Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать»

Автор: Роза Власова

Источник: «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Добавлен: 2016.09.30 17:21

Предложений: 323; Слово: 2072

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Петр Яковлевич Яковлев — поэт, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи наукисен кандидачӗ /1989/, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ /1986/. 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ялти шкулта вӗрентекенре, директор заместителӗнче, 1983-2000 ҫулсенче ЧПУ преподавателӗнче, доцентра ӗҫленӗ. 2000-2007 ҫулсенче — Мускаври куҫару институчӗн сотрудникӗ. Пӗр тапхӑр Чӑваш патшалӑх культура институчӗн культура факультечӗн деканӗнче вӑй хунӑ. 1967 ҫултанпа пичетленет. Паллӑрах кӗнекисем: «Тӑм тӑвайкки вӑййисем» /1985/, «Юман чӗлхи» /1990/, «Кӗмӗл кимӗ» /2010/, «Кумаляк» /1984/, «Эснереш» /2007/ тата ыттисем. Библие, Ача-пӑча библине чӑвашла куҫарнӑ.

Пур ҫӗрте те виҫе кирлӗ

— Петр Яковлевич, калаҫӑва паян кӗркуннерен пуҫлас килет. Калӑр-ха: кӗрхи ҫанталӑк, ҫумӑр йӑлӑхтармарӗ-и сире?

— Пачах урӑхла. Манӑн сӑвӑсенче кӗре юратни питӗ палӑрать. Ҫамрӑк чухне кӗркуннене чылай сӑвӑ халалланӑ эпӗ. Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать. Урӑхла каласан, йӗри-тавра питӗ хитре чухне ҫын тулаш тӗнчере пурӑнать, илемпе киленет. Начар ҫанталӑкра хӑйӗн ӑшне-чунне ытларах тинкерме пуҫлать. Лирика — хӑвӑн чунна, ӑшрине сӑнама пултарни. Ҫавӑн пек сӑнар та пурччӗ-ха. «Эпӗ хама йывӑҫ пек туятӑп. Тураттисем тулалла мар, шалалла, вулӑ ӑшнелле ӳсеҫҫӗ», — ҫырнӑччӗ пӗр лирик. Вӑт ҫавӑнпа килӗшнӗ пулмалла ӗнтӗ эпӗ. Кӗркунне, паллах, тунсӑхлӑ, салхуллӑ. Ҫакна хӑйнеевӗрлӗ философи теме те пулать. Шел те, халӗ культурӑра, уйрӑмах массӑллӑ культурӑра, шоу-бизнесра хаваслантармаллисем кӑна. Тӗрӗссипе, этемӗн чун-чӗре туйӑмӗсем питӗ анлӑ. Унта салхулӑхӗ те, тунсӑхӗ те пур. Этемлӗх миллион-миллион ҫул ҫавӑн пек аталанса пынӑ. Вӗсене хамӑр ӑшран кӑларса пӑрахма тӑрӑшни пустуй ӗҫ пек туйӑнать. Ҫавӑнпа литература хитре сӑмах купи кӑна мар, ҫав туйӑмсене упраса хӑварма пулӑшакан та. Савӑнни, паллах, лайӑх. «Мӗн кунӗн-ҫӗрӗн кулса, ихӗрсе ҫӳретӗн, ухмах мар-и эсӗ?» — тенӗ чӑваш ӗлӗкех. Пур ҫӗрте те виҫе кирлӗ. Анлӑ, тарӑн кулянма, тунсӑхлама пӗлесси, салхулӑх туйӑмӗсем ҫынра пин-пин ҫул пулнӑ, пулмалла та. Вӑл енӗпе илсен кӗркунне ҫыравҫа хӑйӗн тӗнчине, ӑшне, туйӑмӗсене шӗкӗлчеме пулӑшать.

— Мана пӗрех кӗркунне пӗтӗмлетӳ тумалли вӑхӑт пек туйӑнать. Лайӑххи иртсе кайнӑ, умра начарри кӑна пек...

— Туйӑнать ҫеҫ, мӗншӗн тесен кӗркунне – вилӗм мар, цикл вӗҫленӗвӗ кӑна. Ҫавӑнпа чӑвашсен те, ытти халӑхӑн та хальхи пек малалла чӗнекен философи кӑна пулман. Пачах урӑхла, цикллӑ философи пулнӑ. Пӗр ҫаврӑм вӗҫленет те тепри пуҫланать. Халӗ ӑна философире линейлӑ цикл теҫҫӗ. Ҫакӑ ытларах Христос тӗнӗпе килнӗ. Тӗрӗссипе, вӑл ҫут ҫанталӑк пекех аталанса пырать. Кашни уйрӑм ҫыннӑн та хӑйӗн ҫуркунни, хӑйӗн ҫӑвӗ, хӑйӗн кӗрӗ пур. Ҫавӑнпа кӗркунне пурнӑҫ вӗҫленет тесе пӗтӗмлетмелле мар. Чӑвашсен философийӗ питӗ интереслӗ. Чӗлхере те упранса юлнӑ ҫакӑ. Талӑк, ҫулталӑк, ҫанталӑк... Пӗтӗмпех вӗсем циклпа ҫыхӑннӑ. Талӑк — цикл. Ҫавӑнпа тӗпрен илсен кӗркунне вилӗм мар, ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламӑшӗ. Уйрӑм ҫынна илес тӗк ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫне ачи-пӑчи тӑсать. Ку саманара урӑхла пропаганда, агитаци пырать. Халӗ ҫынна паянхи кунпа кӑна пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫакӑ тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен ҫын уйрӑм пурӑнмасть. Пирӗнте сӗм авалтан килекен юн ҫаврӑнать. Урӑхла каласан, мӑн асаттесен, ваттисен пурнӑҫне ҫамрӑксем тӑсаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен ачисен малашлӑхӗ пирки шухӑшламалла.

— Петр Яковлевич, эсир халӗ ялта тӗпленсех пурӑнатӑр-и?

— Пуҫӗпех ялта пурӑнасси пулаймарӗ-ха, мӗншӗн тесен ватӑлсах ҫитмен хальлӗхе. Эпӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫур ставкӑпа ӗҫлетӗп. Пӗр вӑхӑтра хулара та, ялта та пурӑнатӑп. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек. Эпӗ студент чухнех авланнӑ та арӑмпа Светлана Зиновьевнӑпа канмалли кунсене, отпусксене ялта ирттернӗ. Чӑвашсемшӗн чи пысӑк трагеди ҫын вилни мар, вучах сӳнни, кил хупӑнни пулнӑ. Хӑшпӗр поэт ашшӗн килне мухтаса мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырать. Анчах ҫыннӑн, поэтӑн, хӑй ҫырнӑ пек пурӑнмалла. Тӑван киле мухтаса ҫыракансемех ашшӗ ҫурчӗсене сутрӗҫ. «Киле ҫӳретӗн-и?» — ыйтрӑм нумаях пулмас ть пӗринчен. «Пӗр вунӑ ҫул кайса курман», — терӗ хайхи. Вӑл Шупашкарта пурӑнать, тӑван килӗ хупӑннӑ. Икӗпитлӗх мар-и ҫакӑ? Эпӗ тӑван кил, ҫуралнӑ ял ҫинчен нумай ҫырнӑ. Пурнӑҫра та ялӑмпа кӑвапапах кӑкарӑннӑ темелле. Вунӑ ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнтӗм. Чи кӗҫӗнни эпӗ. Виҫҫӗшӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вилнӗ. Атте фронта тухса кайнӑ. Телее, вӑрҫӑран таврӑннӑ вӑл. Маншӑн атте ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ тӗслӗх пулчӗ. Атте Яков Иванович 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Революци саманине курнӑ, граждан вӑрҫи витӗр тухнӑ. Лӑпланса пурӑнма тытӑннӑ кӑна — коллективизаци пуҫланнӑ. Колл ективизаци вӑхӑтӗнче хӑрушши нумай пулнӑ. Анне ӑраттине пӗтӗмпех Ҫӗпӗре янӑ. Ҫывӑх ҫыннӑм Элӗк районне кӗрекен Мартинкассинчен пулнӑ. Вӑл качча кайнӑ та сылккӑран тӑрса юлнӑ. Унта та тӑвансем ҫирӗп пурӑнма пуҫланӑ. Кунта халӑх выҫӑпа вилнӗ. Вӗсем ҫыру ярса атте-аннене чӗнсе илнӗ. Пирӗн ҫемье вӑрҫӑччен вӗсем патӗнче пурӑннӑ. Пӗр пичче Ҫӗпӗртех ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ умӗн вара каялла таврӑннӑ. Ҫемйине, ачисене упраса хӑварнӑ ҫапла майпа.

Атте 77-ре пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Эпӗ унран усал, киревсӗр сӑмах илтмен. Вӑл, тӗнче касса курнӑскер, хресчен пулсан та интеллигентлӑччӗ. Кӗнеке вулама юрататчӗ. Ҫав юратӑва мана та панӑ. Астӑватӑп-ха, шкула ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне каятчӗ те кӑкӑрне каҫӑртса килетчӗ. «Каллех сана мухтарӗҫ. Эсӗ кӑҫал та отличник», — тетчӗ. Халӗ вара пӗчӗк чӑрмав сиксе тухсанах усал сӑмах калатпӑр. Вӗсем пурнӑҫ нушине чӑнласах курнӑ. Эпир чылай чухне мӑнтӑрпа иртӗхетпӗр. Пули-пулмишӗн ҫӗтӗлетпӗр, вӑрҫӑнатпӑр, харкашатпӑр. Вӗсем хӗн-хур курнӑ пулсан та сӑпайлӑччӗ. Атте мухтаннине, вӗҫкӗнленнине юратмастчӗ. Ҫавна мана та парса хӑв арнӑ ӗнтӗ. Анне аттесӗр пӗчӗк ачисемпе выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ. Вутти те пулман, хӑй чирлесе кайнӑ. Ун пек кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ ҫын курман эпӗ. Вӑл юлашки ҫӑкӑр татӑкне ачисене ҫитерсе ӳстернӗ. Чирленӗрен ӑна пиччесемпе аппасем хулана больницӑна тӑтӑшах илсе каятчӗҫ. Питӗ тунсӑхласа ҫитӗнтӗм аннешӗн. Кайран вырӑнпах выртма тытӑнчӗ. Эпӗ ҫуралнӑ чухне атте – 50-ра, анне 45-ре пулнӑ. Эпӗ ача чухне вӗсем ҫулланнӑ ҫынсемччӗ. Уншӑн нимӗн чухлӗ те кулянмастӑп. Ватӑсем — хӑйнеманерлӑ ҫынсем, пурнӑҫ философине, опытне мана пӗчӗкренех парса хӑварнӑ. Халӗ хамӑр та ватӑ ӗнтӗ. Вунӑ ачаран виҫ ҫӗн кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Ман пек пуянни ҫӗр ҫинче сахал. Пиччемсемпе аппасен ачисем пурӗ вунтӑххӑрӑн. Вӗсен ачисен шучӗ те ҫук. Питӗ килӗштерсе пурӑнатпӑр.

Упаҫырминче университет ҫук

— Ялта та, хулара та хӑҫантанпа пурӑнатӑр терӗр-ха?

— Ӗмӗр тӑршшӗпех. «Манӑн пӗр хушӑрах ялта та, хулара та пурӑнас килет, мӗнле професси суйламалла-ши?», — ыйтнӑччӗ эпӗ ача чухне Ҫемен пиччерен. Вӑл шӳтлеме юратакан ҫынччӗ. «Красноармейски — Шупашкар» автобуса кондуктора кӗр. Е шофера кай. Пӗр сехетрех пӗрре унта, тепре кунта пулатӑн», — тенӗччӗ хайхи. Вӑт кондуктор пек хулапа ял хушшинче чупсах ӗмӗр иртрӗ.

— Ывӑнтармарӗ-и ҫакӑ?

— Пӗрре те ывӑнтармарӗ. Маншӑн пӳлӗмре, пӳртре ларасси тамӑк пекех. Арӑм пенсие тухсан качака хунаттарса ячӗ. Халӗ килте картиш тулли качака. Ҫур кун качака кӗтсе уйра ҫӳретӗп. Сӗтӗнчен арӑм тем тӗрлӗ сыр тума вӗренчӗ. Питӗ тутлӑ тӑвать. Тӗрӗссипе, чӑн-чӑн сыра ӗне сӗтӗнчен мар, качаканнинчен янтӑлаҫҫӗ. Пахчаҫимӗҫ ӳстеретпӗр, качакасем валли ҫӑвӗпех утӑ хатӗрлетпӗр. Чӑх-чӗп тытатпӑр, йытӑ, кушак пур. Чӗрчунсемпе хутшӑнни ҫынна лайӑх витӗм кӳрет. Тӗрӗссипе, вӑл эгоизмран та хӑтарать. Кушак аҫи манӑн ҫав тери сӗмсӗр. Санӑн хӑвӑн ӗҫе тумалла, вӑл вара ура айне пырса выртать. Тарӑхас вырӑн не йӑл кулатӑн, савӑнатӑн. Ҫут ҫанталӑка, чӗрчунсене ачаранах юратнӑ та ҫав туйӑмсем ватлӑха ҫитичченех упранса юлчӗҫ. Паян ытларахӑшӗ ӗҫ ҫуккипе хуланалла туртӑнать. Ӗҫпе кӑна ҫыхӑнман-ха ку. Хулара хӑвна кӑтартма та ҫӑмӑлрах. Тӗрлӗ специальноҫ алла илме пулать. «Упаҫырминче университет ҫук та ирӗксӗрех хулана каятӑн ҫав ӗнтӗ», — тесе ҫамрӑксене тахҫантанпах калатӑп. Эпӗ Мускавра куҫару институтӗнче 8 ҫул ӗҫлерӗм. Унта чунӑм пачах выртмасть. Хӑть тем тесен те кӑткӑ тӗммиех вӑл. Питӗ пысӑк хуласем ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем илсе килеҫҫӗ. Пӗррехинче наука академийӗ конференци йӗркеленӗ те ҫывӑрма Мускав ҫывӑхӗнчи пӗр пансионата илсе кайрӗҫ. Ялтӑртатса ларать хайхи. Пӗтӗмпех ылтӑнран, пальмӑсем ҫитӗнеҫҫӗ, аквариумсем... Хӗлле, тулта сивӗ. Шала кӗрен те — илем, хитрелӗх. Сӑнарах пӑхрӑм та — аквариумри пулӑсем пластмассӑран иккен... Пальмисем те... Ҫакӑ пурнӑҫ-и? Вӑт этемлӗх ҫавӑн патнелле пырать. Ҫавӑ чи хӑрушши. Ҫын искусствӑлла талккӑшра пурӑнма вӗренсе каять те ҫут ҫанталӑкран уйрӑлать.

— Упаҫырминче университет ҫук ҫав...

— Ял историне тӗпчекенсем пулнӑ. Ваттисем ламран-лама каласа хӑварнисем те пур. Хамӑр ратӑна ятарласа тӗпченӗ чухне те интересли авалтанпах нумай тухрӗ. Ку тӑрӑхри ялсем сахалран та 300-400 ҫул лараҫҫӗ. Мӑн Шетмӗ авалтанпах интеллигенциллӗ ял. Чиркӳ пулнӑ кунта, тӗн ҫыннисем пурӑннӑ. Николай Архангельский священник питӗ тӗплӗ ученӑй пулнӑ. Ял историне нумай ҫырса хӑварнӑ вӑл. Упаҫырмине упа сӑмахпа каярахпа кӑна ҫыхӑнтарма тытӑннӑ. Ҫак яла пуҫараканни Упаҫ ятлӑ пулнӑ иккен. Ял малтан Упаҫ ҫырми ятлӑ пулнӑ. Кунти халӑх ял историне самаях тӗплӗн пӗлет. Ҫулла эпӗ те Ял кунӗнче историе каласа панӑччӗ. Мӑн Шетмӗ тӑрӑхне чӑвашсем Атӑл хӗррин чен куҫса килнӗ. Пирӗн ял Анат Кӗнер вулӑсне кӗнӗ. Виҫӗ пӗртӑван — Пусай, Пайраш, Тинсар /чӑвашла Тӑмсар тенӗ пуль-ха/ — ҫакӑнта килсе вырнаҫнӑ. Мӑн Шетмӗне чиркӳ тусан тин шывпа ҫыхӑнтарса ҫапла ят панӑ. Унччен Тӑмсар пулнӑ.

— Чиркӳ пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, калӑр-ха: эсир Турра ӗненетӗр-и? Е Библие Турра ӗненмесӗр куҫарма ҫук-и?

— Ӗненмесӗр куҫарма юрамасть пуль. Кашни кӗтесре кӑкӑр ҫапса Турра ӗненетӗп тесе ҫӳренине те йышӑнмастӑп. Кашни ҫыннӑн — хӑйӗн ирӗкӗ. Ӑна кашни хӑй татса парать. Ҫавӑнпа ҫын умӗнче кӑтартмалла, мухтанмалла тунӑ ӗҫсем, сӑмахсем мана питӗ килӗшмеҫҫӗ. Эпӗ Мускавра Библие ҫӗнӗрен куҫарса 4 кӗнеке кӑлартӑм. И.Я.Яковлев хӑй вӑхӑтӗнче тӗлӗнмелле пархатарлӑ ӗҫ тунӑ. 1911 ҫултах Ҫӗнӗ Халал пичетленсе тухнӑ. Чиркӳсенче чӑвашла службӑсем ирттерме пуҫланӑ. Паянхи кунчченех Раҫҫейре чӑвашсем чиркӳре хӑйсен чӗлхипе усӑ курма ирӗк панӑ пӗртен-пӗр халӑх. Вырӑссен те вырӑсла кӗлӗ тума юрамасть. Чиркӳре славян чӗлхипе кӑна кӗлӗ иртет. Раҫҫейре вара халӗ икӗ чӗлхепе служба иртет. Чиркӳре славян чӗлхипе тата чӑвашла. Шел те, чылай чиркӳ славян чӗлхине куҫрӗ. Анчах И.Я.Яковлев ҫав ирӗке туса хӑварма пултарнӑ. Пирӗн чиркӳ таврашӗнче кӑна мар, вӗренӳпе, культура тытӑмӗсенче те наци политики ҫукки вӑйлӑ сисӗнет. Территори политики кӑна...

— Хушма ят пирки вулакана тепре аса илтерер-ха... Мӗншӗн Яккусен тесе ҫыратӑр?

— Поэтсен, писательсен хушшинче псевдоним илесси йӑлара. Мӗн чухлӗ хитререх сӑмах шыраса тупаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ янӑравлӑрах ят. Манӑн псевдоним мар ӗнтӗ вӑл, ятӑма чӑвашлатса калани кӑна. Ялта кам ачи теҫҫӗ? «Йӑвансен ачи», сӑмахран. Пире Яккусен ачи тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл псевдонимах та мар вӑл. Хушма ят теме пулать. Тӗрӗссипе, маларах эпӗ псевдонима хирӗҫчӗ. Петр Яковлев тесех ҫыраттӑм. Малтанхи кӗнекесем ҫавӑн пекех тухнӑччӗ. Виҫҫӗмӗш кӗнекерен-и — Яккусен теме пуҫларӑм.

Сӑмах сӑвӑрнипех нимӗн те тӑваймӑн

— Сӑвӑсем халӗ те ҫырӑнаҫҫӗ пуль-ха.

— Ватӑлтӑм пулмалла. Туйӑмсем мӑкалаҫҫӗ. Ҫамрӑк чухнехи пек мар. Ҫавӑнпа ҫырманпа пӗрех. Тӗп сӑлтавӗ — наукӑра туса пӗтермен ӗҫ питӗ нумай. Вӑхӑт ҫителӗксӗр. Сӑвӑ ҫырасси, ҫырмасси ҫынран килмест. Сӑвӑ килме пӑрахать тӗк нимӗн те тӑваймӑн. Ятарласа сӑмах купи тӑвас тесе ҫырса курман эпӗ, пӗлместӗп... Манӑн ҫамрӑк чухне ҫырнӑ сӑвӑ пур: «Юх, юррӑм, уй-хире савса, епле пуҫланнӑ ҫавӑн евӗр пӗр ӳкӗнӳсӗр ҫухалса»... Ун чухнех пӗлсе тӑнӑ вӑл ҫухаласса. Вӑт иртрӗ... Эпӗ уншӑн кулянмастӑп. Савӑнатӑп кӑна. Вӑйпа пусахласа хӑвна ҫыртарса лартни, паллах, поэ зи мар. Пирӗн ун пек поэт питӗ нумай. Илемлӗ литературӑра сӑмах купаланипех нимӗн те тӑваймастӑн. Эсӗ хӑвӑн тӗнчӳне кӑна сӑмахсемпе ҫырса кӑтартма пултаратӑн. Тантӑшсене сӑнасах пыратӑп. Малтан комсомол ҫинчен ҫырса пурӑнчӗҫ, кайран парти ҫинчен шӑрҫаларӗҫ. Кайран сарӑ пресса НЛО ҫинчен ҫырма пуҫларӗ те ҫавӑн ҫинчен сӑвӑ хайлама тытӑнчӗҫ. Ҫын сӑмахпа та шашкӑлла вылянӑ пекех выляса пурӑнма пултарать. Анчах поэзи, манӑн шухӑшпа, урӑхларах. Чи малти вырӑнта — питӗ вичкӗн туйӑм тата хӑвӑн тӗнчӳ пулни. Ҫав туйӑм пулмасан алла ручка тытни усӑсӑр. Сӑмахран тӗнче тума ҫук.

— Наукӑра ӗҫ нумай терӗр...

— Халӗ питӗ пысӑк монографи хатӗрлетӗп. Вӑл вырӑсла «Строй чувашского языка» ятпа тухмалла. Эпӗ хамӑн наука ӗҫӗсене чӑвашла ҫырнӑ та вӗсем наукӑна кӗрсе каяймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Мускаври тата ют ҫӗршывсенчи ученӑйсем ӑна вулаймаҫҫӗ, усӑ кураймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӗп шухӑшсене вырӑсла ҫырса парасшӑн. Вӑл самаях хулӑн кӗнеке пулмалла. Ҫурри ытларах ҫырнӑ та ӗнтӗ. Паллах, вӑл тыткӑнласа илчӗ мана. Эпӗ яланах ҫавӑн пек пулнӑ. Библи куҫарнӑ чухне те вунӑ ҫул ниҫта тухмасӑр ҫавӑнпа кӑна пурӑннӑ. Мӗнпе те пулин интересленсе кайсан пӗтӗмпех сирсе хуратӑп... Паллах, хуҫалӑх ӗҫӗ семсӗр пуҫне. Атту шуралса кайса сӗтел хушшинче ларнипех вилсе каятӑн. Яланах сӗтел хушшинче ларнине вӑй-хал ӗҫӗпе ылмаштарма тӑрӑшатӑп. Мухтав Турра, ку таранчченех пурӑнатӑп-ха.

— Чун киленӗҫӗ пур-и сирӗн?

— Шӑпах ҫакӑн пирки пӗррехинче питӗ пысӑк ученӑй мана ҫак ыйтӑва пачӗ. «Телее, манӑн хобби тӗп ӗҫпе тӳр килет», — терӗм ӑна. Ҫавӑнпа пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Урӑхла каласан, эпӗ хама гуманитари, филологи, литература таврашӗнчен уйӑраймастӑп. Ҫавӑнпа кӑна пурӑнатӑп. Манӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пӗрех. Ал-ура ӗҫӗнчен хӑшӗ ытларах килӗшет тетӗр-и? Килӗшнипе кӑна пурӑнаймастӑн, арӑм мӗн хушать — ҫавна тӑватӑп. Ача чухне вӑл килӗшет, ку килӗшмест тенисем пулаҫҫӗ. Кайран ҫыннӑн мӗн кирлине тумалла. Хулара пурӑннӑ чухне те пахчаҫимӗҫ ӳстернӗ. Тӑван киле нихӑҫан та пӑрахман. Халӗ ялсенче манашкал пурӑнакан нумайланса кайрӗ. Ял пӗтет тесе мӗн чухлӗ куляннӑ, сӑвӑсем ҫырнӑ. Халӗ ҫуршар ял — дачник. Чи интересли кунта акӑ мӗн. Мускавра, Санкт-Петербургра ҫуртсене сутаҫҫӗ те ют ҫынсем туянаҫҫӗ. Кунта вара кил-ҫуртне ачин ачисем таврӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ лайӑх пулӑм. Ҫыхӑну татӑлмасть. Ял пушанас хӑрушлӑх пурччӗ. Пирӗн кунта 5 килтен тӑракан пӗчӗк урам кӑна. Малти урам тетпӗр ӑна. Пӗтме пуҫланӑччӗ, пурӑнакан юлманччӗ. Эпир 15 ҫул каялла хуларан куҫса килтӗмӗр те — газ кӗртрӗҫ, асфальт сарчӗҫ. Пире кура кӳршӗсем те килчӗҫ. Халӗ теприсем те куҫса килчӗҫ. Ҫапла майпа пирӗн урам чӗрӗлсе кайрӗ.

— Эсир хӑвӑра ватӑлса кайрӑр терӗр. 66 ҫул... Икӗ улттӑ арҫыншӑн мӗн вӑл?

— Мӗнле каламалла? Уйрӑмах арӑм умӗнче ватӑлтӑм тетӗп-ха ӗнтӗ. Ҫапах хама ватах тесе шутламастӑп. Чунпа кӑна мар ӗнтӗ. Ир тӑрса хулана тухса каятӑп. Кунӗпе ӗҫре пулатӑп, ҫывӑрма ялах таврӑнатӑп. Телее, маршрутка аван ҫӳрет. Ӗҫлемелли питӗ нумай. Нумайрах ӗҫ тума пултарнин тӗп сӑлтавӗ, манӑн шухӑшпа, — чи кирлипе кирлех маррине уйӑрма пултарни. Мӗн те пулин тумалла тӑк пӗтӗм вӑй-хала ҫавӑнта яратӑп. Иккӗмӗшле ӗҫсемпе сапаланмастӑп, ҫавӑнпа нумайрах ӗҫлеме май килет те.

— Калӑр-ха, хӑвӑра ятарласа пӑхатӑр-и?

— Эпӗ мӑн хырӑмлӑ арҫынсене чӑтма пултараймастӑп, арҫынсен хӑйсене хӑйсен уяса пурӑнмалла. Эпӗ чӑннипех уяса пурӑнатӑп. Пӗр машина вутӑ ҫурсан мӑн хырӑмлӑ ҫӳрейместӗн. Ҫак ӗҫсене хамах туса пурӑннӑ.

— Мӗнле ӗмӗтпе пурӑнатӑр?

— Ӗҫпе ытларах пурӑнатӑп. Монографие, самаях сумлӑ, пысӑк ӗҫе, туса пӗтерес тетӗп. Эпӗ питӗ инҫе, катана кайса ӗмӗтленсе пурӑнмастӑп. Ӗмӗтленсе, сӗмленсе лариччен тытса мӗн те пулин ту— ӗҫ пулать. Ҫавӑ кӑна.

— Петр Яковлевич, тавах интереслӗ калаҫушӑн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней