Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Катя инкен ҫӗрӗ ҫывӑхри уйрах вӗт?
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫывӑхри ҫӑва ҫинче, тӗмсем хушшинче, шӑплӑхра, сӑпайлӑ урна айӗнче выртать вӑл.На ближайшем кладбище под скромной урной покоится тело его между кустов, в затишье.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл атӑ тасатать, вара ҫывӑрать, алӑк умӗнче иртен-ҫӳренсем ҫинелле тӑмсайла пӑхкаласа ларать, е, юлашкинчен, ҫывӑхри вак-тӗвек сутакан лавккана кӗрсе ларать те малтан Обломовкӑра, кайран Гороховӑй урамра мӗн тунине тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эппин кала ӑна, эпӗ икӗ сехетрен апатланма килетӗп! — терӗ те вӑл ҫывӑхри сада кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, инкӗшӗпе пӗрле, кӑнтӑрлахи апатчен палла-тӑрансем патне кайса ҫӳрерӗ, Обломов ҫывӑхри урама хваттер шырама кайрӗ.Ольга поехала с теткой с визитом до обеда, а он пошел глядеть квартиры поблизости.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Саксонири фабрикӑсенче технологие вӗреннӗ; ҫывӑхри университетра вара, хӗрӗхе яхӑн профессор хушшинче, хӗрӗх ӑславҫӑ вӗрентнине аран-аран ӑнланкаласа, учитель ятне илнӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫывӑхри ялсем тата уезд хули унтан ҫирӗм пилӗк-вӑтӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.Ближайшие деревни и уездный город были верстах в двадцати пяти и тридцати.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне ҫакнашкал пролетарие ҫывӑхри хулана япаласем туянма яраҫҫӗ, хуҫалӑхра пулӑшма хушаҫҫӗ, — хӑвӑн тертленмелле мар ӗнтӗ!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Астӑватӑн-и, ман ҫывӑхри дачӑра пурӑнчӗҫ?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑратасшӑн пулса, уҫӑмсӑр, пытарӑнчӑк кӑмӑлпа пӗр чарӑнмасӑр ӳпкелешсе те шавласа кӗрлет ҫывӑхри вӑрман…Недалекий лес роптал и гудел с непрерывной, затаенной, глухой угрозой…
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Адмирал броненосец путни ҫинчен пӗлтерме ҫывӑхри борта карап янӑ.Адмирал отправил посыльное судно в ближайший порт сообщить адмиралтейству о гибели броненосца.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫурӑм хыҫне сумка ҫакса, сунар пӑшалӗ йӑтса ҫывӑхри вӑрмансем тӑрӑх сахал мар ҫӳренӗ вӑл.Он немало побродил по окрестностям с ружьем и охотничьей сумкой за плечами.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вертолетӑн ҫывӑхри кӗрлевӗпе танлаштарсан кинозалри стена хыҫӗнчи стереошав мӗн вӑл?Тот стереогрохот, который недавно сопровождал их внизу в кинотеатре теперь вспоминался как смешной
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл ачасен пуҫӗсене хул айне хӗстерсе тытрӗ те ҫывӑхри тӗмсем еннелле ҫул тытрӗ.Он сунул головы подростков себе под мышки, и пошел к ближайшим кустам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл алӑри кушакне ҫӗр ҫине антарчӗ те, лешӗ ҫывӑхри хурӑн патнелле вӗҫтерчӗ.Она опустила кошку на землю, и та бросилась наутек к ближайшей березе.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫакӑнтан хамӑр карапсем инҫетри те ҫывӑхри тинӗс ҫулӗсемпе килекен союзниксен карапӗсене кетсе илме е Германи конвойӗсене путарма тухса каятчӗҫ, ҫак пӗчӗк хулан пӗтем пурнӑҫӗ мӗнле пулсан та кӗрешӳпех ҫыхӑнса тӑратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Масар патне ҫитсен, халӑх ушкӑнӗ ҫумне тата Чумкӑра, Сахалинчикра, Одесса-Товарнӑйра, Молдаванкӑра, Ҫывӑхри тата Аякри Армансенче пуранакан мастерскойсемпе чугунҫул рабочийӗсем хутшӑнчӗҫ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем кунта хӑйсемпе пӗрле Ҫывӑхри Армансен пӗр татӑкне куҫарса килнӗ пек туйӑнать.Можно было подумать, что они привезли с собой сюда кусочек Ближних Мельниц.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ярмаркӑра хавасланакан халӑх нумай енчен Ҫывӑхри Армансем таврашӗнче пурӑнакан ҫынсемпе ҫывӑх пек пулнӑ.Что-то общее с Ближними Мельницами было в этом простонародном гулянье.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем Ҫывӑхри Армансем енне тӑсӑлса каякан вӗҫӗ-хӗррисӗр пушӑ урамсенчен те вӑрӑмрах.Они были еще длиннее пустынных улиц, бесконечно уходивших в сторону Ближних Мельниц.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949