятидесяти.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлес пулать, факт! — хыттӑн хуравларӗ те Давыдов, кайма тӑчӗ, анчах Лушка, кӑштах именнӗ пек пулса, ӑна тытса чарчӗ.

Работать надо, факт! — резко ответил Давыдов и хотел было идти, но Лушка, чуть смутившись, его удержала.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл анкартинелле тухма тӑнӑччӗ, — Нагульнов ӑна кӑшкӑрса чарчӗ:

Он было направился к гумну, но Нагульнов крикнул ему:

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титок кӗҫенсе янӑ кӗсрине тӑпах чарчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ, чикарккине сурса пӑрахрӗ те, вӑкӑрӗсенчен маларах иртсе, хуллен кӑна:

Титок остановил заржавшую кобылу, оглянулся, выплюнул цигарку и медленно заехал быкам наперед, негромко сказал:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тапранса кайнӑ шӑв-шава Давыдов аран-аран чарчӗ.

Давыдову насилу удалось прекратить поднявшийся шум.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лавҫӑ лашисене чарчӗ.

Кучер остановил лошадей.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем калаҫнине тата ҫуна тупанӗсем чӗриклетнине илтсен юланутҫӑ каллех лашине чарчӗ.

Заслышав встречь себе говор и скрип полозьев, всадник снова остановил коня.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫырма хӗрринче вӑл ывӑнса ҫитнӗ, пас тытнипе ҫӑмӗ кӑтраланнӑ лашине чарчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ.

Возле речки он остановил усталого, курчаво заиневшего в пахах коня, спешился.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫитӗ!- чарчӗ ӑна Челкаш.

Будет! — остановил его Челкаш.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Санька Муромеца чарчӗ, лаша таврашсене тыткаласа пӑхрӗ, Анкӑна силлесе вӑратрӗ:

Санька остановил Муромца, потрогал упряжь, растолкал Анку:

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн калаҫса тӑратӑр тата! — чарчӗ вӗсене Захар.

— Что еще за счеты! — остановил их Захар.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней