Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: II сыпӑк

Раздел: Олеся

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Добавлен: 2019.10.06 21:12

Предложений: 95; Слово: 1094

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ярмола питлӗх умне кукленсе ларнӑ та кӑмакари кӑвара пӑтратать, эпӗ хам пӳлӗмӗн хире-хирӗҫ кӗтесӗсем хушшипе каллӗ-маллӗ утатӑп. Улпутӑн тем пысӑкӑш ҫуртӗнче вуникӗ пӳлӗм, эпӗ ҫавсенчен пурӗ те пӗрне, диваннӑй пулнӑскерне, ҫеҫ йышӑннӑ. Ыттисене ҫӑрапах питӗрсе илнӗ, вӗсенче штофлӑ авалхи сӗтел-пукан, тӗлӗнтермӗшле бронза тата XVIII ӗмӗрти портретсем ним хускалмасӑр чаплӑн кӑвакарса пӑнтӑхаҫҫӗ.

Ҫурт стени хыҫӗнче, ҫарамас пулнипе шӑнса ӗнтӗркенӗ ватӑ шуйттан евӗр, ҫил харкашса тулашать. Йынӑшни те, ҫухӑрни те, тискеррӗн кулни те пур ун ӗхӗрӗвӗнче. Каҫа хирӗҫ тӑвӑл пушшех хытӑ урса кайрӗ. Чӳрече кантӑкӗсем ҫине тулаш енчен такам ывӑҫла-ывӑҫла хаяррӑн вӑркӑнтарса тӑчӗ типӗ те вӗтӗ юр пӗрчисене. Хӑратасшӑн пулса, уҫӑмсӑр, пытарӑнчӑк кӑмӑлпа пӗр чарӑнмасӑр ӳпкелешсе те шавласа кӗрлет ҫывӑхри вӑрман…

Ҫил пушӑ пӳлӗмсемпе кӑмакасен улакан мӑрйисене кӗрсе тулать, шӑтӑк-шатӑк, ҫурма ишӗлчек ҫурт вара сасартӑк ӑнланмалла мар сасӑсемпе хавасланса каять, — вӗсене эпӗ ирӗксӗрех сехӗрленсе итлетӗп. Акӑ шурӑ залӑра темскер ассӑн хашлатнӑ пек пулчӗ, хашлатрӗ тарӑннӑн, тытӑнчӑклӑн та кулянчӑклӑн. Акӑ ӑҫта-тӑр аякра, такам пӗр сассӑр та йывӑррӑн пуснипе, ҫатӑртатрӗҫ, чӗриклетрӗҫ типнӗ урайӑн ҫӗрӗк хӑмисем. Унтан мана хам пулӗмпе юнашарти коридорта такам асӑрхануллӑн та ҫине тӑрсах алӑк тыткӑчне пусса тӗртнӗ пек туйӑнса каять, кӑштахран вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех кӑтӑрса хускалса, пӗтӗм ҫурт тӑрӑх вирхӗнме пуҫлать, чӳрече хупписемпе алӑксене шан та шан шанлаттарать е, мӑрьене улӑхса, ҫав тери мӗскӗннн, кичеммӗн те тӑсмаккӑн улать, — сасси хӑйӗн пӗрре, ҫихӗрсе йынӑшнӑ чухнехи евӗр, ҫин-ҫинҫен ҫӗкленсе хӑпарать, тепре, калӑн, унта тискер кайӑк ихӗрет, тейӗн, хулӑннӑн мӗкӗрттерет. Вӑхӑт-вӑхӑтӑн, турӑ кӑна пӗлсе пӗтертӗр, ҫак хӑрушӑ хӑна ман пӳлӗме те таҫтан вӑркӑнса кӗрет, ҫурӑм тӑрӑх сиввӗн чупса иртет те симӗс хутран тунӑ, тӑрри ҫуннӑ абажур айӗн тӗксӗммӗн ҫутатакан лампа ҫулӑмне хумхантарса хӑварать.

Темле, пӗлсе пӗтермелле мар, уҫӑмсӑр канӑҫсӑрлӑх ҫавӑрса илчӗ мана. Акӑ, шухӑш вӗҫрӗ пуҫра, хула пурнӑҫӗнчен, обществӑран, хӗрарӑм кулллинчен, этем калаҫӑвӗнчен ҫӗршер ҫухрӑмра, вӑрманпа кӗртсем хушшинче ҫухалса кайнӑ ялта, хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра, хӗлӗн пӑсӑк та хупӑнчӑк каҫӗнче ларатӑп эпӗ… Ҫапларах туйӑнма пуҫларӗ вара мана: ҫулсем, вуншар ҫул хушши тӑсӑлӗ ҫак пӑсӑк каҫ, ман вилӗм ҫитичченех тӑсӑлӗ, ҫакнашкалах чӳрече тепӗр енче ҫил ӗхӗрӗ, симӗс тӗслӗ начаркка абажур айӗнче ҫав-ҫавах лампа тӗксӗммӗн ҫунӗ, эпӗ хам пӳлӗм тӑрӑх ҫакӑн евӗрлех пӑлхавӑррӑн каллӗ-маллӗ утӑп, кӑмака патӗнче ҫаплах чӗмсӗр те тӗмсӗлсе тӗсенӗ Ярмола ларӗ — ӑнланса пӗтерме ҫукла, маншӑн ютшӑнчӑк чӗрчун, тӗнчери пур япала тӗлӗшпе те сӳрӗкскер: килӗнче ҫемйи выҫӑ ларни те, ҫил ахӑрса алхасни те, мана чун-чӗре таранах хырса ҫиекен тунсӑх пусса илни те ним мар уншӑн.

Манӑн ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ чурӑсла чӗмсӗрлӗхе сасартӑк мӗнле те пулин этем сасси евӗрскерпе чӑтмалла мар пӑсас килсе кайрӗ, эпӗ ыйтрӑм вара:

— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, Ярмола, ӑҫтан ҫак териех ҫил паян?

— Ҫил? — пуҫне ӳркевлӗн ҫӗклесе, хирӗҫ сас пачӗ Ярмола. — Паныч пӗлмест-им ӑна?

— Паллах, пӗлместӗп. Ӑҫтан пӗлес-ха манӑн?

— Чӑннипех те пӗлместӗр-и? — чӗрӗленчӗ сасартӑк Ярмола. — Куна эп калӑп сире, — тӑсрӗ вӑл вӑрттӑнлӑх пытарнӑ сасӑпа, — куна эп сире калӑп: е ӗнтӗ эсреметӗн ача ҫуралнӑ, е эсремет туй тӑвать.

— Эсремет — ку, сирӗннипе, тухатмӑш?

— Ийа, ара, ҫапла… тухатмӑш.

Эпӗ ҫӑткӑнлансах сиксе ӳкрӗм Ярмола ҫине. «Ӑҫтан пӗлен, — шутларӑм эпӗ, — тен, мана унран халех асамлӑхпа, ҫӗр айне пытарнӑ пуянлӑхпа, вовкулаксемпе ҫыхӑннӑ мӗнле те пулин кӑсӑкла истори хӗссе кӑларма май килӗ?..»

— Ну, а сирӗн кунта, Полесьере, эсремет пур-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Пӗлместӗп… Тен, пур, — малтанхи сӳрӗклӗхпех тавӑрчӗ те Ярмола каллех кӑмака патнелле пӗшкӗнчӗ. — Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пулнӑ хӑҫан-тӑр… Тен, тӗрӗс те мар…

Ман ҫавӑнтах кӑмӑл таврӑнса ларчӗ. Ярмола сӑмахлама юратманни тахҫанах паллӑ-ха, ку унӑн уйӑрӑлман енӗ, ҫавӑнпа эпӗ унран ҫак кӑсӑк япала ҫинчен каласа парасса урӑх пит кӗтсех те кайман. Анчах вӑл, шалт тӗлӗнтерсе пӑрахса, мана мар, кӗрлесе ҫунакан кӑмакана каланӑ евӗр, сасартӑк ӳркевлӗ тирпейсӗрлӗхпе калаҫма пуҫларӗ:

— Пулсаччӗ пирӗн пӗр пилӗк ҫул каярах унашкал эсремет… Анчах ялтан хуса ячӗҫ ӑна хлопцӑсем!

— Ӑҫта хуса ячӗҫ вара вӗсем ӑна?

— Ӑҫта!.. Паллах, вӑрмана… Ӑҫта пултӑр урӑх? Ҫав ирсӗр йӑваран турпас та ан юлтӑр тесе, унӑн хаттине те ватса тӑкрӗҫ. Хӑйне ӑна укӑлча хапхи хыҫне илсе тухрӗҫ те пӗрех пачӗҫ ӗнсерен.

— Мӗншӗн ӑна ҫав териех кӳрентерчӗҫ-ха?

— Сиенӗ нумай пулчӗ унран: кашнинпех харкашатчӗ, кил-ҫурт таврашне тӗрлӗ имҫам пыра-пыра тӑкатчӗ, ырашра тӗвӗсем ҫыха-ҫыха хӑваратчӗ… Пӗр хутӗнче вӑл пирӗн ҫамрӑк хӗрарӑмран злот (вунпилӗк пус) ыйтнӑ. Лешӗ ӑна: «Злот ҫук ман, ан ҫыпӑҫ», — тенӗ. «Ну, юрӗ, — тет ку, — мана злот паманнине асӑнӑн-ха эсӗ…» Мӗн калӑр эсир, панычу: шӑп ҫавӑнтан ҫак арӑмӑн ачи чирлеме пуҫларӗ. Чирлерӗ, чирлерӗ те юлашкинчен пачах вилсе выртрӗ. Вӑт ҫавӑн чух хуса ячӗҫ те хлопцӑсем эсремете, куҫӗсем шӑтса юхчӗринех унӑн…

— Ну, халь ӑҫта вара ҫав эсремет? — малалла кӑсӑклантӑм эпӗ.

— Эсремет-и? — хӑйӗн яланхи йӑлипе васкамасӑр тепӗр хут ыйтрӗ Ярмола. — Эпӗ пӗлетӗп-и ӗнтӗ?

— Тӑван-хурӑнташ пекки те пулин юлман-и унӑн ялта?

— Ҫук, юлман. Ютранччӗ вӑл, кацапсенченччӗ-и е чикансенченччӗ… Вӑл пирӗн яла килнӗ чух эпӗ пӗчӗк ача кӑна пулнӑ. Хӗрача пурччӗ унпа пӗрле: хӗреччӗ-и е мӑнукӗччӗ… Иккӗшне те хуса ячӗҫ…

— Халӗ вара ун патне никам та ҫӳремест-и: юмӑҫ пӑхтарма-и унта е мӗнле те пуллин имҫам ыйтмашкӑн?

— Хӗрарӑмсем чупа-чупа каяҫҫӗ, — йӗрӗнсерех каласа хучӗ Ярмола.

— Ӑхӑ! Апла-тӑк, вӑл ӑҫта пурӑнни ҫапах паллӑ?

— Эпӗ пӗлместӗп… Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, таҫта Шуйттан Кӗтесӗ таврашӗнче пурӑнать вӑл… Пӗлетӗр-и — Ирин шляхӗ хыҫӗнче шурлӑх пур. Шап ҫав шурлӑхра ларать вӑл, пуҫӗ тӗлкӗшсе каясшӗ!

«Тухатмӑш ман ҫуртран пӗр вунӑ ҫухрӑмсенче ҫеҫ пурӑнать… чӑн-чӑнни, чӗрри, Полесье тухатмӑшӗ!» Ку шухӑш ҫийӗнчех ҫавӑрса илчӗ те пӑлхантарса ячӗ мана.

— Итле-ха, Ярмола, — терем эпӗ вӑрманҫа, — мӗнле паллашмалла иккен манӑн унпа, ҫав эсреметпе?

— Тьфу! — тарӑхса сурчӗ Ярмола. — Вӑт тупрӗҫ тата ырӑ япала.

— Ырӑ-и, ырӑ мар-и те, эпӗ ун патне пурпӗрех каятӑп. Пӑртак ӑшӑтать те акӑ, ҫийӗнчех ҫитсе куратӑп. Эсӗ, паллах, мана ӑсатса яратӑн?

Юлашки сӑмахсем Ярмолӑна калама ҫук хытӑ тӗлӗнтерсе ячӗҫ те, урайӗнчен яштах сиксе тӑчӗ вӑл.

— Эпӗ? — кӑшкӑрса ячӗ, тарӑхса. — Тем тусан та! Ан тив, мӗн иккенне турӑ пӗлтӗр те, эпӗ каймастӑп.

— Ну вӑт, пуҫларӗ айванланма, каятӑн.

— Ҫук, панычу, каймастӑп… тем тусан та каймастӑп… Эпӗ ҫӳретӗп-и?! — тарӑхӑвӗ ҫӗнӗрен хускалнӑран, каллех кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсремет шӑтӑкӗ патне эпӗ кайма-и? Ан тив, турӑ сыхлатӑрах мана… Сире те хушмастӑп, паныч.

— Хӑвӑн кӑмӑлу… эпӗ вара ҫапах та каятӑп. Маншӑн ун ҫине пӑхасси питӗ кӑсӑк.

— Нимӗн кӑсӑкӗ те ҫук унта, — кӑмака хуппине пӗтӗм чӗринчен шатлаттарнӑ май, мӑкӑртатрӗ Ярмола.

Сехет пек иртсен, сӑмавара илсе лартнӑччӗ ӗнтӗ, тӗттӗм пӑлтӑрта чей ӗҫсе тӑранса, вӑл килне кайма пуҫтарӑннӑччӗ:
— Мӗн тесе чӗнеҫҫӗ ҫав эсремете? — ыйтрӑм эпӗ.

— Мануйлиха, — тӑвӑрчӗ Ярмола тӳрккессӗн те тӗксеммӗн.

Кӑтартасса хӑй туйӑмӗсене нихӑҫан уҫҫӑн кӑтартман пулин те, ман ҫумма питех те вӑйлӑн ҫыхӑннӑччӗ пулас вӑл; сунара ҫӳрес хӗрӳлӗх иксӗмӗрӗн те пӗрешкел пулни, эпӗ хӑйпе юлташла ансаттӑн калаҫни, ӗмӗр выҫӑпа касӑлнӑ ҫемйине вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшкалани, пуринчен ытла, эрех ӗҫнӗшӗн тӗнчере пӗр эпӗ ҫех ӳпкелешсе сӑмахламанни, — кунашкаллине Ярмола чӑтма пултараймасть, — ҫыхӑнтарчӗ ӑна манпа. Ҫавӑнпах ӗнтӗ эпӗ тухатмӑшпа ҫине тӑрсах паллашма шут тытни ун кӑмӑлне калама ҫук хытӑ пӑсса ячӗ, ку унӑн ытти чухнехинчен вӑйлӑрах мӑшлатма пуҫланинченех лайӑх палӑрчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата вӑл, крыльца ҫине тухнӑ чух, йыттине — Пӑчӑра — аякӗнчен пӗтӗм вӑйӗпе вирлӗн тапрӗ. Пӑчӑр хыттӑн йынӑшса ячӗ те айккинелле сиксе ӳкрӗ, анчах хӑй, хӑрӑлтатма пӑрахмарӗ пулин те, ҫийӗнчех Ярмола хыҫҫӑн чупса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней