Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ.

Через семь лет супружеской жизни родилась дочь Эстелла, потом и второго аист принес.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Пӗлетӗн-и эс, Кандов, вӑл чӑн-чӑн геройччӗ, аслӑ чунлӑ ҫынччӗ вӑл!

Ты знаешь, Кандов, это был настоящий герой, человек великой души!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн кӗрешӳ аслӑ кӗрешӳ пулать.

Наша борьба будет великой борьбой.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аслӑ учитель вырӑс семинаринче вӗренсе тухнӑ, вӑл пур семинаристсем пекех уҫӑ кӑмӑллӑ, ытлах тирпейлӗ темӗпӗр ӑна, савӑнмалла пулсан — каҫса каять, хӑй патне шкула пулӑшакансем пымассерен вара е Хомяков сӑввисене, е Державинӑн «Турӑ» одине пӑхмасӑр кала-кала парать.

Первый получил образование в русской семинарии и, как многие семинаристы, был добродушен, непрактичен и склонен к настороженности; всякий раз, как школу посещали попечители, он декламировал им стихи Хомякова и оду Державина «Бог».

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ унӑн ӗҫри юлташӗсем: аслӑ учитель Климент Белчев, Франговпа Попов учительсем, юрлама вӗрентекен Стефан Мердевенджиев, вӑлах тата тӗрӗк чӗлхипе те вӗрентет.

Его товарищами по работе были: главный преподаватель Климент Белчев, учителя Франгов и Попов и учитель пения Стефан Мердевенджиев, который преподавал и турецкий язык.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ.

Такого человека, как он, — бежавшего из крепости, живущего под чужим именем, лишенного всяких семейных и общественных связей, ежечасно подвергающегося опасности быть узнанным и выданным, не ожидающего от жизни никаких радостей — такого человека одна лишь великая идея могла заставить приехать в Болгарию и не покинуть ее даже после того, как он совершил два убийства…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хуҫасем, кунта революци шухӑшӗсене сараҫҫӗ, аслӑ султан правительствине хирӗҫ калаҫаҫҫӗ.

— Господа, тут проповедуются революционные идеи, направленные против правительства его величества султана.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов аслӑ учитель енне ҫӑвранчӗ те аллинчи кӗнекине тӑсрӗ.

Огнянов повернулся к главному учителю и возвратил ему учебник.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аслӑ учитель акӑ Михалаки Алафрангова кӗнеке тӑсрӗ те хӗрачасенчен ыйтса пӗлме хушрӗ.

Главный учитель протянул учебник Михалаки Алафранге и предложил ему задавать вопросы ученицам.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Климент аслӑ учителӗн ыр кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сӑнарӗ хӗрачасене хӑйсен пӗлӗвӗ енӗпе шанчӑклӑрах пулма ҫӗклентерчӗ.

Добродушное и спокойное лицо главного учителя Климента и его теплые слова внушили девочкам уверенность в своих силах.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Архимед та физикӑри хӑйӗн аслӑ саккунне тупнӑ чух ҫак хӗр-манах пек савӑнса курман пуль — Ровоама хаджи ытла хӗпӗртенипе аллисене сӑтӑркаларӗ.

Хаджи Ровоама так обрадовалась, что всплеснула руками, как Архимед, когда он открыл свой великий физический закон.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын.

Это был восьмидесятипятилетний отец Иеротей, величественный памятник минувшего века, уже почти развалина, но развалина еще импозантная и почитаемая.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пек ҫынсен ӑсӗ чипер, нумай-тӑк — вӗсем пӗрлехи идейӑсене улӑштаракансем пулаҫҫӗ, ӗлӗк вара аслӑ философсем пулса тӑнӑ: Кант, Фихте, Гегель нимле частнӑй ыйту та хускатман, ку вӑл вӗсемшӗн кичем япала пулнӑ.

Если у таких людей ум замечательно силен, они становятся преобразователями общих идей, а в старину делались великими философами: Кант, Фихте, Гегель не разработали никакого частного вопроса, им было это скучно.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫавна тума ирӗк пар, атту эпӗ вилетӗп», — тесен ялан тенӗ пекех ирӗк параҫҫӗ; анчах, хӑвӑрах пӗлетӗр, ку аслӑ принциппа шӳт тума юрамасть; тата хӑвӑн тивӗҫлӗхне те чакарма юрамасть: ирӗк памасан вара вилмеллех пулать.

Если скажешь: «Уступай, или я умру», — почти всегда уступят; но, знаете, шутить таким великим принципом не следует; да и нельзя унижать своего достоинства, — если не уступят, то уж и надобно умереть.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ сирӗнпе паллашасах тесе кӑмӑла илтӗм, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрӑн аслӑ ӗҫӗрпе патшалӑха усӑ кӳретӗр, ҫавӑнпа та мана хӑвӑра усӑ тӑвас ӗмӗтпе сире ҫакӑн ҫинчен асӑнтарма ирӗк парсамӑр: асӑрхануллӑрах пулӑр.

Но я желал с вами познакомиться потому, что, высоко уважая пользу, приносимую государству вашей ученой деятельностью, я бы желал быть вам полезен, и потому позвольте мне просить вас, Александр Матвеевич, будьте осторожнее.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ман йӑмӑкӑм телейлӗ пулсан — эпӗ те телейлӗ, — тет аслӑ аппӑшӗ, — анчах, хӑвах куратӑн, кунта кама мӗнле телей кирлӗ, ҫавӑн пек телей пур.

«В моей сестре, царице, высшее счастие жизни, — говорит старшая сестра, — но ты видишь, здесь всякое счастье, какое кому надобно.

11 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Ҫаксене ман валли тунӑ; эпӗ вӗсене тума хавхалантарса ҫеҫ тӑнӑ, эпӗ вӗсене лайӑхлатса пыма хавхалантарса тӑратӑп, анчах тӑвасса вӑл, манӑн аслӑ аппам тӑвать, вӑл тарҫӑ, эпӗ вара киленсе ҫеҫ пурӑнатӑп».

— «Это все сделано для меня, и я одушевляла делать это, я одушевляю совершенствовать это, но делает это вот она, моя старшая сестра, она работница, а я только наслаждаюсь».

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пурӗ те пилӗк-ултӑ блюда ҫеҫ вӗт: сивӗтме юраман блюдисене сивӗнмелле мар вырӑна лартнӑ; куратӑн-и авӑ, вӗри шыв тултарнӑ лакӑм пеккисенче лараҫҫӗ вӗсем, — тет хӗрарӑм-патшан аслӑ аппӑшӗ.

Ведь всего пять-шесть блюд: те, которые должны быть горячие, поставлены на таких местах, что не остынут; видишь, в углублениях — это ящики с кипятком, — говорит старшая сестра.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр пин ҫын е ытларах та: «Кунта пурте мар-ха; уйрӑм ҫиес текенсем хӑйсем патӗнче апатланаҫҫӗ», ҫакна пурне те хире тухман карчӑксемпе стариксем, ачасем хатӗрлесе хунӑ; «апат пӗҫересси, хуҫалӑхпа аппаланасси, пӳлемсене тирпейлесси — ытти алӑсемшӗн питӗ ҫӑмӑл ӗҫ вӑл, — тет хӗрарӑм-патшан аслӑ аппӑшӗ, — ӑна ытти ӗҫе халлӗхе тума пултарайманнисем е тӑвайми пулнисем тумалла».

Да человек тысяча или больше: «Здесь не все; кому угодно, обедают особо, у себя»; те старухи, старики, дети, которые не выходили в поле, приготовили все это: «готовить кушанье, заниматься хозяйством, прибирать в комнатах — это слишком легкая работа для других рук, — говорит старшая сестра, — ею следует заниматься тем, кто еще не может или уже не может делать ничего другого».

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫак креслӑна вырӑнӗнчен куҫарса пӑх-ха», — тет аслӑ хӗрарӑм-патша.

«Попробуй подвинуть это кресло», — говорит старшая царица.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней