Поиск
Шырав ĕçĕ:
Витре аялалла нумайччен анчӗ, пӗчӗкҫӗ ҫеҫ курӑнакан пулчӗ, анчах шыв тӗпне час ҫитеймерӗ.Бадейка очень далеко шла вниз, стала совсем маленькой, а все никак не могла дойти до воды.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак илемлӗ кӑн-кӑвак тӳпере ҫӳрекен шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсен тӗнчинче, унта та кунта лаша пуҫӗ шӑммисем, вӑкӑр мӑйракисем курӑнакан, курӑкпа витӗннӗ тӗмескесем урлӑ хумханса куҫса ҫӳрекен кӗрен мӗлкесем хушшинче, ку тӗнчене пӗтӗмпех этем телейӗшӗн, унӑн хавасӗшӗн тунӑ пулнӑ пулсан та, — ҫав тӗнчере ӗҫсем пур енчен те лайӑх пымаҫҫӗ иккен.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн шултӑра курӑнакан шӑлӗсем шурӑ тимӗр ҫӑварлӑха кышлаҫҫӗ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Медуза витӗр курӑнакан абажур евӗрлӗ ҫакӑнса тӑнӑ, унӑн нумай туратлӑ урисем те ҫавӑн пекех витӗр курӑннӑ.Медуза висела прозрачным абажуром с кистью таких же прозрачных щупалец.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пилот аслатиллӗ пӗлӗт витӗр вӗҫсе тухнине те киленсех кӗтрӗм эпӗ, — керменсем евӗр курӑнакан ҫиҫӗм касса ҫуракан аслати пӗлӗчӗсене эпир Череповец ҫинче тӗл пултӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вӑл ылтӑн евӗр йӑм-йӑм курӑнакан пурҫӑн тӗклӗ ҫӳрен утне лӑпкать, ҫупӑрлать, лаши хуҫи ҫине ӑслӑ куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхкалать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑрӑм мӑйлӑ ут, пысӑк та ҫап-ҫутӑ куҫне ман енне чалӑштарса, Амеда ҫыртам пек тӑвать, хускавлӑ тутисен айӗнчен курӑнакан вӑрӑм шӑлӗсемпе хуҫин аллине асӑрханса хӗсет.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла ӗнтӗ аран-аран кӑна пулӑҫӑ вӑлти майлӑ курӑнакан саспаллисем пӗрре ҫирӗп пулма хушакан, тепре шанчӑка кӑтартакан сӑмахсем пулма пуҫлаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи страницисем темле ҫуланса пӗтнӗ, кӑранташ вара сарӑ та витӗр курӑнакан хут ҫине аран-аран ҫеҫ леккеленӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вунӑ сехетре инструктор ҫитрӗ, ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ те ӗнтӗ: хӑйпе пӗрле вӑл пӑхсанах ӑслӑ ҫын пек курӑнакан ҫынна, ылтӑн куҫлӑхлӑскере, ертсе килчӗ, часах эпир вӑл райком секретарӗ иккенне пӗлтӗмӗр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем, ҫунана кӳлӗннӗ йытӑсем, тир атӑ, лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ улӑп пек пысӑк ҫынна ӳкерсе хунӑ пек курӑнакан сӑнсем каллех манӑн куҫ умне тухса тӑчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтан ку горизонт патӗнченех курӑнакан кӗмӗл ярӑм пулнӑ.Сперва это была серебристая полоска, идущая от самого горизонта.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кун питӗ шӑрӑх, тинӗс шывӗ сип-симӗс йӑлтӑртатать, вӗҫӗ-хӗррисӗр хумсем витӗр курӑнакан цукатран чутласа тунӑ пек.День был очень знойный, вода в море ярко зеленела, и пологие волны казались выточенными из малахита.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫамрӑк та ыррӑн туйӑнса кайрӗ мана ҫак ялан мӑнкӑмӑллӑ пек курӑнакан Ирина Михайловна, вара эп унпа ҫӑмӑллӑн калаҫа пуҫларӑм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пирен пӳлӗме нӳрленнӗ пек курӑнакан симӗсрех шпалер ҫапнӑ, маччи хӗвел ҫинче выртса сарӑхнӑ хут тӗслӗ, стена ҫинче хурт куҫҫисемпе илемлетнӗ рамка ӑшӗнче Крым ӳкерчӗкӗ тата комод ҫинче гипсран тунӑ Наполеон кӗлетки пур.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пристань тӗлӗнчи симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан шыва, канатсем кӑкарнипе касӑла-касӑла тухнӑ юпасене, пулӑ, сӑмала, чӑпта шӑршине халӗ те астӑватӑп эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чӑнах та… анчах куҫран пӑхса курӑнакан юрату хӗрарӑмшӑн нимӗн те мар вӑл, сӑмахла калани вара…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр вырӑнӗн пуҫӗнче витӗр курӑнакан плексигласран эрешлесе тунӑ рамкӑсем ӑшне кӳртсе лартнӑ икӗ фотографи курӑнать.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кабинӑн витӗр курӑнакан колпакӗ уҫӑлчӗ те, чи малтан унтан ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ хура пысӑк туя вӑркӑнса тухса курӑк ҫине ӳкрӗ.