Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ирсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ирсӗр (тĕпĕ: ирсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манпа юнашар ҫакӑн пек ӑслӑ, лайӑх ҫын, эпӗ пур, ҫав тери хытӑ кӑмӑллӑ, ирсӗр ӗҫ тума пултаракан темӗнле тип килессипе асапланатӑп!

Рядом со мной такой умный, хороший человек, а я мучаюсь тем, что сюда приедет какой-то тип, способный на жестокость и подлость!

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ, йытӑ ҫури, хамӑр казаксене хирӗҫ эппин, ирсӗр?

Это ты, сукин сын, поганец, значит, супротив наших казаков?

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон ҫинчи ирсӗр восстани путланса килет!

Конец подлому Донскому восстанию!

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла майпа пирӗн ҫарсен Кӑнтӑр фронтри тылӗнче контрреволюци чеелӗхӗ, кулаксен интересӗсемпе казак массисен тӗттӗмлӗхӗ ӑссӑр та ирсӗр хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавра вӑхӑтлӑха пӗрле пӗрлешсе кайнӑ.

Таким путем контрреволюционные плутни, кулацкие интересы и темнота массы казачества слились на время воедино в бессмысленном и преступном мятеже в тылу наших армий Южного фронта.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, йынӑшкаласа, шӑлӗсене ҫатӑр ҫыртса, темиҫе ҫеккунт Дарья умӗнче тайкаланса тӑчӗ, урайӗнче саркаланса выртакан ҫав ирсӗр кӗлетке ҫине кӗҫ-вӗҫ хӑсса ярасла лӗкленсе, чӑтма ҫук йӗрӗнсе пӑхрӗ.

Несколько секунд он стоял над Дарьей, стоная и раскачиваясь, крепко сцепив зубы, с чувством непреодолимого отвращения и гадливости рассматривая это лежащее тело.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав князь, аннӑ та салтаксемпе Воронеж патӗнчен, вӗсен ирсӗр тӗнне йышӑнма тата патша кӑмӑлне юрама килӗшменшӗн казак хулисене йӑлтах ҫаратса-тустарса пӗтернӗ.

И этот князь слушался с Воронежу с солдатами и разорял казачьи городки за то, что не хотели никонскую поганую веру примать и под царя идтить.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирсӗр!

Помоги переводом

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Санӑн влаҫу вара — кирек мӗн кала та — ирсӗр власть.

А власть твоя, — уж как хочешь, — а поганая власть.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов Деникинпа килӗштереймест; икӗ лагерӗнче те — пӗр-перин пирки вӑрттӑн элек, интрига, ирсӗр те намӑссӑр сӑмахсем.

Краснов не ладит с Деникиным; а внутри обоих лагерей взаимное подсиживание, интриги, гнусть и пакость.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирсӗр!..

Гад!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсене вӗлернин калама ҫук ирсӗр картини, вилекенсем кӑшкӑрни тата хӑрӑлтатса сывлани, черетре тӑракансем ӳлесе ҫухӑрни — ҫак чӑтма ҫук хӑрушӑ, чуна тӑвӑнтаракан тискерлӗхе курни халӑх ушкӑнне часах салатса ячӗ.

Отвратительнейшая картина уничтожения, крики и хрипы умирающих, рев тех, кто дожидался очереди, — все это безмерно жуткое, потрясающее зрелище разогнало людей.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗрех ирсӗр!

— Один черт, — поганая!

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ вӗсем кашни харпӑр хӑй тӗллӗн темле ирсӗр, чыссӑр ӗҫ тунӑ пек, пӗр-пӗрин умӗнче аванмарланса, сӑмах шарламасӑр пычӗҫ.

Теперь они, каждый порознь, по-своему чувствовали неловкость друг перед другом, словно совершили пакостное, постыдное дело.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

О-о-о, мӗн тери ирсӗр!

О-о-о, как это мерзко!..

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Этем каяшӗсене ҫут тӗнчерен тасатасси — ирсӗр ӗҫ.

— Истреблять человеческую пакость — грязное дело.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑнӑр туртса лартнӑ пек чалӑшса кайнӑ тутинчен уҫӑмсӑр та ирсӗр сӑмахсем сирпӗнсе тухрӗҫ.

С губ его, сведенных судорогой, соскакивали невнятные, перемешанные с матерной руганью слова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗнле ирсӗр ҫӗлен вӑл — Каледин?!

Каледин — какая гада?!

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Персе пӑрахатӑп, ирсӗр!..

Застрелю, подлец!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ирсӗр гидрӑсене тинӗсе пӑрахса пӗвелетпӗр.

Гидров этих в море спрудим!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑрсӑртараххисем, куштаннисем вара, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, ӑс парса хӑвараҫҫӗ:

А те, которые поотчаянней, позлей, матерно ругались, советовали:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней