Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемҫе те хулӑн кӗрӗке хывсан, пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли тӗслӗ ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ «матрешка» сиксе тухрӗ ӑшӑ кӗрӗкрен.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ хӑрӑлтатма, тапкаланма тапратсан, хӑраса, «икӗ ураллӑ кӗсре» сиксе тӑрса ларчӗ, ҫухӑрашса, Левене питрен ҫутӑлтарма, чавкалама, ҫыртма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Майкӑпа кӗске йӗм вӗҫҫӗнех сиксе анчӗ Левен, ним шутласа тӑмасӑрах хӗстерсе лартрӗ сӗмсӗр Дон-Жуана.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑй-шай тунипе, Тамара ҫари ҫухӑрса янипе сиксе тӑчӗ Левен — пуҫне тем ҫумне шанлаттарчӗ.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Алямӑс? — вырӑн ҫинчен сиксе анать Верук инке аялти кӗпе вӗҫҫӗнех.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анкарти хыҫӗнчи мӑян тӗмисем сасартӑк чӑштӑр-чаштӑр тӑваҫҫӗ те, асамлӑ вӑй таптарса янӑн, темле шаймӑксем сиксе ӳкеҫҫӗ Тӑванкасси йӗкӗчӗ ҫине.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левенӗн асра юлмалли кунӗсем, ырӑ е усал тӗлӗксем евӗр, ӳссе ҫитсен, сасартӑк таҫтан сиксе тухакан юратӑвӑн асамлӑ кӑварӗ чунра тӗлкӗшме пуҫласан, Тамара ятлӑ ӑшҫунтармӑшпа пурнӑҫ тӗввине туртса ҫыхма хӑтлансан тупӑнчӗҫ ытларах.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пач кӗтмен чух: — Тек тӳсӗм ҫитмест ман, — тесе сиксе тӑрать Мишша Алмазов.

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сиксе тухса Узурпаттӑру-качку — веҫ хӑваласа ямалла-ха хӑй…

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пуҫлать ҫывӑракан шарт сиксе вӑранса кайичченех тапкалашма.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукӑн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша ҫине, ӑна хаҫат таткине лутӑрканӑ пек лутӑркаса тӑкас килет — алра «X. Абаев» текен хут пурри ҫеҫ тытса чарать.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Туять вӑл: лешӗ те юлмасть хыҫалта, кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурасла тискеррӗн: «Архф! Архф!» — тӑвать тӗпӗртти-тӗпӗртти сиксе пынӑ майӑн.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, шарт сиксе, ҫаврӑнса пӑхать те тин кӑна хӑйраса якатнӑ ҫӗҫӗ евӗр йӑлтӑртатакан асав шӑл вӗҫӗнчен чӗре юн тумлатса тӑракан темле тискер чӗрчуна асӑрхать.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сиксе анать те Хамаръялов, яштака та патварскер, сӑмахсӑрах туртса илет Шӑнкӑрч пӑшалне.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вите тӑрринчен персе аннӑн, чӑлтти-чалтти уксахласа, Вихтӗр бригадир сиксе тухать таҫтан пач кӗтмен чух.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, каялла сиксе тухса, йӗлтӗрӗпе туйисене илет те ҫаврӑнса пӑхмасӑр вӗҫтерет килнелле, кӗҫех мамӑк пек ҫемҫе юр ҫине паштах кӗрсе ӳкет.

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрман патне ҫитес чух, вар пуҫӗнчен сиксе тухса, шап-шурӑ кӗрӗклӗ мулкачӑ икӗ хӑлхине апла та капла вылятса кӑтартрӗ те Шӑнкӑрча, чӑлтӑртти-чӑлтӑртти ыткӑнчӗ малалла.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кашкӑр эшкерне ҫӗнтернипе хавхаланса кайнӑ Вихтӗр бригадир, сиксе тӑрса, чышкипе юнаса: — Ухх, сире! — тесе кӑшкӑрса ярать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ашшӗнчен ҫыру илни ҫинчен каласа пама шутлать ҫеҫ Шӑнкӑрч, тӑкӑрлӑкран Урине почтальонка сиксе тухать, Ултуттине ятран хыттӑн чӗнсе: — Ултутти, ташла! — тет хавассӑн.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Упӑшкин ятне, «Хветӗр килнӗ» тенине илтсен, чун патнех ҫитекен асамлӑ токпа ҫаптарнӑн, салтак арӑмӗ сасартӑк сиксе тӑрать, ун-кун пӑхать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней