Поиск
Шырав ĕçĕ:
Карапӑмӑр ӗнер гаваньрен тухса кайрӗ, инҫетре маяк ҫути курӑнать-ха, вӑл ӑна ҫул саламӗ ярать: — Ҫитес ҫӗре телейлӗн ишсе ҫитӗр», тет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ӑҫтан пулӑ шӳрпи ҫитӗр вӑл: ҫынни хӑрах урипе тупӑкра тӑрать!
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уява ҫитӗр.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
1. Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: 2. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑр патӑрта чухне эпир сире: «ӗҫлес мар теекен ан ҫитӗр те» теттӗмӗр.10. Ибо когда мы были у вас, то завещевали вам сие: если кто не хочет трудиться, тот и не ешь.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Выҫса ҫитни килӗнче ҫитӗр, сирӗн айӑпа кӗме пуҫтарӑнмалла ан пултӑр.34. А если кто голоден, пусть ест дома, чтобы собираться вам не на осуждение.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫын хӑйне хӑй сӑнаса тасаттӑр та вара тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр.28. Да испытывает же себя человек, и таким образом пусть ест от хлеба сего и пьет из чаши сей.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир те, кӗҫӗннисем, кӗтӳҫӗрсене пӑхӑнса тӑрӑр; пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Калне хулине ҫитӗр те пӑхӑр, унтан аслӑ Емаф хулине кайӑр, кайран филистимсен хулине Гефа анӑр: ҫак патшалӑхсенчен лайӑхрах мар-и вӗсем? вӗсен ҫӗрӗсем сирӗн ҫӗрӗртен анлӑрах мар-и?
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, пире Вӑл пултарнине, эпир Унӑн иккенне, Унӑн халӑхӗ, Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи сурӑхсем иккенне пӗлсе ҫитӗр.3. Познайте, что Господь есть Бог, что Он сотворил нас, и мы - Его, Его народ и овцы паствы Его.
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вефильти пророк ӑна каланӑ: эпӗ те сан пек пророках, ҫавӑнпа Ангел мана Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе: «ӑна хӑвӑн килне илсе кил; вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тӑраниччен шыв ӗҫтӗр» тесе каларӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Лешӗсем каланӑ: эхер те эсир Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн [халал] арчине каялла ярас тетӗр пулсассӑн, ӑна ахаль ан ярӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳрӗр; вара сывалса ҫитӗр те Унӑн алли сирӗн ҫинчен мӗншӗн сирӗлменнине пӗлӗр, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр; 16. кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Маноя каланӑ: эпӗ арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл та ҫавӑнтанах сыхлантӑр; 14. вӑл иҫӗм йывӑҫҫи паракан нимӗнле ҫимӗҫе те ан ҫитӗр; эрех те, ҫиккер те ан ӗҫтӗр, нимӗнле таса мар апат та ан ҫитӗр, эпӗ унӑн амӑшне мӗн хушрӑм, пурне те ҫавӑн пек тутӑр, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Нимӗнле виле ашне те ан ҫийӗр; санӑн килӳнте ют ҫӗртен килнӗ ҫын пулчӗ пулсассӑн, ҫавна пар, вӑл ҫитӗр, е ӑна сутса яр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.