Поиск
Шырав ĕçĕ:
[Эсӗ тӳрех айккинелле сиксе ӳк, вырӑнта ан тӑр, ун ҫине ан пӑх: ҫапла эсӗ ют шыв урлӑ каҫса кайӑн. Нумай пурӑнас тесессӗн, ӗмӗрӳ вӑрӑм килтӗр тесессӗн, ют шывран аяккалла пӑрӑн, ют ҫӑлкуҫӗнчен ан ӗҫ.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑшӑмра чӗрем сиксе чӗтӗрет, вилӗм сехӗрлентерсе тӑрать; 6. ӗнтӗ хӑранипе сехрем хӑпрӗ, сехӗрленсех ӳкрӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавна пула ӗнтӗ чӗрем сехӗрленет — сиксе тухасла тапӑлтатать.1. И от сего трепещет сердце мое и подвиглось с места своего.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ман патӑма хӳме ҫӗмӗрсе кӗнӗ пек килсе кӗчӗҫ; ман ҫине шавлӑн сиксе ӳкрӗҫ.14. Они пришли ко мне, как сквозь широкий пролом; с шумом бросились на меня.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, хурлӑх хирте шӑтса ӳсмест, инкек-синкек ҫӗр айӗнчен сиксе тухмасть; 7. вут-хӗме ҫӳлелле ыткӑнмалла тунӑ пек, этем асап курма ҫуралать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илемӗ чечекленсе ҫитнӗрен Эсфирь ытарайми хӳхӗм пулнӑ, пичӗ-куҫӗ, юратупа ҫуталса тӑнӑ евӗр, хаваслӑ курӑннӑ, чӗри вара хӑранипе сиксе чӗтренӗ].
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Рагуил ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ӑна ыталаса илсе йӗре-йӗре чуптунӑ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа юнашар пулнӑ аммон ҫынни Товия тата ҫапла каланӑ: ан тив, туччӑрах; тилӗ сиксе хӑпарӗ те — вӗсен чул хӳми ишӗлсе те анӗ! тенӗ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрмантан икӗ упа ами сиксе тухнӑ та ҫав ачасенчен хӗрӗх иккӗшне ҫурса тӑкнӑ.И вышли две медведицы из леса и растерзали из них сорок два ребенка.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лешӗсем вара хӑйсене панӑ пӑрӑва илнӗ те пусса тирпейленӗ, унтан вӗсем иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен кӑшкӑра-кӑшкӑра Ваала чӗннӗ: Ваал, илтсем пире! тесе хӑйсем тунӑ чӳк вырӑнӗ тавра сиксе ҫӳренӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ патша ывӑлӗсем сиксе тӑнӑ та, кашнийӗ хӑйӗн ашакла лашине утланса тарнӑ.Тогда встали все царские сыновья, сели каждый на мула своего и убежали.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Навал [сиксе тӑнӑ та] Давид тарҫисене ҫапла хуравласа каланӑ: Давид кам-ха вӑл?10. И [вскочил] Навал, [и] отвечал слугам Давидовым, и сказал: кто такой Давид,
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Мӗншӗн-ха эсӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлемерӗн, тупӑш ҫине сиксе ӳкрӗн, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? тенӗ.19. Зачем же ты не послушал гласа Господа и бросился на добычу, и сделал зло пред очами Господа?
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать.8. В полночь он содрогнулся, приподнялся, и вот, у ног его лежит женщина.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ вара сирӗн ҫылӑхӑра, хӑвӑр тунӑ пӑру кӗлеткине, туртса илсе вут-ҫулӑмпа ҫунтартӑм, унтан ӑна ватса-вакласа пӗтертӗм те, тусан пек ӑвса, ту ҫинчен сиксе юхакан шарлака пӑрахрӑм.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.