Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мундир сăмах пирĕн базăра пур.
мундир (тĕпĕ: мундир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малта симӗс мундир тӑхӑннӑ офицер пырать, тепӗр иккӗшӗ, черкес сӑхманӗ тӑхӑнса янӑскерсем, хыҫалтан сиктерсе килеҫҫӗ.

Офицер, одетый в защитный мундир, ехал передним, двое остальных, в черкесках, держались немного поодаль.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов еннелле вуншар ҫын аллисене кӑмтарса тытнӑ, Ҫӳҫне-пуҫне салатса янӑ пӗр кӳпшек майра тата, тачка тутипе ҫутӑ симӗс мундир ҫаннинчен чуп тума пикенсе, ун айккинченех вӗтӗртетсе чупрӗ.

К Корнилову тянулись десятки рук, какая-то полная растрепанная дама семенила сбоку от него, стараясь прижаться губами к рукаву светлозеленого мундира.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ик-виҫ самант тӑхтанӑ хыҫҫӑн Аксинья шӑтӑк витӗр тата тепӗр хут пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: Евгений, йӳле янӑ симӗс мундир тӑхӑннӑскер, урайне сарса хунӑ пысӑк карттӑ умне чӗркуҫленсе ларнӑ та темӗн тӗрмешет.

Подождав несколько минут, Аксинья заглянула вновь: Евгений в распахнутом защитном мундире стоял на коленях перед большой раскинутой на полу картой.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗллев рами хушӑкӗнче, симӗсрех кӑвак мундир ҫинче, мушка чӗтресе тӑнине куртӑм.

В прорези прицельной рамы на фоне серовато-зеленого мундира дрожала мушка.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвак мундир, каскӑ.

Серый мундир, каска.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав ик куҫхарши хушшине сиксе тухнӑ пӳрлешкине утса пынӑ ҫӗртех пӳрнисемпе пӑчӑртаса кӑларчӗ; пустав мундир тӑхӑннӑ пирки тарпа йӑшса кайнипе сывлӑшне хашлаттарса вӗрсе кӑларчӗ.

Пристав на ходу давил пальцами угнездившийся меж бровей прыщ; отдувался, испревая в суконном мундире.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ури айӗнче лаша ҫине пӗрре те хурса курман ҫӗнӗ ут ҫитти выртать, ун ҫине йӗрки-йӗркипе симӗс сӑрпа сӑрланӑ, тимӗрпе тыттарнӑ куптакаллӑ, мала та, хыҫала та сумкӑсем тунӑ йӗнерне, икӗ шинель, икӗ шӑлавар, мундир, икӗ мӑшӑр сӑран атӑ, кӗпе-йӗм, пӗр кӗрепенкӗ те 54 золотник сухари, пӗр банка консерва, кӗрпе тата юланутлӑ ҫынна кирлӗ таран хисеппе ытти хатӗр-хӗтӗрсем майлаштарса хунӑ.

Под ногами Григория лежала ненадеванная попона, на ней порядком разложены седло с окованным, крашенным в зеленое ленчиком, с саквами и задними сумами, две шинели, двое шаровар, мундир, две пары сапог, белье, фунт и пятьдесят четыре золотника сухарей, банка консервов, крупа и прочая, в полагаемом для всадника количестве, снедь.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник, мундир ҫухавине вӗҫерсе ярса, хӗрарӑмӑнни пек шурӑ кӑкӑрне аллипе шӑлкаласа илчӗ.

Сотник, расстегнув воротник мундира, поглаживал женски белую грудь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кунсӑр пуҫне тата, господа стариксем, станица атаманӗнчен распоряжени килчӗ, — атаман сассине улӑштарчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, тӑратнӑ мундир ҫухавийӗ унӑн янаххине хырса, майне касса кӗчӗ.

— А ишо, господа старики, получена от станишного атамана распоряжения, — атаман перевел голос и покрутил головой: стоячий воротник мундира, задирая подбородок, врезался в шею.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асаттене пумӑклӑ черккепе пӗр черкке тултарса пачӗҫ те, ҫур черккине симӗс йӑрӑмлӑ мӑк сухалпа тӑрмакланса тӑракан ҫӑварӗнчен ячӗҫ, ҫуррине — тӑратса тӑракан мундир ҫухавийӗ хушшине силлерӗҫ.

Деду Гришаке налили пузатую рюмку и вылили половину в рот, залохматевший прозеленью бороды, половину за стоячий воротник мундира.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша, щётка илсе килсе пар хӑтана мундир тасатма.

Даша, зараз веник дай, свату мундир почистить.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти урапин сӑпка майлӑ ларкӑчӗ ҫинче, вӑнкки-вӑнкки сиккелесе, Мирон Григорьевичпа Лукинишна юнашар ларса килеҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ — Гришака асатте, георгисемпе медальсем ҫакса тултарнӑ ҫӗнӗ мундир тӑхӑннӑскер.

На передней, покачиваясь в люльке, сидели рядом Мирон Григорьевич с Лукиничной, против них — дед Гришака в свежем мундире с Георгиями и медалями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уйӑх чӳрече хушӑкӗпе хӗсӗнсе кӗрет, мундир пакунӗсем ҫинчи урядник иккенне пӗлтерекен паллӑсене — хӑюсене ӗненчӗксӗррӗн хыпашлать.

Месяц глазастеет в оконную прорезь, недоверчиво щупает две белые урядницкие лычки на погоне мундира.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ.

Все генералы, которые расхаживали довольно спесиво в золотых мундирах, засуетились, и с низкими поклонами, казалось, ловили его каждое слово и даже малейшее движение, чтобы сейчас лететь выполнять его.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Залра ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ темиҫе генерал кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

В зале толпилось несколько генералов в шитых золотом мундирах.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хыҫалтан пӑхсан вара, шӑп та шай кӗпӗрнери стряпчий, мӗншӗн тесен хӳри унӑн хальхи мундир арки пек вӑрӑм та шӗврешке, анчах сухалӗ качаканни евӗр, пуҫӗ ҫинче икӗ пӗчӗкҫеҫ мӑйрака; сӑнран пӑхма та мӑръе тасатакан ҫынран шурах мар.

Но зато сзади он был настоящий губернский стряпчий в мундире, потому что у него висел хвост, такой острый и длинный, как теперешние мундирные фалды; только разве по козлиной бороде под мордой, по небольшим рожкам, торчавшим на голове, и что весь был не белее трубочиста.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ылтӑн ҫамрӑксем тени, офицерсем, Париж ҫыннисем тата эпир, ҫав мӗнпур господинсем, вӑтӑр ҫулхи аскӑнсем, тап-таса ҫӑвӑнса, хырӑнса, хамӑр ҫине духи сапса, аялтан таса кӗпе-йӗм, ҫиелтен е фрак, е мундир тӑхӑнса яратпӑр та гостинӑйсене кӗретпӗр, балсене — тасалӑх эмблеми — каятпӑр, — ытарайми илем!..

А как послышишь о золотой молодежи, об офицерах, о парижанах! и все эти господа и я, когда мы, бывало, тридцатилетние развратники, когда мы, тридцатилетние развратники, входим чисто-начисто вымытые, выбритые, надушенные, в чистом белье, во фраке или в мундире в гостиную или на бал — эмблема чистоты — прелесть!

V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Купарчи брюкине те, мундир аркисене те сарса, хӑпартса тӑрать; уринче унӑн тӗпне шуруп тата тимӗр такан ҫапнӑ сарӑ сӑран атӑ.

Зад распирал брюки и фалды мундира, на ногах были желтые сапоги на подковах.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ытлашши ҫӳлӗ ҫынах мар вӑл, ҫийӗнче вӗр-ҫӗнӗ мундир, пичӗ типшӗмрех, яланах шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын пек курӑнать.

Это был невысокий человек, одетый в новенький мундир, с жестким лицом, на котором держалось выражение озабоченности.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑ вара пулатех, пулӗ вӑл эпир хӳтӗленме пултарайман ҫынсене юнпа пӗвениччен хӗне-хӗне пӑрахнӑшӑн кӑна мар, мундир ячӗпе витӗнсе, хӗрарӑмсене кӳрентерни нимӗнле айӑплавсӑр иртнӗшӗн кӑна та, эпир, ӳсӗрӗлсе лартса, хупахсенче кирек кама та тыта-тыта урлӑ-пирлӗ ҫуркаланӑ-таткаланӑшӑн кӑна та мар.

И это будет не за то, что мы били в кровь людей, лишенных возможности защищаться, и не за то, что нам, во имя чести мундира, проходило безнаказанным оскорбление женщин, и не за то, что мы, опьянев, рубили в кабаках в окрошку всякого встречного и поперечного.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней