Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун хыҫӗнче ҫума-ҫумӑнах ту ҫыннисем тӑраҫҫӗ: вӗсенчен пӗри, кӗрнеклӗ те ҫамрӑк сӑнлӑ ингуш офицерӗ, капӑрлатса ҫӗлетнӗ черкес сӑхманӗ умне аллисене хӗреслӗн тытса, хура кубанка айӗнчен мӑйӑр тӗшши пек куҫ шӑрҫисене ҫутӑлтарать; тепри — хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ ватӑ осетин — ал лаппипе пуклак авӑрлӑ хӗҫӗ ҫине хунӑ та тӑрӑхлакан куҫӗсемпе хӑйсене сырса илнӗ казаксене хыпашлать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Алӑк яри уҫӑлчӗ те, пуклак сӑмсаллӑ аттисемпе ҫемҫен пусса, Рубцов-Емницкий чупса кӗчӗ.Распахнулась дверь, и в контору, мягко ступая своими тупоносыми сапожками, вбежал Рубцов-Емницкий.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуклак пуҫлӑ аттипе курӑка чашӑлтаттарса, машина патне вӗттӗн-вӗттӗн чупса кайрӗ вӑл, ҫавнашкалах ташланӑ пек чупса каялла таврӑнчӗ, питӗ нумай ӗҫ пур ҫын пек, утма чарӑнмасӑрах парусинӑран ҫӗленӗ портфелӗнче тем шыракаларӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урине те симӗсрех тӗслӗ парусинӑран ҫӗленӗ пуклак атӑ тӑхӑннӑ.заправленных в тупоносые сапожки, тоже из парусины зеленоватого цвета.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Пирӗн йӑхран ку таранччен никам та ыйткаласа ҫӳремен-ха, ан лӗкӗртет эсӗ, хӑта, пуклак чӗлхӳпе!— Милостыню в нашем роду ишо никто не собирал, не бреши, сват, дубовым языком!
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гришака мучи, ӑншӑртланса ҫитнипе, ӑна туян пуклак пуҫӗпе хырӑмӗнчен пусрӗ, пӑрапа пӑраланӑ пек.Ожесточившись, дед воткнул тупой конец костыля ему в живот, как сверлят буравом.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ пысӑк сазан ҫиеле тухрӗ, шыва кӑпӑклантарчӗ, унтан, пуклак ҫамкаллӑ пуҫне пӗксе, каллех шыв тӗпнелле чӑмрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Умӗнчен пӑхсан, каснӑ-лартнӑ нимӗҫ: унӑн ансӑр, текех ӑҫта кирлӗ унта ҫаврӑнакан, мӗн ал айне лекнӗ ҫавна шӑршлакан сӑмси-ҫӑварӗ пирӗн сыснасенни пек, шӗвӗркке те пуклак вӗҫлӗ: урисем вара ҫав тери ҫинҫешке, Ярескӑри голован урисем ҫавӑн пек ҫинҫешке пулнӑ пулсан, вӑл вӗсене пӗрре ташласах хуҫнӑ пулӗччӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пуклак сӑмсаллӑ машинӑсем уй тӑрӑх пӗр уйӑх шуса ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ, юпасем лартса тухнӑ ҫулӑн икӗ еннелле те сухаласа тӑкнӑ ҫӗр хура ҫунат пек сарӑлса выртать.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан вара вӑрӑм та пуклак сӑмсаллӑ тракторсем, халь анчах туртса килнӗскерсем тата пулӑшмасӑр пӗр утӑм та тума пултарайман пекскерсем, сасартӑк чӗрӗлчӗҫ, моторӗсем шавлама пуҫларӗҫ, пӗр-пӗрне хаваслӑн сигналсем пачӗҫ, вара гусеницисене шпорсем пек чанкӑртаттарса, хӑйсен хыҫне, ҫӗлен евӗрлӗ хура кабельсем хӑварса, сухаламалли ҫӗр ҫине тухрӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ҫуркунне, уй юртан тасалсанах, «СТЗ — НАТИ» тракторсем, типсе ҫитеймен ҫӗр ҫине чӑпар йӗр хӑварса, ҫеҫенхире пуклак та вӑрӑм сӑмсасемлӗ пилӗк электротрактор, вӗсем хыҫҫӑн резина кустӑрмаллӑ сип-симӗс курӑк тӗслӗ пилӗк пӗчӗк вагон туртса тухрӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ир яланхи пек мар шавлӑ та халӑхпа тулнӑ вокзал патӗнчен е пуклак сӑмсаллӑ хӗрлӗ автобуссем, айккинелле ҫӑра тӗтӗм таткисене кӑлара-кӑлара хӑварса, е мухтава тивӗҫ «Победӑсем» тапрана-тапрана каяҫҫӗ, е тата ҫунасем те вӗҫтерсе иртеҫҫӗ — пас тытнӑ лаша ҫилхисем силлене-силлене илеҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен умӗнчи пӗчӗкрех площадьре пӗр тикӗс мар ретре пуклак сӑмсаллӑ симӗс автобуссем, тӗрлӗ йышши тата тӗрлӗ тӗслӗ легковой машинӑсем тӑраҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн пуклак сӑмсаллӑ сарлака пит-куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, пӗтӗрӗнчӗк уссийӗ сапаланнӑ.И его крупное, с шишковатым носом лицо побагровело, пучкастые усы распушились.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лешӗ пӗшкӗнсе тӑчӗ; кинжалӑн хӑрах енче, пуклак вӗҫӗ патнерехре, «Ирӗклӗх е вилӗм» тесе чӗркелесе ҫырса, ӳкерчӗкӗ те пур, тепӗр енче — килжал хуҫин ячӗ.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лайӑх маррисене илсен, эсир ыттисенчен лайӑхрах-ха, мӗншӗн тесен эсир шӑпах ӑс-тӑнсӑр мар, пуклак ӑслӑ мар.Из тех, кто не хорош, вы еще лучше других, именно потому что вы не безрассудны и не тупоумны.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир манӑн ҫивӗч сӑмаха пуклак тесе шутлатӑр-и?
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗтреллӗрех ӑрша витӗр хӑйӗн манӑҫа тухман ҫамрӑклӑхне, хӑйӗн вӑраха пыман телейне курса илме хӑтланнӑ пек, хӑйӗн пуклак та вӑйлӑ пӳрнисене хӗреслетсе, шӑлне ҫыртса, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти тӗтрелӗхе куҫа хӗссе пӑхма-и?
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах анчӑкӑн та ӑнӑҫу пулмарӗ: ҫӑмне кассан, ман алран ҫӑлӑнсан, эпӗ ӑна ытлашши ҫӑмран тасатнӑшӑн вӑл кӑмӑллӑ стек пулчӗ, хӗпӗртенипе, мана пуклак вӗҫлӗ хӳрипе сулса саламларӗ, унтан вара — ҫил пек шыв хӗррине вӗҫтерчӗ, шывра хӑй кӗлеткине курчӗ те намӑсланнипе йынӑшса ячӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.