Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Иудифь ҫинчен илтсессӗн, вӑл чатӑрти малти пӳлӗме тухнӑ, ун умӗнчен кӗмӗл лампадӑсем йӑтса пынӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен ашшӗсем халдейсен ҫӗрӗнчи турӑсене пуҫҫапса пурӑннӑ, вӗсем ун пек тӑвасшӑн пулман, ҫавӑнпа кайран Месопотами ҫӗрне куҫса кайнӑ, 8. вӗсем мӑн аслашшӗсен ҫулӗнчен пӑрӑннӑ та тӳпе Туррине, хӑйсем пӗлекен Турра, пуҫҫапма пуҫланӑ; ӗнтӗ халдейсем вӗсене хӑйсен туррисем умӗнчен хӑваласа янӑ — вӗсем вара Месопотамие тарнӑ, унта чылайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ умӗнчен Елиасив ывӑлӗ Ионан килне кайнӑ, 2. унта вӑл, халӑх ытла та йӗркесӗр пурӑннишӗн кулянса, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ, 33. вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам, 34. Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия, 35. трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, — 36. тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулнӑ, Манассия тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн, Иоаким юхтарнӑ айӑпсӑр юншӑн, Иерусалима айӑпсӑр юн тултарнӑшӑн Вӑл Иудӑна Хӑй умӗнчен сиресшӗн пулнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах та Манассия Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Египетран илсе тухнӑ халӑху умӗнчен ытти халӑхсене хӑваласа ярса, аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн, 26. Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа Иерусалима та, Иудейӑна та питӗ вӑйлӑ ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ.20. Гнев Господень был над Иерусалимом и над Иудою до того, что Он отверг их от лица Своего.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ; 4. Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах та вӗсем итлемен; Манассия вӗсене шутсӑрах пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман, 23. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа Израилӗн мӗнпур ӑрӑвӗнчен пӑрӑннӑ, вӗсене йӑвашлантарнӑ, вӗсене вӑрӑ-хурахсен аллине панӑ, юлашкинчен вӗсене Хӑй умӗнчен сирсех янӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль халӑхне питӗ хытӑ ҫилленнӗ, Ӑна Хӑйӗн сӑнӗ умӗнчен сирнӗ.18. И прогневался Господь сильно на Израильтян, и отверг их от лица Своего.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах та Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсене каҫарнӑ, Хӑй Авраампа, Исаакпа, Иаковпа хывнӑ халалӗшӗн вӗсем енне ҫаврӑннӑ, вӗсене тӗппипех пӗтересшӗн пулман, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирмен.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тарҫӑсем Гиезий умӗнчен утса пынӑ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар; 12. ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.Он опоясал чресла свои и бежал пред Ахавом до самого Изрееля.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Соломон патшапа ун патне пухӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ытла та нумай пулнӑран шутласа та кӑларайми вак тата шултӑра выльӑх парне кӳрсе, арча умӗнчен пынӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид вак выльӑха та, шултӑра выльӑха та туртса илнӗ, вӗсене хӑйсен выльӑхӗ умӗнчен хӑваласа пынӑ, пурте: ку вӑл — Давид тупӑшӗ, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.