Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку сӑмахсене вӑл ҫав тери лӑпкӑн тата ҫав тери ӗненсе, нимӗҫ лётчикӗсем ӑна халь кӑна хӑйсен планӗсем ҫинчен пӗлтернӗ пек каларӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Командующи хӑйӗн хӗрлӗ уссине чӗпӗткелесе илчӗ те, мана приказ пачӗ: «Гвоздев, ҫӗрле ҫав аэродром патне шавсӑр-мӗнсӗр, йӗркеллӗн, хӑйсен ҫынни пек, ҫывӑхарах пыр та, унтан тӑрук пеме тытӑнса, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кай, вӗсем тӑна кӗриччен пӗтӗмпех кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса тӑк, пӗр сволочь та вӗҫсе ан кайтӑр, терӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсен улттӑмӗш армине Сталинград патӗнче ҫавӑрса илсен, Гвоздевсен корпусӗ чакса пыракан нимӗҫсен фронтне татса кӗрсе кайнӑ та, хӑйсен мӗнпур танкӗсемпе ҫеҫен хирсем тӑрӑх нимӗҫ тылӗсене ҫӗмӗрсе ҫӳреме тытӑннӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыруне Оля васкаса, хӑйсен эшелонӗ станцире тӑнӑ чух ҫырнӑ пулнӑ.Писано все это было второпях, на станции, где стоял их эшелон.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пурнӑҫа кӑшт йӗркесӗртерех, анчах хӑйсен ӗҫне нимрен те ытларах юратакан ҫакӑн пек ҫынсене кӑмӑлланӑ, мӗншӗн тесен ун пеккисемпе яланах калаҫса татӑлма май пур.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та Алексей, ҫав ватӑ ҫынсем хӑйсем те чӳрече умӗнчи пӗчӗк пахчари ҫимӗҫсемпе кӑна тытӑнкаласа пурӑннине, унти кашни сухана, кишӗре шутласа хунине, хӑйсен ҫӑкӑр паёкне кашни ир мӗнле пайласа ҫинине пӗлсе, вӗсем патне ҫиме каймарӗ, вӑл юриех хаваслӑ пек пулса вӗсене: апат пӗҫересси — чӑрмавлӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та ҫиме командирсен столовӑйне ҫӳретӗп, терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сводка эпизочӗсенче лётчиксен подвигӗсене асӑнсан, пурте салхуллӑн, кӳренсе ҫӳрерӗҫ, сестрасемпе сӑлтавсӑрах харкашрӗҫ, санатори йӗркисемпе апата тиркерӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, аманнӑ лётчиксем ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтра хӑйсен ҫакӑнта, хӗвел ҫинче, тӗкӗр пек кӳлӗ хӗрринчи вӑрман шӑплӑхӗнче пулма тӳр килнӗшӗн, вӗсем лере, Сталинград таврашӗнчи ҫеҫен хирсем ҫинче ҫапӑҫма пултарайманшӑн санатори администрацийӗ айӑплӑ тесе шутланӑ пек пулса тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗррехинче вӑл хӑйсен пӳлӗмне ҫав тери асапланса, ывӑнса ҫитсе, анчах савӑнӑҫлӑ сӑнпа таврӑнчӗ.Однажды он приковылял в свою комнату совершенно измученный, разбитый и веселый.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каяканӗсем савӑнӑҫлӑ, хаваслӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсене кашни пӗлӗт татӑкӗ хыҫӗнчех вилӗм сыхласа тӑнӑ ҫӗре мар, мирлӗ тӑван гарнизонсене кайнӑ пек туйнӑ; ӑсатаканнисен сӑнӗсем ҫинче вӗсем хӑйсен черечӗ ҫитменшӗн кӑмӑлсӑр пулни, кӳренни палӑрнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ поезд ҫинчен аннӑ ҫынсем — тяпкӑсем, кӗреҫесем, сенӗксем тата пахчара ӗҫлемелли ытти хатӗрсем ҫӗкленӗ йышлӑ мар пассажирсем, хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫса, часах тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта халӗ фронта каякан составсем кӑна ҫӳренӗ, вӗсемпе ҫар ҫыннисем столицӑран тухса кайса, пӗр-икӗ сехетренех хӑйсен оборонӑра тӑракан дивизийӗсен иккӗмӗш эшелонӗсене ҫитнӗ, тата электрически поездсем кашни ҫур сехетрех хула ҫывӑхӗнче пурӑнакан рабочисене тата хулана сӗт, ҫырла, кӑмпа, пахча-ҫимӗҫ илсе килекен хресчен хӗрарӑмӗсене платформа ҫине кӑларса янӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта ҫар ҫыннисем ҫеҫ пулнӑ, — пӗрисем васканӑ, теприсем стенасем ҫумӗнчи саксем ҫинче, хӑйсен миххисем ҫинче, урайӗнче кукленсе, ним чӗнмесӗр, пурте пӗр япала ҫинчен шухӑшланӑ пек ларнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗсенчен тытса пычӗҫ; каннӑ хыҫҫӑн Алексей урисемпе ҫирӗппӗн пусса утса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗр хушшӑн-хушшӑн: манӑн тусӑн урисем ҫук, тесе, Гриша юри каламан-ши, шӳт туман-ши? — тесе шухӑшларӗ, Анюта Алексея хӑй ытти медичкӑсемпе пӗрле эвакуационнӑй госпитальте аманнисене суранӗсем тӑрӑх суйласа уйӑрас тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен, хальхи вӑхӑтра аманнисем кулленех темиҫешер эшелон килсе тӑнӑ пирки хӑйсене ӗҫлеме мӗн тери йывӑрри ҫинчен тӗрӗссипе каласан — аманнисем пурте ҫав тери лайӑх ҫынсем пулни, вӗсем хӑйсен асапӗсене паттӑррӑн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа пачӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сасартӑк хӑйсен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗ те, леш Автоматчик тенӗ ҫерҫи пек кашни самантрах каялла тапса сикме хатӗр пулса, Мересьев патнелле хӑяккӑн, асӑрханса утса пыма пуҫларӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронт ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ ҫар аэродромӗсенчен пӗринче пурӑнса, вӑл кашни каҫ тенӗ пекех хӑйсен ҫӗрпӳрчӗ ҫийӗпе нимӗҫ бомбардировщикӗсем, эшелон хыҫҫӑн эшелон, хӗвелтухӑҫнелле иртсе кайнине илтнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Асфальтпа витнӗ урамсемпе площадьсем хушшинчи йывӑҫсем тавра пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнӗ, — вӗсем иртсе пыракан машинӑсем кӑшкӑртни ҫине те, трамвайсем чӑнкӑртатни ҫине те, хӗрсе ҫитнӗ асфальт ҫийӗнче чӗтресе тӑракан, нефть шӑршипе тулнӑ вӗри сывлӑш ҫине те ҫаврӑнса пӑхман, хӑйсен ӗҫне тунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акулинӑпа ун хушшинче ҫыхӑннӑ ӗҫсем ӑна хӑйсен ҫӗнӗлӗхӗпе савӑнтарнӑ; тӗлӗнмелле хӗр хушнине итлеме уншӑн йывӑр пулнӑ, анчах ҫапах та унӑн пуҫне хӑй панӑ сӑмаха тытас мар шухӑш пыман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Уҫӑ сывлӑшра, хӑйсен пахчинчи улмуҫҫисен сулхӑнӗнче ӳснӗскерсем, вӗсем тӗнчене тата пурӑнӑҫа кӗнекесем тӑрӑх ҫех пӗлеҫҫӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Григори Ивановичӑн расхучӗсем нумай сахалланнӑ пулине те, тупӑшӗсем хушӑнман; вӑл ялта пурӑнса та ҫӗнӗрен парӑма кӗмелли майсем тупнӑ; ҫапах та ухмах ҫын хисепӗнче пулман, мӗншӗн тесен хӑйсен кӗпӗрнинчи помещиксем хушшинче хӑйӗн именине Опекун советне хума чи малтан ӑс тупаканни вӑл пулнӑ; ҫавӑн пек ҫавӑрса яма пӗлни вӑл вӑхӑтра ытах та хӑюллӑн тата чӑрсӑррӑн туйӑннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хӑй план туса ҫав план тӑрӑх ҫурт лартнӑ, тӑла хапрӑкӗ тунӑ, хӑйӗн тупӑшӗсене виҫӗ хут ӳстернӗ, вара хӑйне хӑй мӗн пур таврара чи ӑслӑ ҫын вырӑнне шутла пуҫланӑ, ҫапла шутланине ӗнтӗ ун патне хӑйсен ҫемййисемпе тата йыттисемпе хӑнана пыракан кӳршисем те хирӗҫ пулман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936