Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вуласа пӑх-ха акӑ мӗн ҫырать ман пата барин, ун хыҫҫӑн вара эпӗ сан ҫинчен мӗнле доноссем ҫырнине куратӑн, — терӗ те ҫавӑнтах кӑсьерен ҫыру туртса кӑларчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
«Чӗрӗ-и, вилӗ-и, пӗлместӗп» тесе ҫырать аннӳ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ҫыруне, эпӗ каласа панипе, Алексей пӗлекен Вера Гавриловна, Алексей хыҫҫӑн полкра халӗ те Метеорологи сержанчӗ тесе чӗнекен хӗр ҫырать, тенӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чудак! — сухал ӳстеретӗп, тесе ҫырать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Андрей Гаврилович, кӗтмен ҫӗртенех ҫавӑн пек хут илнипе тӗлӗннӗскер, ҫав кунах хирӗҫ сивӗ сӑмахсемпе панӑ ответра — Кистенӗвка ялне хӑйне ашшӗ халалласа хӑварни ҫинчен, ӑна вӑл халал тивӗҫӗ тӑрӑх тытни ҫинчен, Троекуровӑн унпа нимӗнле ӗҫ те ҫукки ҫинчен, ҫак пурлӑха урӑх ҫынсем хапсӑнни — вӑл элеклӗ те киревсӗр ӗҫ пулни ҫинчен ҫырать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вуласса та вӑл темле хӑйне майлӑ, активлӑ вулама пӗлнӗ: сасартӑк, хӑйне кӑмӑла кайнӑ вырӑна шӑппӑн темиҫе хутчен вуласа, «тӗрес», тесе мӑкӑртатнӑ, сӑмахсене паллӑ тунӑ, унтан тата тӑруках хаярланса кӑшкӑрса илнӗ: «Суять, йытӑ, вӑл фронтра пулман тесе хам пуҫӑма сӑра бутылкине хирӗҫ лартатӑп! Вот, мерзавец! Ҫырать тата хӑй», тесе вӑрҫнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ хам ӗненместӗп те, анчах вӗсене кунта илсе килнӗ иккӗмӗш рангри военврач ҫак икӗ ури те аманни вунсакӑр кун хушши нимӗҫсен тылӗнчен упаленсе тухнӑ, тесе ҫырать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Енчен те шутлав ӗҫне тепӗр хут тунӑ хыҫҫӑн тата сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протоколӑн 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш йӗркисем тӑрӑх тӗрӗслесе шайлаштарнисем каллех тӳр килмеҫҫӗ пулсан, участокри суйлав комиссийӗ сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протокол ҫумне хумалли тивӗҫлӗ акт ҫырать тата даннӑйсем тӳр килменни ҫинчен сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протоколӑн ятарлӑ йӗркисене ҫырса хурать: 10-мӗш йӗркене «Ҫухатнӑ бюллетеньсен хисепне» тата 11-мӗш йӗркене «Илнӗ чухне шута илмен бюллетеньсен хисепне».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 07 марта 2019 г.
Пирӗн юлташ сӑвӑ-калав ҫырать, журналист, писатель, поэт терӗмӗр…Наплели, что наш друг пишет стихи, рассказы, писатель мол, поэт…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫырать: аванах, тет, пурӑнатпӑр.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Сержант шкулӗнчен вӗренсе тухсанах пирӗн ентеш хӑйне фашистсемпе ҫапӑҫма яма командирсем патне 6 хутчен рапорт ҫырать.
Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist
— Ҫырать…
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Астӑватӑр пуль, чӑваш сӑмахӗсем авалхи пурнӑҫра ытти чӗлхесене питӗ нумай кӗнӗ тесе ҫырнӑ «Воскресение шумеров» кӗнекен авторне — Геннадий Егорова чылайӑшӗ шанмарӗ: тӗрӗс мар ҫырать, чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗме пултарайман, нумай япалана вӑл «ученый» мар пуҫӗпе шухӑшласа кӑларнӑ, терӗҫ.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Чернил тени те уншӑн пулнӑ «чудӑ»: Ҫырать те хуратать, каллех ҫырать…Чернила для него были "чудо": Пишет и зачеркивает, снова пишет...
«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html
Хальхи вӑхӑтра вӑрҫӑ саманчӗсене аса илсе статьясем, сӑвӑсем ҫырать.На сегодняшний день, вспоминая моменты войны, пишет статьи, стихи.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Мӗтри мучи калани мана Ева Лисина сӑмахӗсене аса илтерет: — Ахаль ҫынсем хушшинче (службӑра, сӑмахран) хама «чудачка», «смешная» тенине чылай илткеленӗ, – ҫырать паллӑ ҫыравҫӑ.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
«Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Хӑшпӗр поэт ашшӗн килне мухтаса мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырать.Некоторые поэты слагают очень много стихов об отцовском доме.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Акӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ А.Кузнецов ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫапла каланӑччӗ: «1992 ҫулта йышӑннӑ орфографи хӑйӗн вырӑнне тупаймарӗ. Паян кунчченех пӑтрашӑнса пурӑнатпӑр: пӗр хаҫат капла ҫырать, тепри — апла. Шкулта ун пек вӗрентеҫҫӗ, аслӑ шкулта — тепӗр майлӑ. Аптӑрав».
Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№