Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIV

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.03 22:45

Предложений: 108; Слово: 1293

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Казак ҫарӗсен союзӗн Советӗнчен хушса янӑ питех те кирлӗ ӗҫпе есаул Листницкий Мускава Корниловран пӗр кун маларах пырса ҫитрӗ. Казаксен полкӗн штабне пакет кӗртсе пачӗ те ыран Корнилова Мускавра кӗтсе илме хатӗрленни ҫинчен пӗлчӗ.

Вӑл кӑнтӑрла тӗлӗнчех Александровски вокзала пычӗ. Залра тата пӗрремӗшпе иккӗмӗш класлӑ буфетсенче халӑх пӑтӑ пек чыхланса тулнӑ; пуринчен ытла — ҫар ҫыннисем. Перрон ҫинче — Александровски училищӗ юнкерӗсем, виадук ҫывӑхӗнче хӗрарӑмсен вилӗм батальонӗ хисеплӗ хурала йӗркеленсе тӑраҫҫӗ. Кӑнтӑрла иртни виҫ сехет ҫитес чухне — пуйӑс. Халӑх кӗрлевӗ ҫав самантрах шӑпланать. Оркестр, шартах сиктерсе, хыттӑн мӗкӗрсе янӑ шавпа темиҫе пин ура кӗрӗс-мерӗссӗн кӗпӗртетнӗ сасӑсем хутӑшса каяҫҫӗ. Вокзалта кӗпӗрленсе тулнӑ халӑх юхӑмӗ Листницкие перрон ҫинелле тӗртсе кӑларчӗ. Вӑл ҫав тӗркешӳрен аран-аран хӗсӗнкелесе тухрӗ те курчӗ: главнокомандующи вакунӗ умӗнче текинецсем икӗ шеренгӑпа йӗркеленсе тӑраҫҫӗ иккен. Вакунӑн лак тӗсӗпе йӑлтӑртатакан стени вӗсен йӑмӑх хӗрлӗ халачӗсемпе вӗлкӗшсе вӗлтӗртетет. Корнилов хӑйне хураллакан ҫар ҫыннисемпе пӗрле вакун ҫинчен анчӗ те малтанах хисеплӗ хуралта тӑракансене, унтан георги кавалерӗсен Союзӗнчен, Ҫарпа флот офицерӗсен Союзӗнчен тата казак ҫарӗсен Союзӗн Советӗнчен уйӑрса янӑ депутацисене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Верховнӑй патне пырса тӑнӑ ҫынсенчен Листницкий Дон ҫарӗн атаманне Каледина тата Зайончковский генерала ҫеҫ палласа илчӗ, ыттисен хушамачӗсене ун ҫывӑхӗнчи офицерсем каласа тӑчӗҫ.

— Кисляков — ҫул-йӗр ӗҫӗсен министрӗн юлташӗ.

— Хула пуҫлӑхӗ Руднев.

— Княҫ Трубецкой — ставкӑри дипломати канцелярийӗн начальникӗ.

— Патшалӑх Совечӗн членӗ Мусин-Пушкин.

— Французсен ҫар аташи полковник Кайо.

— Княҫ Голицын.

— Княҫ Мансыров… — йӑпӑлтиллӗн янӑраса тӑчӗҫ хӗп-хӗпӗрчӗк сасӑсем.

Листницкий хӑй еннелле утса килекен Корнилов ҫине платформа айккинче кӗпӗрленсе тухнӑ шукӑль дамӑсем ҫыххи-ҫыххипе чечек ывӑтнине курчӗ. Пӗр кӗрен чечекӗ, Корнилов мундирӗ ҫинчи аксельбантран ҫакланса, ҫаплипех усӑнса пычӗ. Корнилов ӑна именсе те хӑюсӑррӑн ҫӗре шӑлса пӑрахрӗ. Кӗҫех кӗреҫе сухаллӑ старик-уралец, тытӑнчӑклӑн такӑнса, казаксен вун икӗ ҫарӗ ячӗпе саламлӑ сӑмах кала пуҫларӗ. Листницкий ӑна вӗҫне ҫитиччен итлеймерӗ, — хӑйне стена ҫумне хӗстерсе хучӗҫ те, тепле ҫеҫ хӗҫ ҫаккине татса пӑрахмарӗҫ. Патшалӑх думин членӗ Родичев сӑмах каланӑ хыҫҫӑн халӑх кӑткӑ пек сырса илнӗ Корнилов каллех малалла тапранса утрӗ. Офицерсем, ӑна утма ҫул уҫса парас тата хӗстерсе хурасран хӳтӗлес тесе, пӗр-пӗринчен тытӑнса йӗри-тавралла карта пекки турӗҫ, анчах пулӑшмарӗ — вӗсене тӗрлӗ енчен тӗрткелесе уйӑрса ячӗҫ. Корнилов еннелле вуншар ҫын аллисене кӑмтарса тытнӑ, Ҫӳҫне-пуҫне салатса янӑ пӗр кӳпшек майра тата, тачка тутипе ҫутӑ симӗс мундир ҫаннинчен чуп тума пикенсе, ун айккинченех вӗтӗртетсе чупрӗ. Хапха тӗлне ҫитерехпе, тӗрлӗ енчен хӑлхана ҫурас пек саламласа кӑшкӑрнӑ шӑв-шав хушшинче, Корнилова алӑ ҫине ҫӗклерӗҫ. Листницкий хулпуҫҫийӗпе хирсе, темле чаплӑ тумланнӑ господина аяккалла тӗртсе хӑварчӗ те Корниловӑн куҫ умӗнче ҫиҫсе илнӗ лакированнӑй аттинчен тытса ӗлкӗрчӗ. Утнӑ ҫӗртех ӑна, уринчен меллӗн ярса илсе, хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ; вара вӑл, йӗс пырлӑ оркестр сӑнсӑррӑн ахӑрашса мӗкӗрнипе хӑлхи хупланнӑскер, йывӑрӑша туймасӑр, хумханнипе пӳлӗнчӗклӗн сывласа, ҫав вӑхӑтрах кӗлеткине тӳрӗрех тытма тата ыттисемпе пӗр виҫеллӗн пыма тӑрӑшса, майӗпен куҫакан халӑх ушкӑнӗпе пӗрле утса кайрӗ. Хапха патне ҫитнӗ чух тӗркӗшӳ вӑхӑтӗнче пиҫиххи айӗнчен хӑмпӑлчланса тухнӑ кӗпе хутламӗсене туртса тӳрлетрӗ. Картлашкасем тӑрӑх улӑхса площаде тухса пычӗҫ. Умра — халӑх ушкӑнӗ, ҫар ҫыннисен симӗс речӗсем, казаксен утлӑ стройпа йӗркеленсе тӑнӑ сотни. Аллине карттус сӑмси патне илсе пырса, нӳрелнӗ куҫӗсене пӗр тӑтӑш мӑчлаттарса, Листницкий хӑйӗн тутисем сиксе чӗтренине ирттерсе яма пикенчӗ, — пултараймарӗ. Умра сӑн ӳкермелли аппаратсем ҫине-ҫинех чӑклатнине, халӑх ушкӑнӗ ӑнтан кайса ҫуйхашнине, юнкерсем ҫирӗп те хӑюллӑ маршпа утса иртнине тата йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ пӗчӗк генерал, монгол сӑнлӑскер, вӗсене хӑй умӗнчен сапӑррӑн пӑхса ӑсатнине — ҫаксене пурне те Листницкий тӗлӗкри пек кӑна ас туса юлчӗ.

* * *

Тепӗр кунтан Листницкий Петрограда тухса кайрӗ. Вакунӑн ҫулти лапки ҫине вырнаҫса шинельне сарса хучӗ те, пирус мӑкӑрлантарса, Корнилов пирки шухӑша кайрӗ:

«Тӑван ҫӗршыва хӑй ҫавнашкал питӗ кирлӗ пуласса пӗлнӗ пекех, вилӗм хӑрушлӑхне пӑхмасӑр, тыткӑнран тарса тухнӑ. Сӑнӗ мӗнешкел ун! Хаклӑ йышши чултан касса кӑларнӑ пек — ним те ытлашши, ыттисен евӗрли ҫук… Ҫавнашкалах кӑмӑлӗ те. Ахӑртнех ӗнтӗ пурте паллӑ-тӑр уншӑн, умри кашни утӑм виҫсе хунӑ пек шанчӑклӑ пулӗ. Меллӗрех самант килсе ҫиттӗр те — вӑл ертсе каять пире. Тӗлӗнмелле, халиччен те эпӗ вӑл камне пӗлместӗп — монархист-ши ӗнтӗ? Конституциллӗ монархи… Пирӗнтен кашниех ҫавнашкал хӑй ҫине ҫирӗп шанас пулсан, мӗн тери аван пулмаллаччӗ».

Ҫав сехетеллех, Мускаври патшалӑх канашлӑвӗн членӗсем перерыва тухсан, икӗ генерал Пысӑк театр кулуарӗнче улахрах вырӑн шыраса тупрӗҫ те, паркет сарнӑ урай тӑрӑх кумкаласа, ҫурма сасӑллӑн калаҫса ҫӳрерӗҫ. Пӗри вӗсенчен — хыткан кӗлеткеллӗ те монгол манерлӗрех сӑн-питлӗ. Тепри — патварскер; вӑл нӑкӑ-нӑкӑ мӑйӗ ҫинчи тӑваткал пуҫне шӑртла кастарса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне типтерлӗн тураса якатнӑ; ҫӳҫӗ тӑнлавӗсем тӗлӗнче кукшаланма пуҫланӑ; хӑлха кимӗрчекӗсем, пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ евӗр, ҫӑтӑ тӑраҫҫӗ.

— Декларацире ҫар чаҫӗсенчи комитетсене салатса яма пӑхнӑ-и?

— Пӑхнӑ.

— Пӗр пӗтӗм фронт, кӗрешӳри пӗрлӗх епле пулсан та питӗ кирлӗ. Эпӗ илсе кӑтартнӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртмесӗр ҫӑлӑнӑҫ пулмасть. Ҫар хавшаса ҫитсе ҫапӑҫайми пулнӑ. Кун пек ҫар ҫӗнтерме мар, тӑшман кӑшт вӑйлӑрах хӗснине те чӑтса тӑраймасть. Чаҫсене большевиксен пропаганди пӑсса кӑмпӑслантарнӑ. Кунта тылра тата мӗнле? Эсир куратӑр-и, рабочисем хӑйсене мӗнле тыткалаҫҫӗ? Хӑйсене ҫӑварлӑхлас тесе мӗн те пулин ту ҫеҫ — тӳрех забастовкӑсемпе демонстрацисем. Канашлу членӗсен, ав, ларӑва та ҫуран лӑпӑстатса ҫӳрес пулать… Намӑс! Тыла милитаризацилесси, влаҫа ҫирӗп те хаяр алла парасси, мӗн пур большевиксене — халӑха пӑсакан ҫав йӗрӗнчӗк шӗкӗсене — шеллесе тӑмасӑр пӗтересси, — ҫаксем вӗсем пирӗн ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли задачӑсем. Мӗнле, эсир малашне те пулӑшса тӑрасса шанма пултарӑп-и эпӗ, Алексей Максимович?

— Эпе пӗр сӑмахсӑр сирӗнпе.

— Эпӗ пӗлнӗ ӑна. Тавтапуҫ. Куратӑр пулӗ, ҫӗршыври йӗркелӗхшӗн хӑюллӑн та ҫирӗппӗн кӗрешес вырӑнне, правительство ҫурма ӗҫсем тунипе тата: «июль кунӗсенчи пек халӑх влаҫӗ ҫине алӑ ҫӗклеме хӑякансене тӗкӗ-ҫӑмӗ юлми аркатса тӑкӑпӑр» тенӗ пек шултра сӑмахсем ҫухӑрнипе ҫеҫ лӑпланса пурӑнать. Ҫук, эпир апла мар, малтан ӗҫне тума, кайран тин сӑмахне калама хӑнӑхнӑ. Вӗсем йӑлтах тепӗр майлӑ хӑтланаҫҫӗ. Мӗнех-ха… Вӑхӑт ҫитет ак — ҫурмалла политикӑн ҫимӗҫӗсене хӑйсемех астивсе курӗҫ. Анчах ман таса мар вӑййа хутшӑнма кӑмӑлӑм ҫук! Эпӗ уҫҫӑн кӗрешекенсем енче пулнӑ, пулатӑп та; сӑмах вылятса пурӑнасси ман йӑла мар.

Лутака генерал юлташне хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те, пӳрнисемпе унӑн тӗксӗм френчӗ ҫинчи йӗс тӳмене ҫавӑркаласа, хумханчӑклӑн тытӑнса калаҫрӗ:

— Мӑйкӑча хывса илчӗҫ те, халӗ хӑйсемех ав хӑйсен революциллӗ демократийӗнчен хӑраҫҫӗ: фронтран столица ҫывӑхне шанчӑклӑ ҫар чаҫӗсене куҫарса пыма ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата ҫав демократи умӗнче те куҫран ӳкесшӗн мар; тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма шикленсе тӑраҫҫӗ. Пӗр утӑм малалла пусаҫҫӗ, тепӗр утӑм каялла чакаҫҫӗ… Хамӑр вӑйсене пӗр чӑмӑра пӗрлештернипе, мораль енчен ниҫта пӑркаланмалла мар хӗстерсе хунипе ҫеҫ эпир правительствӑран мӗн кирлине пӑчӑртаса кӑларма пултаратпӑр. Апла та май килмесен — урӑхла калаҫӑпӑр! Эпӗ фронта ҫаратса хӑварма та тытӑнсах тӑмӑп, — ан тив, ӑса кӗртчӗр вӗсене нимӗҫсем!

— Эпир Дутовпа калаҫса илтӗмӗр. Казаксем сире пур майсемпе те пулӑшса тӑрӗҫ, Лавр Георгиевич. Пирӗн халӗ малашне пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки ҫеҫ килӗшмелли юлать.

— Лару хыҫҫӑн сире хӑш-пӗр кирлӗ ҫынсемпе пӗрле хам патӑмра кӗтетӗп. Сирӗн патра, Дон тӑрӑхӗнче, шухӑш-кӑмӑлсем мӗнле халӗ?

Кӗре шӑм-шаклӑ генерал, яп-яка хыртарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ янахне кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫ айӗпе салхуллӑн малалла пӑхрӗ. Вӑл каласа пама тытӑннӑ вӑхӑтра сарлака мӑйӑхӗ айӗнчи тута кӗтессисем ҫилӗллӗн туртӑнса илчӗҫ.

— Ҫук ман казак ҫине ӗлӗкхи шанчӑк… Халӗ ахаль те тата шухӑш-кӑмӑл пирки калаҫма йывӑр. Компромис кирлӗ: казак мар ҫынсене хӑйсенчен пӗтӗмпех пистерес мар тесен, казаксен ку енӗпе вӗсем ыйтнисене те шута илме тивет. Хӑш-пӗр ӗҫсем тума шутлатпӑр-ха эпир, анчах ӑнӑҫлӑ пулӗ тесе шантарса калама ҫук. Казаксемпе казак мар ҫынсем, хӑйсен кӑмӑлӗсем пӗрешкел килменнине кура, ик еннелле уйрӑлса кайма пултараҫҫӗ… Ҫӗр… лешсен те, кусен те халӗ шухӑшсем ҫав тӗнӗл тавра ҫаврӑнаҫҫӗ.

— Ӑнсӑртран мӗн те пулин сиксе тухасран сирӗн казаксен шанчӑклӑ чаҫӗсене ал айӗнче тытмалла. Ставкӑна таврӑнсанах Лукомскипе калаҫса пӑхатӑп. Тен, фронтран илсех Дон ҫине темиҫе полк яма май тупӑпӑр.

— Тем пек тав тунӑ пулӑттӑм.

— Ҫапла вара, паян эпир хамӑрӑн сирӗнпе пӗрле тумалли ӗҫсем ҫинчен калаҫса татӑлатпӑр. Шухӑшласа хунӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе эпӗ чӗререн ӗненетӗп. Анчах телей тени — ултавлӑ, генерал… Енчен вӑл, ниме пӑхмасӑр, ман енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑрас пулсан, мӗнле, сирӗн Дон тӑрӑхӗнче ҫӑлӑнӑҫ тупӑп тесе шанма пултарӑп-и эпӗ?

— Ҫӑлӑнӑҫ ҫеҫ мар, шанчӑклӑ хӳтлӗх те тупатӑр. Казаксем мӗн авалтан хӑнасене тарават пулнӑ. — Каледин, куҫ айӗпе сивлеккӗн тирӗнсе пӑхакан сӑн-питне йӑвашлатса калаҫу пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут кулса илчӗ.

Тепӗр сехетрен вӑл, Дон атаманӗ, шӑпланнӑ аудитори умӗнче «Казаксен вун икӗ ҫарӗн декларацине» вуласа пачӗ.

Ҫав кунтан тытӑнса вара хӑрушӑ тискер каварӑн хура ҫипписем Дон, Кубань, Терек, Урал, Уссури тӑрӑхӗнчи казаксен ҫӗрӗсем тӑрӑх чикӗрен чикке, станицӑран станицӑна хура эрешмен карти пек тӑсӑлса каяҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней